Доминион

Доминион[1] (акăл. dominion ← лат. dominium «хуҫаланни») — Аслӑ Британи импери шутӗнчи (халӗ — Нацисен Пӗрлешӗвӗ шутӗнче) тӗрӗссипе никама пӑхӑнман патшалӑх, Британи монархне патшалӑх пуҫлӑхӗ тесе йышӑнать, доминионта унӑн ятӗнчен генерал-губернатор ӗҫе пурнӑҫлать.

Пӗр версипе, «доминион» термина Аслӑ Британин Ҫурҫӗр Америкӑри колонисене пӗрлештерес ыйтӑва татса паракан Лондонри конференцире Нью-Брансуикран килнӗ Сэмюэл Тилли делегат сӗннӗ[2]. «Доминион» мӗне пӗлтернине 1926 ҫулхи импери конференцинче Аслӑ Британин ют ҫӗршывсенчи ӗҫсен министрӗ, Консервативлӑ парти лидерӗ Артур Джеймс Бальфур ӑнлантарса панӑ. 1931 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче ӑна Вестминстер статутӗнче ҫирӗплетнӗ: «Британи империйӗн автономлӑ пӗрлешӳсем, статуспа тан, хӑйсен шалти е тулашри политикин пӗр аспектӗнче те пӗрне те пӑхӑнманнисем, анчах та ҫав хушӑрах коронӑна пӑхӑнса пӗрлешнисем тата Британин наци пӗрлешӗвӗн ирӗклӗ ассоциацийӗ шутне кӗрекен пайташсем». Статутпа килӗшӳллӗн, «доминион» пек ҫак территорисене палӑртнӑ: Канада доминионӗ, Австрали союзӗ, Ҫӗнӗ Зеланди доминионӗ, Кӑнтӑр Африка Пӗрлӗхӗ, Ирланди ирӗклӗ патшалӑхӗ тата Ньюфаундленд доминионӗ.

undefined

Пӗрремӗш доминионсем чылай маларах йӗркеленнӗ — Канада (1867), Австрали союзӗ (1901), Ҫӗнӗ Зеланди тата Ньюфаундленд (1907), Кӑнтӑр Африка Пӗрлӗхӗ (1910), Ирланди (1921). Ҫавнашкал статуса, ытларах чухне, экономика тӗлӗшӗнчен чи вӑйлӑ аталаннӑ ҫӗршывсене панӑ, вӗсенче халӑхӑн чылай пайӗ Европӑран куҫса килнӗ ҫынсем пулнӑ, ҫакӑ вара метрополи политикине тытса пырас тӗлӗшпе шанчӑк ҫуратнӑ.

1931 ҫулта Вестминстр статучӗпе Британи Пӗрлешӗвне (1946 ҫул хыҫҫӑн — Нацисен Пӗрлешӗвӗ) йӗркелесен, унта кӗнӗ патшалӑхсене пурне те Аслӑ Британи доминионӗсем (колонисемпе пӑхӑнуллӑ территорисемсӗр пуҫсӑр) тесе йышӑннӑ. Анчах 1949 ҫулта Инди патшалӑха ертӳлӗхӗн тӗсӗ пек республика формине йышӑннӑ хыҫҫӑн тата, паллах, Британи монархне патшалӑх пуҫлӑхӗ тесе йышӑнма килӗшмен хыҫҫӑн (Пӗрлешӳре хӑйсен вырӑнне сыхласа хӑварнӑ май) «доминион» терминпа усӑ курма пӑрахнӑ темелле. Аслӑ Британи империн 1948 — 1972 ҫулсенчи юлашки доминионӗ Цейлон пулнӑ. 1972 ҫулта ҫӗршыв ятне Шри-Ланка ҫине улӑштарнӑ хыҫҫӑн вӑл диминион пулма пӑрахнӑ, апла пулин те Нацисен Пӗрлешӗвӗн йышӗнче хӑйен вырӑнне упраса хӑварнӑ. Аслӑ Британин доминионӗсемпе колонийӗсем шутланнӑскерсем, халӗ те Британи монархне патшалӑх пуҫлӑхӗ тесе йышӑнакансем (Канада, Ҫӗнӗ Зеланди тата ыттисем) халӗ те Пӗрлешӳ шутне кӗреҫҫӗ, унӑн пайташӗсем шутланаҫҫӗ, хальхи вӑхӑтра вӗсене Пӗрлешӳ патшалӑхӗсем (акăл. Commonwealth realms) теҫҫӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ ГРАМОТА.РУ — справочно-информационный интернет-портал «Русский язык» | Словари | Проверка слова (выр.). Архивланӑ 2022 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  2. ^ C. M. Wallace. Dictionary of Canadian Biography(акăлч.). — University of Toronto/Université Laval, 1990. — Vol. 12.

Категорисем