Дитковските Агне Олеговна
Дитковски́те А́гния (Агне) Оле́говна (лит. Agnija (Agnė) Ditkovskytė, качча тухсан — Чадова[4], ҫур. 1988 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ[2][3], Вильнюс) — Литвара ҫуралнӑ актриса[5].
Халӑха чи малтанах 2006 ҫулта экрансем ҫине тухнӑ Резо Гигиенишвилин «Жара» фильмӗнче тӗп рольсенчен пӗри вылянипе паллӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫавӑн пекех Агния совет саманин кинематографӗнчи чи илемлӗ актрисисенчен пӗри шутланакан Татьяна Лютаев хӗрӗ пулнине аса илеҫҫӗ[6].
Агния Дитковските актёр пӗлӗвне академиллӗ майпа илмен, апла пулин те ӑна час-часах телекураври шоусене хутшӑнтараҫҫӗ, реклама видеороликӗсемпе музыка клипӗсенче ӳкерӗнме чӗнеҫҫӗ[5][7].
Пурнӑҫӗ
1988 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗнче Литвари Олег Дитковскис режиссёрпа Татьяна Борисовна Лютаева Раҫҫей актрисин ҫемьинче ҫуралнӑ. 15 ҫул тултариччен Литвара пурӑннӑ, 2004 ҫулта вӑл амӑшӗпе тата Доминикас Раманаускас (лит. Dominykas Ramanauskas)[8] кӗҫӗн шӑллӗпе пӗрле Мускава пурӑнма куҫнӑ[9].
Агния хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн ӗҫне малалла тӑсма шутланӑ. Пултарулӑхпа ҫыхӑннӑ ҫемьесенче ҫакӑ час-часах пулкалать. Вӑл ВГИКа вӗренме кӗнӗ, анчах пӗрремӗш курсрах унтан пӑрахса кайнӑ. Апла пулин те Агния актёр ӗҫне професси шайӗнче пуҫӑнма пултарнӑ, «Жара»(выр.)чăв. тулли метражлӑ фильмра тӗп рольсенчен пӗрне выляса дебютланӑ[9].
2010 ҫулта Повилас Ванагас фигуристпа мӑшӑр пулса Пӗрремӗш каналӑн «Пӑрпа ҫулӑм» проекта хутшӑннӑ[10]. 2015 ҫулта Евгений Раев ташӑҫӑпа пӗрле «Раҫҫей» телеканалӗнчи «Танцы со звёздами» шоувӗн тӑххӑрмӗш сезонне хутшӑннӑ[11].
Агния «Danissimo» рекламинче ӳкерӗннӗ. 2010 ҫулта Рома Кенгӑпа пӗрле «Самолёты» юрра юрланӑ. 2015 ҫулта «Биплан»(выр.)чăв. ушкӑнӑн «Киносны» юрӑн ҫӗнӗ версине ҫырма хутшӑннӑ.
Харпӑр пурнӑҫӗ
2006 ҫултанпа «Жара» фильма ӳкернӗ май паллашнӑ Алексей Чадов актёрпа савнилле ҫӳренӗ[1][9]. «Любовь в большом городе» (Алексей унта тӗп сӑнарсенчен пӗрине вылянӑ) фильма ӳкернӗ чухне Агнипе Алексей пӗрле АПШ-ра пулнӑ. 2009 ҫулта вӗсен хутшӑнӑвӗсем татӑлнӑ, анчах виҫӗ ҫул иртсен ҫӗнӗрен пуҫланнӑ, 2012 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче ҫамрӑксем мӑшӑрланнӑ[12][13]. 2014 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗнче вӗсен Фёдор ятлӑ ывӑл ҫуралнӑ[14][15][16]. 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче актёрсем уйрӑлнӑ[17].
2017 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче актриса иккӗмӗш ача ҫуратнӑ[18].
2021 ҫулхи ҫулла Богдан Панченко бизнесмена качча тухнӑ[19]. 2021 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче виҫҫӗмӗш хут ача амӑшӗ пулса тӑнӑ, ҫакӑн пирки вӑл Instagram-ри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Фильмографи
| Ҫул | Ячӗ | Роль | |
|---|---|---|---|
| 2006 | ф | Жара | Настя |
| 2006 | ф | Знаки любви | Лукреция |
| 2006 | с | Иван Подушкин. Джентльмен сыска | Галя |
| 2006 | тф | Смерть по завещанию | Герда Яновна Микелёните |
| 2008 | ф | Альпинист | Марина |
| 2008 | с | Воротилы. Быть вместе | Лика |
| 2008 | тф | Две истории о любви | Кира Киреева |
| 2008 | ф | Крылья Ангела | Вероника |
| 2008 | тф | Осенний вальс | Мария Олеговна Петрушина |
| 2009 | ф | На игре | Лена |
| 2009 | ф | Отторжение | Белла |
| 2010 | ф | На игре 2. Новый уровень | Лена |
| 2010 | с | Робинзон | Наташа Робертсон |
| 2011 | ф | Борис Годунов | Марина Мнишек |
| 2011 | ф | Горячее сердце / Fireheart: The Legend of Tadas Blinda | Кристина |
| 2011 | с | Только ты | Ольга Беглова |
| 2012 | ф | С Новым годом, мамы! | Вика |
| 2013 | с | Агент | Настя |
| 2013 | с | Дело чести | Ольга |
| 2013 | с | Клянёмся защищать | Вероника |
| 2013 | с | Кукушечка | Вероника Крусс |
| 2013 | ф | Остров везения | Даша |
| 2013 | ф | Продавец игрушек | Натали |
| 2013 | ф | Sex, кофе, сигареты | киллер |
| 2014 | ф | Вий | Настуся |
| 2014 | с | Гетеры майора Соколова | Эдит |
| 2015 | с | Семейный бизнес | Оксана |
| 2016 | ф | Танцы насмерть | Зебра |
| 2017 | ф | Последняя статья журналиста | Полина |
| 2018 | с | Доктор Преображенский | Марина |
| 2021 | ф | Мажор.Фильм | Зоя |
| 2021 | с | За час до рассвета | Татьяна («Лялька»), медсестра |
| 2021 | с | Миссия «Аметист» | Елена Колмогорова / Лаура |
| 2022 | ф | Гардемарины 1787. Мир | Александра Белова |
| 2023 | ф | Гардемарины 1787. Война | Александра Белова |
| 2024 | с | Трейдер | Вероника |
| 2024 | с | На автомате | Лёля |
Клипсенче ӳкерӗнни
- 2005 — «Тут и там» (Алексей Чумаков)
- 2010 — «Самолёты» (Рома Кенга)
- 2012 — «RockStar» (Тимати)
- 2015 — «Киносны 2015» (Биплан)
- 2016 — «Тебе всё можно» («Artik & Asti»)
- 2016 — «Клятвы» («Звери»)
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Агния Дитковските: Праздники Любви , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗнчи копийӗ // popularperson.info
- ^ 1, 2 Internet Movie Database (англ.) — 1990.
- ^ 1, 2 Agnia Ditkovskite // Česko-Slovenská filmová databáze (чеш.) — 2001.
- ^ Актёр Чадов ради дорогого подарка молодой жене продает свою квартиру (выр.). NEWSru.com (2013 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕ). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Агния Дитковските. Кино-театр.ру (12 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- ^ Агния Олеговна Дитковските Источник: https://biographe.ru/znamenitosti/agniya-ditkovskite. Вiographe.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- ^ Дитковските Агния. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- ^ Ольга Кунгурцева, Всеволод Цымбал. Актриса Татьяна Лютаева: «Двое детей у меня уже есть. Бог даст, рожу ещё одного». КП в Украине (19 раштавӑн 2007). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи акан 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Биографии звёзд. Агния Дитковските. Cosmo.ru. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Агния Дитковските и Повилас Ванагас в шоу «Лёд и пламень» , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Агния Дитковските и Евгений Раев в шоу «Танцы со звёздами» , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи акан 1-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Алексей Чадов и Агния Дитковските поженились. wday.ru. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Чадов и Дитковските тайно поженились. Дни.ру (29 ҫурлан 2012). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Мария Ремизова. Алексей Чадов и Агния Дитковските назвали сына Фёдором. Комсомольская правда (8 ҫӗртмен 2014). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.
- ^ Агния Дитковските родила Алексею Чадову сына. 7Дней.ру (5 ҫӗртмен 2014). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ.
- ^ Ольга Александрова. Агния Дитковските родила сына Алексею Чадову. Комсомольская правда (5 ҫӗртмен 2014). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Мать Агнии Дитковските: «Моя дочь и Алексей Чадов не живут вместе с мая». Life (24 утӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ.
- ^ Агния Дитковските во второй раз стала мамой. www.zirki.odnoboko.com. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи акан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
- ^ Агния Дитковските вышла замуж второй раз. Лайфстайл. Кино-Театр.Ру (21 ҫӗртмен 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Агния Дитковските Twitter сайтĕнче