Ежков Фёдор Андреевич

Ежков Фёдор Андреевич (1921 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ, Невежкино[d], Пенза кĕперни1981 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ, Невежкино[d], Пенза облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар лейтенанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (28.04.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 2-мĕш Украина фрончӗн 27-мĕш çарӗн 202-мĕш стрелоксен дивизийӗн 645-мĕш стрелоксен полкĕн батальон парторгĕ, лейтенант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Фёдор Ежков 1921 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Невежкино ялӗнче (халӗ — Пенза облаҫӗн Белински районӗ) ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ.

1940 ҫулта ӑна Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗннӗ. 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче пулнӑ. Политсоставӑн хӑвӑрт вӗренӳ курсӗсене пӗтернӗ. Вӑл Карели, Ҫурҫӗр-Анӑҫ, Вӑтам, 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Ҫапӑҫусенче икӗ хут аманнӑ.

1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ тӗлне лейтенант Фёдор Ежков 2-мӗш Украина фрончӗн 27-мӗш ҫарӗн 202-мӗш стрелок дивизин 645-мӗш стрелок полкӗн батальонӗн парторгӗ пулнӑ.

Вӑл Чехословакине ирӗке кӑларнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнчен 18-мӗшӗччен Пинцина, Грабово, Турички тата Цинобаня ялӗсем таврашӗнчи ҫапӑҫусенче Ежков яланах малти ретсенче пулнӑ, салтаксене хӑй хыҫҫӑн илсе пынӑ. 18-мӗшӗнче вӑл ҫапӑҫура тухса ӳкнӗ икӗ ротӑн командирӗсене хӑйӗнпе ылмаштарнӑ та вӗсен ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ. Ҫав ҫапӑҫусенче батальон тӑшманӑн 153 салтакӗпе офицерне тыткӑна илнӗ, 9 105-миллиметрлӑ тупӑпа нумай хӗҫ-пӑшал ярса илнӗ. Тӑшман ҫарӗсем темиҫе хут тапӑнса кӗнӗ, анчах Ежков ертсе пынипе вӗсене пурне те ӑнӑҫлӑ хирӗҫ тӑнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 28-мӗшӗнчи Указӗпе «Анӑҫ-Карпат операцийӗнче ҫапӑҫу задачисене ӑста пурнӑҫланӑшӑн, паттӑрлӑхпа хӑюлах кӑтартнӑшӑн» Фёдор Ежков лейтенанта Совет Союзӗн Паттарӗн ятне панӑ, ӑна Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ парса чысланӑ.

1946 ҫулта аслӑ лейтенант званийӗпе Ежкова запаса кӑларнӑ. Вӑл Невежкинона таврӑннӑ, совхозра ӗҫленӗ.

1981 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче вилнӗ.

Ежков ячӗпе Невежкинора урам хисепленет, Белинскире унӑн бюсчӗ пур.

Ӑна тата 2-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, темиҫе медальпе чысланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ежков Фёдор Андреевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Ежков Фёдор Андреевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Ежков Фёдор Андреевич. Наградной лист. Страницы:1.2.3.4.

Каçăсем