Егоров Николай Сергеевич

Егоров Николай Сергеевич (1921 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗ, Мускав1995 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ, Мускав) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче лётчик-ас, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.05.1946)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 2-мĕш Украина фрончĕн 5-мĕш сывлăш çарĕн 3-мĕш гварди пĕтерекен авиаци корпусĕн 13-мĕш гварди пĕтерекен авиаци дивизийӗн 150-мĕш гварди пĕтерекен авиаци полкĕн эскадрилья командирĕ, гварди сержанчĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Николай Егоров 1921 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ, аэроклуба вӗренсе пӗтернӗ. 1940 ҫулта Егорова Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗннӗ. 1942 ҫулта вӑл Черниговри ҫар авиаци шкулӗнче вӗҫевҫӗсен курсне вӗренсе пӗтернӗ.

1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче пулнӑ. Воронеж тата 2-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Курск ҫапӑҫӑвне, Украина ССРне, Румынипе Венгрине ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. 1945 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Будапешт патӗнче унӑн самолӗтне ҫапса ӳкернӗ, вӑл тыткӑна лекнӗ, унта урасӑр тӑрса юлнӑ. Тыткӑнран совет ҫарӗсем ирӗке кӑларнӑ.

Хӑй ыйтнипе Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче хӑварнӑ, Н. Е. Жуковский ячӗллӗ Ҫар-сывлӑш инженер академийӗнче вӗрентекен ӗҫне янӑ. 1945 ҫулхи нарӑс уйӑхне ҫити гварди аслӑ лейтенанчӗ Николай Егоров 2-мӗш Украина фрончӗн 5-мӗш сывлӑш ҫарӗн 3-мӗш гварди истребитель авиакорпусӗн 13-мӗш гварди истребитель авиадивизийӗн 150-мӗш гварди истребитель авиаполкӗн эскадрильине ертсе пынӑ. Ҫав вӑхӑта вӑл 109 ҫапӑҫу вӗҫӗвӗ тунӑ, 22 сывлӑш ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, хӑй тӗллӗн 15 тӑшман самолӗтне персе ӳкернӗ, тата 1-не — ушкӑнпа пӗрле.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1946 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фронтӗнче командованиӗн заданийӗсене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн» гварди аслӑ лейтенанчӗ Николай Егоров Совет Союзӗн Геройӗн ятне тивӗҫнӗ, ӑна Ленин орденӗпе 7518 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль панӑ.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен Егоров Совет Ҫарӗнче хӗсметре юлнӑ. 1954 ҫулта вӑл Жуковский академийӗнче вӗренсе пӗтернӗ, хыҫҫӑн унтах вӗрентме юлнӑ. 1966 ҫулта подполковник званийӗпе Егорова запаса кӑларнӑ. Вӑл Мускав авиаци-технологи институтӗнче тата Мускав граждан авиацийӗн инженерӗсен институтӗнче вӗрентнӗ.

1995 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче вилнӗ, Мускаври Долгопрудный масарӗнче пытарнӑ.

Унсӑр пуҫне ӑна икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, 1-мӗш тата 2-мӗш степеньлӗ Отечественнӑй вӑрҫи орденӗсемпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, нумай медальпе наградӑланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Егоров Николай Сергеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Егоров Николай Сергеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Егоров Николай Сергеевич. Наградной лист. Страницы:1.2.3.4.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
  • Герои огненных лет. Книга 7. М.: Московский рабочий, 1984.
  • Герои Советского Союза и России, полные кавалеры ордена Славы Северного АО г. Москвы. М., 2003.

Каçăсем