Дорофеев Захар Фёдорович
Биографи
1890 çулхи пушăн 24-мĕшĕнче Тамбов кĕпернинчи Салазгорь ялĕнче çуралнă[1].
Пуçламăш пĕлӳ илнĕ хыççăн, 1905 çулта Хусанти вырăс мар халăхсен вĕрентӳçисен семинарине вĕренме кĕнĕ. 1909 çулта пĕлӳ илсен шкулта ачасене вĕрентнĕ.
1912 çулта Захар Дорофеев «Песни и думы народного учителя» кĕнеке пичетрен тухать. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçлансан Дорофеев фронта кайнă та йывăр аманнă.
1920-мĕш çулсемченех Дорофеев вырăсла çырнă. 1925 çулта мăкшă чĕлхипе сăвăсен пĕрремĕш пуххи — «Хамăн юрăсем» — хайланă. Çаплах мăкшă чĕлхине Михаил Лермонтов, Алексей Кольцов, Николай Некрасов, Фёдор Тютчев лирикине куçарнă. Вăл хистенипе Мордвара тата Пенза облаçĕнче наци шкулĕсене тата училищăсене уçнă. Мăкшăлла вĕренекенсем валли темиçе вĕренӳ тата вĕренме пулăшакан меслет кĕнекине («Валда ян» («Çутă çул») ăспуххи, вуламашкăн «Пиже пакся» («Симĕс уй»), СССР историне вĕренмелли кĕнекене) хатĕрлесе каларнă.
1952 çулхи утăн 18-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.
Кĕнекесем
- «Песни и думы народного учителя». — Мускав, 1912
- «Валда ян» Мокшень букварь, 1925
- «Пиже пакся» морафтома кинига, 1928
- «Эрямопингонь тонафтома кит», 1929
- «Пацяяф мяльхть». — Саранск, 1990
Литература
- . — Саранск: Мордов. кн. изд-во. — С. 644. — 840 с. — ISBN 5-7595-1662-0.
Асăрхавсем
- ^ 1, 2 Халĕ — Торбей районĕ, Мордва Республики, РФ.