Елисов Павел Александрович
Елисов Павел Александрович (1923 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ, Кинель Черкас — 1987 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ, Мускав) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар лейтенанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 4-мĕш Украина фрончӗн 51-мĕш çарӗн 77-мĕш стрелоксен дивизийӗн 105-мĕш стрелоксен полкӗн автоматчиксен взвочĕн командирĕ, лейтенант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Павел Елисов 1923 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Кинель-Черкассы ялӗнче (халӗ Самар облаҫӗ) ҫуралнӑ. Вӑл шкулӑн саккӑрмӗш класне пӗтернӗ, педагогика училищинче вӗреннӗ. 1942 ҫулхи мартра Елисова Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ Армине хӗсмете чӗннӗ. 1942 ҫулта вӑл Куйбышеври ҫар пехота училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1944 ҫулхи февральтен вӑл Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ фрончӗсенче пулнӑ. Вӑл 4-мӗш Украина, 1-мӗш тата 2-мӗш Балти фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Икӗ хутчен аманнӑ. 1944 ҫулхи май тӗлне лейтенант Павел Елисов 4-мӗш Украина фрончӗн 51-мӗш армийӗн 77-мӗш стрелок дивизин 105-мӗш стрелок полкӗн автоматчиксен взвочӗпе ертсе пынӑ. Вӑл Севастополе ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ.
1944 ҫулхи майӑн 7-мӗшӗнче Елисов салтаксен ушкӑнӗпе Сапун-ҫинче тӑшман тылне кӗрсе пулемӗта тата икӗ миномета аркатнӑ. Вӗсем ярса илнӗ вырӑнсене ҫирӗпленсе виҫӗ нимӗҫ контратакине сирсе янӑ тата пулӑшу ҫитнӗчченех тытса тӑнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи мартӑн 24-мӗшӗнчи Указӗпе «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фрончӗнче командовани ҫапӑҫу заданийӗсене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» лейтенант Павел Елисова Совет Союзӗн Геройӗн ҫӳллӗ ятне панӑ. Унӑн Ленин орденӗпе 7317 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ пулнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Елисов Совет Армийӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1965 ҫулта подполковник званийӗпе вӑл запаса тухнӑ, 1975 ҫулта унӑн запаса полковник званийӗ пулнӑ. Вӑл Мускавра пурӑннӑ, Мускав ҫар округӗн интендант управленийӗнче ӗҫленӗ. СССР Ӑслӑлӑх Академийӗн Геологи институтӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 1987 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче вилнӗ, Мускаври Кунцево ҫавинче пытарнӑ.
Хисепӗсем
Унӑн 1-мӗш степеньлӗ Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ тата нумай медаль пулнӑ.
Астӑвӑм
- Герой ятне Кинель-Черкассы ялӗнчи 1-мӗш вӑтам шкула (унта вӑл вӗреннӗ) тата Новокуйбышевск хулинчи 6-мӗш вӑтам шкула панӑ.
- Севастополь хулин Нахимов районӗнче Герой ячӗпе урама ят панӑ.
- Кинель-Черкассы ялӗнчи 1-мӗш вӑтам шкулта 2017 ҫулхи майӑн 6-мӗшӗнче Геройӑн бюстне лартнӑ.
- Кинель-Черкассы шкулӗн ҫурчӗ ҫинче 2010 ҫулта асӑну хӑмине ҫирӗплетнӗ.
- Кинель-Черкассы ялӗнчи Мухтав лапамӗнче хура гранитран Совет Союзӗн Геройӗсене палӑк лартнӑ.
- Самарӑри Мухтав лапамӗнче «Хурлӑхлӑ Анне-Тӑван Ҫӗршыв» горельефне (ӗмӗрлӗх ҫулӑмпа) лартнӑ, унта Совет Союзӗн Геройӗсен ячӗсемпе асӑну плитисем те пур.
- Кинель-Черкассы ялӗнчи 1-мӗш вӑтам шкулта шкул истори музейӗнче Героя халалланӑ стенд пур.
- Район хаҫачӗсенче Совет Союзӗн Геройӗ П. А. Елисов ҫинчен статьясем пичетленеҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Елисов Павел Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ Елисов Павел Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ Елисов Павел Александрович. Наградной лист. Страницы:1.2.