Егоров Алексей Александрович
Егоров Алексей Александрович (1918 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ, Мускав — 1951 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ, Мускав) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончĕн 2-мĕш сывлăш çарĕн 6-мĕш гварди пĕтерекен авиаци корпусĕн 22-мĕш гварди пĕтерекен авиаци дивизийӗн 212-мĕш гварди пĕтерекен авиаци полкĕн штурманĕ, гварди капитанĕ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс.
1943 ҫултанпа КПСС пайташӗ. ФЗУ шкулӗнче вӗренсе пӗтернӗ. Мускаври автомобиль савутӗнче слесарь пулса ӗҫленӗ. 1939 ҫултанпа Хӗрлӗ Ҫарта.
1941 ҫулта Борисоглебскри вӑрҫӑ-авиаци шкулне вӗҫевҫӗсен уйрӑмӗнче вӗренсе пӗтернӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ фрончӗсенче 1942 ҫулхи августранпа.
2-мӗш сывлӑш ҫарӗн 6-мӗш гварди истребитель авиаци корпусӗн 22-мӗш гварди истребитель авиаци дивизин 212-мӗш гварди истребитель авиаци полкӗн штурманӗ, гварди капитанӗ Егоров 1945 ҫулхи майччен 271 ҫапӑҫу вӗҫевӗ тунӑ, 66 сывлӑш ҫапӑҫӑвӗнче хӑй тӗллӗн 24 тата ушкӑнпа 7 самолёта тӑшманӑн персе ӳкернӗ. 1945 ҫулхи июлӗн 27-мӗшӗнче А. А. Егоровӑна Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ.
1951 ҫулта Сывлӑш-Ҫар Академине вӗренсе пӗтернӗ. Подполковник Егоров истребитель авиаци полкне ертсе пынӑ.
1951 ҫулхи сентябрӗн 25-мӗшӗнче авиаци катастрофинче вилнӗ. Мускавра Ваганьково масарӗнче пытарнӑ.
Хисепӗсем
Ленин орденӗ, виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ, 1 степеньлӗ Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ тата медальсемпе наградӑланӑ.