Довлатов Сергей Донатович

Серге́й Дона́тович Довла́тов (паспортра — Довла́тов-Ме́чик; авӑн, 3, 1941, Ĕпхӳҫурла, 24, 1990, Нью-Йорк) — совет тата американ[1] çыравçи тата журналисчĕ.

undefined

Биографи

Сергей Довлатов 1941 çулхи авăнăн 3-мĕшĕнче Ĕпхӳре, театр режиссёрĕн çемьинче çуралнă[2], ашшĕ Донат Мечик еврей (1909—1995), амăшĕ актриса, каярах корректор Нора Степановна Довлатова (1908—1999), эрмен хĕрĕ. Пушкăрт АССР тĕп хулине унăн ашшĕ-амăшне вăрçă тапрансан эвакуациленĕ.

1944 çултанпа Ленинградра пурăннă. 1959 çулта Санкт-Петербургри патшалăх университетчĕн филологи факультечĕн финн чĕлхи уйрăмне вĕренме кĕнĕ те иккĕ çул çурă лекцисене çӳренĕ[3]. Евгений Рейн[4], Анатолий Найман, Иосиф Бродский Ленинград поэчĕсмпе тата Сергей Вольф прозăçăпа («Невидимая книга»), Александр Нежданов ӳкерçĕпе паллашнă. Университетран япăх вёреннĕшĕн кăларса янă.

Виçĕ çул хушши Шалти çарсенче хĕсметре тăнă, Коим Республикинчи тӳрлетӳ колонисенче ( Чиньяворык паçулки) сыхланă. Бродский аса илнипе[5], Довлатов çартан «Толстой Крымран таврăннă пекех, калавсен çыххипе тата кăштах ошеломлённостью во взгляде».

Довлатов ЛПУ журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ, студентсен нумай тиражлă Ленинградри карап тăвакан институчĕн «За кадры верфям» хаçатĕнче тăрăшнă, калавсем çыркаланă.

Ӑнлантарусем

  1. ^ В Нью-Йорке решат вопрос о присвоении одной из улиц имени Довлатова
  2. ^ Родня и факты биографии
  3. ^ Сергей Донатович Довлатов. www.ozon.ru. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
  4. ^ Евгений Рейн. Мне скучно без Бродского и Довлатова. «Дело» (19 кӑрлачӑн 2004). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ.
  5. ^ Иосиф Бродский. О Сереже Довлатове. официальный сайт Г. А. Явлинского (2003 çулхи авăнăн 3-мĕшĕ). Пӑхнӑ кун: 2008 çулхи çурлан 19-мĕшĕ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ.

Вуламалли

Каçăсем

Палланă çынсем аса илнисем
Довлатова халалланă радиокалаçусем
Хайлавсем
Рецензисем
Видео