Ежов Евгений Михайлович
Ежов Евгений Михайлович (1918 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ, Пермь — 1989 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ, Мускав) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (26.10.1944)[1] [2] [3]. Указ дати - 26.10.1944. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 2-мĕш Беларуç фрончӗн 4-мĕш сывлăш çарӗн 230-мĕш штурмлакан авиаци дивизийӗн 43-мĕш гварди штурмлакан авиаци полкӗн эскадрилья командирĕн çумĕ, гварди сержанчĕ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Евгений Ежов 1918 ҫулхи юпан 29-мӗшӗнче Пермь хулинче ҫуралнӑ. Вӑл вӑтам пӗлӳ илнӗ. 1937 ҫулта Ежова Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. 1941 ҫулта Чкалов ҫар авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче пулнӑ. Вӑл «Ил-2» самолётпа вӗҫнӗ, Кӑнтӑр, Ҫурҫӗр-Кавказ, Кавказ Леш енчи, 4-мӗш Украина, 2-мӗш Белорусси фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Кавказшӑн ҫапӑҫура, Ҫурҫӗр-Кавказ тапӑну операцийӗнче, Краснодар крайне ирӗке кӑларнӑ чухне, «Сенкер йӗр» татса кӗнӗ чухне, Крыма ирӗке кӑларнӑ чухне хутшӑннӑ. Пӗрре аманнӑ та икӗ хут контузиленнӗ.
1944 ҫулхи ҫу уйӑхӗ тӗлне гварди аслӑ лейтенанчӗ Евгений Ежов 2-мӗш Беларуҫ фрончӗн 4-мӗш сывлӑш ҫарӗн 230-мӗш штурмлакан авиадивизин 43-мӗш гварди штурмлакан авиаполкӗн эскадрилья командирӗн ҫумӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑта ҫити вӑл тӑшманӑн ҫын тата ҫар техники пухӑннӑ вырӑнӗсене штурмлама 110 хут вӗҫсе кайнӑ, тӑшмана пысӑк сиен кӳнӗ. Унсӑр пуҫне вӑл аэродромсенче 16 нимӗҫ самолётне тӗп тунӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнчи Указӗпе «тӑшмана штурмласа ҫапнӑ чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн, 110 ҫитӗнӳллӗ ҫапӑҫу вӗҫӗвӗсем тунӑшӑн» гварди аслӑ лейтенантне Евгений Ежова Ленин орденӗпе тата 4847 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса Совет Союзӗн Паттарӗн ятне панӑ.
Вӑл Беларуҫ ССР-не, Польшӑна ирӗке кӑларнӑ чухне, Тухӑҫ Пруссири ҫапӑҫусенче хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе вӑрҫӑра вӑл 209 хут ҫапӑҫу вӗҫӗвӗ тунӑ. 1946 ҫулта капитан званийӗпе запаса тухнӑ.
1949 ҫулта Пермь университечӗн юридици факультетне вӗренме кӗнӗ, 1952 ҫулччен экстерн вӗреннӗ, кайран, сывалнӑ хыҫҫӑн, 1959 ҫулта куҫӑн мар уйрӑма куҫнӑ, ӑна 1962 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ.
1951 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 1953 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен — СССР Шалти ӗҫсен министерствин «Молотовстрой» предприятийӗн кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗ.
1953 ҫултан — Ленин район промкомбиначӗн директорӗ.
Каярах Мускавра пурӑннӑ, «Обувьторг» базинче ӗҫленӗ.
1989 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗнче вилнӗ, Мускаври Измайлово ҫӑвинче пытарнӑ.
Ҫавӑн пекех ана икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, Александр Невский орденӗпе, 1-мӗш тата 2-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗсемпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, нумай медальпе чысланӑ.
Астӑвӑм
- Пермь хулинче Ежов Е. М. ячӗллӗ урам пур (2021).
- Паттӑрӑн ячӗ «Совет Союзӗн Паттӑрӗсене стела» монументлӑ ӳнер объекчӗ ҫине ҫырнӑ (Екатерининская урам, 162).
- «Пермь таврапӗлӳ музейӗ» патшалӑх бюджетлӑ культура учрежденийӗнче Шорина Э. Н. кӳлепеҫӗн «Совет Союзӗн Паттӑрӗ Евгений Михайлович Ежов» скульптури (барельеф) упранать.
- Уральская урамӗнчи 67-мӗш ҫуртра «Ку шкулта Совет Союзӗн Паттӑрӗсем Гашков Алексей Вениаминович, Ежов Евгений Михайлович, Рассохин Леонид Васильевич вӗреннӗ» тесе ҫырнӑ асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
- Паттӑрӑн ятне регион шайӗнчи культура еткерлӗх объекчӗн — «Гарнизон офицерӗсен ҫурчӗн» (Сибирская урамӗ, 59) — фасачӗ ҫинче ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетнӗ.
- 47-мӗш вӑтам шкулӑн ҫар музейӗнче асӑну хӑми уҫнӑ (2010).
- Пермь таврапӗлӳ музейӗнче Паттӑрӑн харпӑр фондне йӗркеленӗ.
- Пермь таврапӗлӳ музейӗнче тата 47-мӗш вӑтам шкулӑн ҫар музейӗнче Паттӑра халалланӑ экспозицисем пур.
- Вӑл Пермь юханшыв училищин Хисеплӗ курсанчӗ шутланать.
Ӑнлантарусем
- ^ Ежов Евгений Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ Ежов Евгений Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ Ежов Евгений Михайлович. Наградной лист. Страницы:1.2.3.