Едемский Александр Корнилович

Едемский Александр Корнилович (1923 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ, Заячевская[d], Вологда кӗпӗрни[d]1971 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ, Мускав) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар командирӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончӗн 6-мĕш çарӗн 62-мĕш инженер-сапёр бригадин 56-мĕш уйрăм инженер-сапёр батальонӗн рота командирĕ, аслă лейтенант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1923 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Вологда кӗпӗрнин Тотьма уесӗнчи Заячевская ялӗнче (халӗ Архангельск облаҫӗн Устья районӗ) ҫуралнӑ. Вырӑс. Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Шангалы ялӗнче (Устья районӗ) иртнӗ, унта 1940 ҫулта шкулӑн 9 классне вӗренсе пӗтернӗ. Кочкурга ялӗнче (Устья районӗ) пуҫламӑш шкулта вӗрентекен пулса ӗҫленӗ.

Ҫарта 1942 ҫулхи кӑрлачранпа. 1943 ҫулта Борисов ҫар-инженери училищинчен (Архангельск хулинче) вӗренсе тухнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ: 1943 ҫулхи ака — 1945 ҫулхи ҫу — взвод командирӗ, 56-мӗш уйрӑм инженер-сапер батальонӗн рота командирӗ.

1944 ҫулхи ҫӗртмеччен Кӑнтӑр-Анӑҫ (1943 ҫулхи юпаран — 3-мӗш Украина) фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. 1943 ҫулхи Донбасс операцийӗ, Никополь-Кривой Рог, Березнеговато-Снигирев тата Одесса тапӑну операцийӗсене хутшӑннӑ. 1943 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнче Изюм плацдармӗнчи ҫапӑҫусенче сулахай аллине ҫӑмӑл амантнӑ. 1944 ҫулхи раштавран 1-мӗш Украина фронтӗнче ҫапӑҫнӑ.

1945 ҫулхи кӑрлач-нарӑсра Сандомир-Силези тата Анат Силези тапӑну операцийӗсене хутшӑннӑ. Бреслау хулинчен (халӗ — Вроцлав хули, Польша) ҫурҫӗр-анӑҫалла тӑшман хӳтлӗхне татса кӗнӗ чухнехи ҫапӑҫусенче уйрӑлса тӑнӑ. 1945 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче Одер юханшывӗн сулахай ҫыранне салтаксемпе техникӑна каҫарма ӑста йӗркеленӗ, ку совет ҫарӗсен пӗтӗм тапӑнӑвне ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшнӑ. Куҫу Леубусдорф пурӑнан вырӑнӗнче (халӗ — Любёнж хули, Вроцлав хулинчен 45 ҫухрӑм ҫурҫӗр-анӑҫалла) пулнӑ. 1945 ҫулхи пуш-ҫу пуҫламӑшӗнче Бреслау хули таврашӗнче хупӑрланӑ тӑшман ушкӑнне пӗтерме хутшӑннӑ.

Ҫапӑҫусенче кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗнчи Указӗпе Александр Корнилович Едемский аслӑ лейтенанта Совет Союзӗн Паттарӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (№ 6523) парса.

1950 ҫулччен инженер ҫарӗсенче (Воронеж тата Мускав вӑрҫӑ тӑрӑхӗсенче) хӗсметре тӑнӑ. 1956 ҫулта Ҫар-инженери академийӗнчен вӗренсе тухнӑ.

1956—1959 — 49-мӗш стрелоксен (мотострелоксен) дивизийӗн инженерӗ, 1959—1965 — 31-мӗш ҫар корпусӗн инженерӗ (Кавказ лешъен ҫар тӑрӑхӗнче). 1967 ҫулта Генштабӑн Ҫар академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 8-мӗш гварди ҫарӗн (Германири Совет ҫарӗсен ушкӑнӗнче) инженер ҫарӗсен пуҫлӑхӗ пулнӑ.

1971 ҫулхи ҫурларан — Ҫар-инженери академийӗн инженер ҫарӗсен тактикипе ҫапӑҫупа операцие инженер тивӗҫтерсе тӑнин кафедрин аслӑ преподавателӗ. Мускавра пурӑннӑ.

1971 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче вилнӗ. Мускавра пытарнӑ.

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945);
  • Ленин орденӗ (10.04.1945);
  • Александр Невский орденӗ (15.09.1944);
  • Ӗҫлех Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
  • Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (18.02.1944);
  • «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль;
  • медальсем.

Астӑвӑм

Унӑн ячӗпе Архангельск облаҫӗн Устья районӗнчи Шангалы ялӗнче тата Нагорская ялӗнче урамсене ят панӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Едемский Александр Корнилович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Едемский Александр Корнилович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Едемский Александр Корнилович. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем