Егоров Сергей Владимирович (Совет Союзĕн Паттăрĕ)
Егоров Сергей Владимирович (1917, Вольск[d] — 1944 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ, Польша) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫарӑн аслӑ лейтенанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.01.1944)[1] [2] [3][4]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончĕн 40-мĕш çарĕн 6-мĕш понтон-кĕпер бригадин 134-мĕш уйрăм моторланă понтон-кĕпер батальонĕн понтон ротин командирĕ, аслă лейтенант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Вӑл 1917 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Саратов облаҫӗнчи Вольск хулинче ҫуралнӑ. Вӑтам шкулӑн ҫичӗ класне пӗтерсен, вырӑнти телефон станцийӗнче монтёр пулса ӗҫленӗ. 1938 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. 1941 ҫулта Ленинградри ҫар-инженер училищине вӗренсе пӗтернӗ.
1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Кӑнтӑр-Анӑҫ, Воронеж тата 1-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Воронежа хӳтӗленӗ, Курск ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, Украина ССРӗпе Польшӑна ирӗке кӑларнӑ.
1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне аслӑ лейтенант Сергей Егоров 1-мӗш Украина фрончӗн 40-мӗш ҫарӗн 6-мӗш понтон-кӗпер бригадин 134-мӗш уйрӑм моторизациленӗ понтон-кӗпер батальонӗн понтон ротине ертсе пынӑ.
1943 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче Сергей Егоров ертсе пынӑ рота Украина ССРӗн Киев облаҫӗнчи Ржищев (халӗ Кагарлык) районӗнчи Балыка тата Монастырёк ялӗсем патӗнче Днепра ҫине понтонсене антарнӑ та совет ҫарӗсене каҫарма пуҫланӑ. Сергей Егоров ертсе пынӑ понтон ҫунма пуҫланӑ чухне, аслӑ лейтенант ҫуннине сӳнтернӗ те салтаксене хӗвеланӑҫ ҫыранне ҫитернӗ. Таврӑннӑ чухне тӑшман авиацийӗ тапӑннӑ вӑхӑтра контузи илнӗ, анчах та хӑйӗн ротин ӗҫӗсене ертсе пыма пӑрахман. Ҫав кун иккӗмӗш пайӗнче вӑл пристань тӑвас тата танксене каҫарма паромсем пуҫтарас ӗҫе ертсе пынӑ. 1943 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче авиаци тапӑннӑ чухне пӗр паром пристанӗнчен уйрӑлса юхӑмпа ишсе кайнӑ, вӑл икӗ салтакпа пӗрле ишсе ҫитсе ӑна тавӑрнӑ. Пӗтӗмпе 1943 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 25-мӗшӗччен Сергей Егоровӑн роти Днепр урлӑ икӗ стрелок тата пӗр артиллери дивизийӗ, темиҫе танк бригади тата артиллери полкӗ каҫарнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчи «Совет Союзӗн Геройӗ ятне генералсене, офицерсене, сержантсене тата Хӗрлӗ Ҫарӑн рядовой составне пама» Указӗпе «нимӗҫ-фашист захватчикӗсемпе фронтра ҫапӑҫнӑ чухне командованиӗн ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа геройлӑх кӑтартнӑшӑн» вӑл Совет Союзӗн Геройӗн чаплӑ ятне тивӗҫнӗ, Ленин орденӗпе тата 2473 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗпе наградӑланӑ.
1944 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗнче Сандомир патӗнче Висла урлӑ каҫнӑ чухне пуҫ хунӑ.
Астӑвӑм
Унӑн ячӗпе Вольскра урама ят панӑ.
Хисепӗсем
1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе чысланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Егоров Сергей Владимирович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ Егоров Сергей Владимирович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ Егоров Сергей Владимирович. Наградной лист. Страницы:1.2.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 10 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 19 января (№ 3 (263)). — С. 1