Екимов Василий Григорьевич

Екимов Василий Григорьевич (1924 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ, Пермь, Урал облаçĕ (РСФСР)1985 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар сержанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1] [2] [3].Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 2-мĕш Украина фрончĕн 23-мĕш танк корпусĕн 3-мĕш танк бригадин танкăн механик-водителĕ, сержант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Василий Екимов 1924 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шпальный посёлокӗнче (халӗ Пермь шутӗнче) ҫуралнӑ.

Пермьри 35-мӗш шкулта вӗреннӗ. 1940 ҫултанпа Дзержинский ячӗллӗ заводра токарь вӗренекенӗ тата слесарь пулса ӗҫленӗ. 1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе ҫара кайнӑ. Тӗменре танкиста вӗреннӗ. 1944 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче пулнӑ, 2-мӗш Украина фрончӗн 23-мӗш танк корпусӗн 3-мӗш танк бригадин танк механикӗ-водителӗ пулнӑ.

Румыние ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ. 1944 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче Меркуря-Чук хулишӗн ҫапӑҫнӑ чухне Екимов тӑшманӑн вӑтӑр салтакӗпе офицерне, виҫӗ танка хирӗҫ туппине, тӑватӑ пулемӗта аркатнӑ. Ҫапӑҫура Екимов аманнӑ, анчах та ҫапӑҫма малалла тӑрӑшнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи указӗпе сержант Василий Екимова Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне панӑ.

1947 ҫулта Екимова демобилизациленӗ. Украинӑн Житомир облаҫӗнчи Коростень хулинче пурӑннӑ, ҫул машинисем тӑвакан заводра ӗҫленӗ.

1985 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче вилнӗ.

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ («Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль, 24.03.1945);
  • Ленин орденӗ (24.03.1945);
  • Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин I степеньлӗ орденӗ;
  • медальсем.

Астӑвӑм

  • Паттӑрӑн ятне «Совет Союзӗн Паттӑрӗсене стела» монументлӑ ӳнер объектӗнче (Екатерининская урамӗ, 162) ҫырса хунӑ.
  • Регион шайӗнчи культура еткерлӗхӗн объекчӗ шутланакан «Гарнизон офицерӗсен ҫурчӗ» палӑкӗн (Сибирская урамӗ, 59) ҫурчӗ синче Паттӑрӑн ячӗ пур.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Екимов Василий Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Екимов Василий Григорьевич.
  3. ^ Екимов Василий Григорьевич. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем