Ежов Николай Герасимович
Ежов Николай Герасимович (1922 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗ, Ядгарово, Кугарча районĕ — 1945 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ, Польша) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче тупӑ командирӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (29.06.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 3-мĕш Беларуç фрончӗн 2-мĕш гварди çарӗн 154-мĕш стрелоксен дивизийӗн 571-мĕш артиллери полкӗн тупӑ командирĕ, сержант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Николай Ежов 1922 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Ядгарово ялӗнче (халӗ — Пушкӑртстанӑн Кугарчин районӗ) ҫуралнӑ.
Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ, кайран Чкалов облаҫӗнчи Медногорскри пӑхӑр-кӳкӗрт комбинатӗнче электрик пулса ӗҫленӗ.
1941 ҫулта Ежова Хӗрлӗ Ҫар ретне хӗсмете чӗннӗ. Ҫав ҫултах вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсене лекнӗ. 1945 ҫулхи март тӗлне сержант Николай Ежов 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 2-мӗш гварди ҫарӗн 154-мӗш стрелок дивизин 571-мӗш артиллери полкӗн туппине ертсе пынӑ. Вӑл Польшӑна ирӗке кӑларнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ.
1945 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче Тифен-Зее кӳлли таврашӗнче, Бранево хулинчен 30 ҫухрӑм тухӑҫалла, ҫапӑҫусем пынӑ чухне Ежов туппӑна кӑларнӑ та тӑшмана ҫине пеме пуҫланӑ, ҫакӑнта вӑл тӑшманӑн опорлӑ пунктне, 5 пулемӗта, 20 яхӑн салтакпа офицера тӗп тунӑ.
Тӑшман хирӗҫле тапӑнусене пуҫланӑ чухне Ежовӑн расчёчӗ ҫине ӳкнӗ. Тӑваттӑмӗш хирӗҫле тапӑнура Ежов ураран йывӑр аманнӑ, анчах та вӑл пеме пӑрахман, аманнӑ наводчика ылмаштарнӑ. Улттӑмӗш хирӗҫле тапӑнура Ежова вӗлернӗ. Ӑна Браневора пытарнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнчи Указӗпе «командованиӗн ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн» сержант Николай Ежова вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (29.06.1945).
- Ленин орденӗ (29.06.1945).
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (28.07.1944).
- 2-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗ (16.01.1945).
- 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗ (1944).
- «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль (15.09.1943).
- «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль (28.12.1943).
Астӑвӑм
- Ежов ячӗпе Медногорскра урам ятне панӑ, ҫак урамри ҫурт ҫинче асӑну хӑми ҫакнӑ.
- Оренбург облаҫӗн Кувандык районӗнчи Ибрагимово ялӗнчи вӑтам шкулта тата Медногорскри пӑхӑр-кӳкӗрт комбиначӗн тӗп проходнӑйӗ патӗнче Паттарӑн бюсчӗсене лартнӑ.
- Н. Г. Ежовӑн юлашки ӗҫ вырӑнӗнче — Медногорскри пӑхӑр-кӳкӗрт комбиначӗн электроцехӗн ҫурчӗ ҫине — асӑну хӑми ҫакнӑ.
- Н. Г. Ежовӑн портречӗллӗ гранит ҫӑлтӑрне 2018 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Оренбург облаҫӗнчи Медногорск хулин Паттӑрсен аллейинче лартнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Ежов Николай Герасимович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ Ежов Николай Герасимович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ Ежов Николай Герасимович. Наградной лист. Страницы:1.2.3.