Ежов Константин Андреевич

Ежов Константин Андреевич (1917 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ [16-мӗшӗ], Красная Река[d], Самар кĕперни1993 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ, Санкт-Петербург) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар офицерӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (13.09.1944)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 2-мĕш Украина фрончӗн 40-мĕш çарӗн 133-мĕш стрелоксен дивизийӗн 681-мĕш стрелоксен полкĕн командирĕн политика пайĕпе ӗҫлекен çумĕ, майор.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Константин Ежов Красная Река ялĕнче çуралнă (халĕ — Чĕмпĕр облаçĕ).

1934—1936 çулсенче Ĕçтеш-Хресчен Хĕрлĕ Çарĕнче хĕсметре тăнă.

1938 çулта Чĕмпĕр педагогика институтĕнче вĕренсе тухнă, кайран тулли мар вăтам шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ.

1939 çулта Ежова каллех çара чĕннĕ.

1940 çулта кĕçĕн политруксен курсĕсене пĕтернĕ.

1941 çулта ВКП(б) йышне кĕнĕ.

1941 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче.

Аслă политрук чинĕпе вăрçнă, 449-мĕш стрелок полкĕн 2-мĕш батальонĕн вăрçă комиссарĕ пулнă (144-мĕш стрелок дивизийĕ); 1944 çулхи ака уйăхне çити майор Константин Ежов 681-мĕш стрелок полкĕн политика пайĕпе командирĕн çумĕ пулнă (133-мĕш стрелок дивизийĕ, 40-мĕш çар, 2-мĕш Украина фрончĕ). Украина ССРĕн Черновцы облаçне ирĕке кăларнă чухне уйрăмах палăрнă.

1944 çулхи акан 4-мĕшĕнче Кишла-Неджимова ялĕшĕн (халĕ — Кельменец районĕнчи Оселевка) çапăçура Ежов автоматчиксен ушкăнĕн пуçĕнче тăшмана каялла каймалли çулсене каснă, вăл тăшманăн темиçе теçетке салтакне тата офицерне пĕтернĕ, тата 140 çынна тыткăна илнĕ.

СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1944 çулхи авăнăн 13-мĕшĕнчи Указĕпе «нимĕç оккупанчĕсемпе фронтра çапăçнă чухне командованиĕн çапăçу задачисене тĕслĕхле пурнăçланăшăн тата çакăн чухне кăтартнă хастарлăхпа героизмшăн» майор Константин Ежова Ленин орденĕпе тата 2280 номерлĕ «Ылтăн Çăлтăр» медальпе Совет Союзĕн Геройĕн аслă ятне тивĕçтернĕ.

Вăрçă вĕçленсен Ежов Совет Çарĕнче хĕсметре тăма малалла тăснă.

1946 çулта вăл офицер составне ӳстермелли курсене пĕтернĕ.

1955 çулта подполковник чинĕпе Ежова запаса кăларнă.

Ленинградра пурăннă.

1993 çулхи авăнăн 28-мĕшĕнче вилнĕ, Санкт-Петербургра пытарнă.

Хисепӗсем

  • икĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ (9.7.1942, 6.6.1944),
  • Совет Союзĕн Геройĕ («Ылтăн Çăлтăр» медаль № 2280 тата Ленин орденĕ; 13.9.1944)
  • 1-мĕш степеньлĕ Тăван Çĕршыв вăрçин орденĕ,
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ,
  • медальсем, çав шутра:
  • «Çапăçури çитĕнӳсемшĕн» (24.9.1942),
  • «Германие çĕнтернĕшĕн» (9.5.1945)

Аставӑм

Ежовăн бюстне Кивĕ Майна посёлокӗнче лартнă.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ежов Константин Андреевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Ежов Константин Андреевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Ежов Константин Андреевич. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем