Едунов Иван Григорьевич

Едунов Иван Григорьевич (1924 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ, Дады[d], Чӗмпӗр кӗпӗрни1988 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ, Тула) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар разведчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (17.10.1943)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Вăта фронтăн 60-мĕш çарӗн 75-мĕш гварди стрелоксен дивизийӗн 212-мĕш гварди стрелоксен полкĕн çуран разведка взвочĕн разведчикĕ, гварди хӗрлӗармеецĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1924 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Дады ялӗнче (халӗ — Мордва Республикинче) ҫуралнӑ. Шкулта 9 класс тата Владивосток хулинчи ФЗУ шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Слесарь пулса ӗҫленӗ. 1942 ҫултанпа Хӗрлӗ Ҫарта.

1943 ҫулхи ака уйӑхӗнче красноармеец Едунов 212-мӗш гварди стрелоксен полкӗн ҫуран разведкин взвочӗн разведчикӗ пулса тӑнӑ.

Гварди хӗрлӗармеецӗ Едунов И. Г. 1943 ҫулхи кӗркунне Днепр юханшывне Киевран ҫурҫӗрелле каҫнӑ чухне, Днепрӑн сылтӑм ҫыранӗнчи Глебовка тата Ясногородка ялӗсен (Киев облаҫӗн Вышгород районӗ) таврашӗнче плацдарма ярса илме тата тытса тӑма пулӑшнӑ ҫапӑҫусенче палӑрнӑ.

Гварди лейтенанчӗ Поляков В. Ф. ертсе пынӑ разведвзвод шутӗнче вӑл хӑюллӑ, ҫирӗп тата хастар ӗҫленӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнчи Указӗпе Днепр юханшывне Киевран ҫурҫӗрелле ӑнӑҫлӑ каҫнӑ, юханшывӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче плацдарма ҫирӗп тытса тӑнӑ тата ҫакӑн чухне мужество тата геройлӑх кӑтартнӑшӑн гварди красноармеецӗ Едунов Иван Григорьевичӗн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ парса чысланӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫар хӗсметне малалла тӑснӑ. 1946 ҫулта Тулӑри ҫарпа техника вӗренӳ училищине (кайранхи ячӗ — Тула артиллери инженер институчӗ, 2010 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче салатнӑ) вӗренсе пӗтернӗ. 1955 ҫултанпа гварди майорӗ Едунов И. Г. запасра.

Тулӑра пурӑннӑ та ӗҫленӗ. 1988 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче вилнӗ.

Хисепӗсем

  • «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ № 1555 (Совет Союзӗн Паттӑрӗ, 1943 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ);
  • Ленин орденӗ;
  • I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ;
  • медальсем.

Астӑвӑм

  • Тула хулинче Промышленный проездри Паттӑр пурӑннӑ 22-мӗш ҫуртра астӑвӑм хӑми вырнаҫтарнӑ.
  • Е. Г. Едунов ячӗпе Тула хулинчи урамсенчен пӗрне чысланӑ.
  • Унӑн ячӗ Тула хулинчи Ленин проспектӗнчи туляксем-паттӑрсем скверӗнчи стела ҫинче ҫырнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Едунов Иван Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Едунов Иван Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Едунов Иван Григорьевич. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем