Егоров Михаил Анисимович

Егоров Михаил Анисимович (1905 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ, Пушкăрт Республикин Шаран районĕ1945 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ, Польша) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче взвод командирӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945)[1][2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончĕн 13-мĕш çарĕн 121-мĕш гварди стрелоксен дивизийӗн 340-мĕш гварди стрелоксен полкĕн автоматчиксен взвочĕн командирĕ, гварди сержанчĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Михаил Анисимович Егоров 1905 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Ӗпхӳ кӗпӗрнин Белебей уесӗнчи Ҫӗнӗ-Михайловка ялӗнче ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ.

Ҫара хӗсмете кайиччен колхозра ӗҫленӗ, кайран Шаран район комитетӗн КПССӑн иккӗмӗш секретарӗ пулнӑ.

КПСС пайташӗ 1938 ҫултанпа.

Совет Ҫарне Шаран район военкомачӗ 1943 ҫулхи ака уйӑхӗнче чӗнсе илнӗ.

1944 ҫулта кӗҫӗн лейтенантсен курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ тата утӑ уйӑхӗнче фронта лекнӗ.

1945 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Одер юханшыва каçнӑ чухне Кёбен ялӗ таврашӗнчи ҫапӑҫура пуҫне хунӑ, Хобеня ялӗнче (Польша) пытарнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗнчи Указӗпе взвода ӑста ертсе пынӑшӑн, командованиӗн ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата унта паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн гварди аслӑ лейтенанчӗ Егоров Михаил Анисимовича вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ.

Паттӑрлӑх

340-мӗш гварди стрелок полкӗн (121-мӗш гварди стрелок дивизийӗ, 13-мӗш ҫар, 1-мӗш Украина фрончӗ) взвод командирӗ гварди аслӑ лейтенанчӗ М. А. Егоров Кёбен ялӗ таврашӗнче Одер юханшыва каçма хутшӑннӑ.

1945 ҫулхи кӑрлачӑн 26—27-мӗшӗсенче хӑйӗн тӗслӗхӗпе салтаксене хавхалантарса вӑл юханшыва каçнӑ пӗрремӗшсенчен пӗри пулнӑ.

Взвод унӑн сулахай ҫыранӗнче плацдарма ярса илнӗ тата ҫав вырӑнта тытса тӑрса ытти подразделенисене ӑнӑҫлӑ каҫма пулӑшнӑ.

Тӑшманӑн атакӗсене хирӗҫ тӑнӑ чухне взвод 30 ытла гитлеровца пӗтернӗ.

М. А. Егоров хӑй тӗллӗн тӑшманӑн 5 салтакне тата 1 офицерне пӗтернӗ.

Гитлеровецсем пирӗн подразделенисен хӑвӑрт тапӑнӑвне чарар тесе темиҫе хут контртакӑва каҫнӑ.

Хисепӗсем

«Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ — Совет Союзӗн Геройӗ (10.04.1945).

Ленин орденӗ.

Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1944).

Астӑвӑм

  • Шаран ялӗнчи урам Паттӑр ячӗпе хисепленет.
  • Шаранри скверта Паттӑрӑн барельефне вырнаҫтарнӑ.
  • Ҫак скверетах асӑну хӑмине уҫнӑ.
  • Базгиево ялӗн шкулӗн музейӗнче Паттӑра асӑнса экспозици йӗркеленӗ.
  • Шаран районӗн историпе таврапӗлӳ музейӗнче те экспозици пур.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Егоров Михаил Анисимович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Егоров Михаил Анисимович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Егоров Михаил Анисимович. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем