Еманов Алексей Иванович

Еманов Алексей Иванович (1924 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ, Энтрел, Сарăту кĕперни2003 ҫулхи акан 17-мӗшӗ, Энтрел, Пенза облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар сержанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945)[1] [2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончӗн 13-мĕш çарӗн 3-мĕш понтон-кĕпер бригадин 8-мĕш уйрăм понтон-кĕпер батальонӗн отделени командирĕ, сержант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Алексей Еманов 1924 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗнчи Энтрел ялӗнче ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ, кайран колхозра ӗҫленӗ. 1942 ҫулхи юпара ӑна Хӗрлӗ Ҫара хĕсмете чӗннӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин фронтне янӑ. 1945 ҫулхи кӑрлач тӗлне Алексей Еманов сержант 1-мĕш Украина фрончӗн 13-мĕш çарӗн 3-мĕш понтон-кĕпер бригадин 8-мĕш уйрăм понтон-кĕпер батальонӗн отделенине ертсе пынӑ. Вӑл Одер юханшывне каҫнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ.

1945 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче, тӑшманӑн вӑйлӑ ҫулӑмне пӑхмасӑр, Еманов Одер урлӑ икӗ стрелоксен батальонне пӗтӗм хӗҫ-пӑшалпа лайӑх куҫарнӑ. Ун нумай хутчен пӑрлӑ шыва сикме тивнӗ, ҫапах понтона ҫыран патне ҫитернӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗнчи указӗпе Алексей Еманов сержанта Совет Союзӗн ятне панӑ, ӑна Ленин орденне тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне парса чысланӑ.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен Еманова демобилизациленӗ. Вӑл Ташкентра пурӑннӑ, Ташкент ҫурт тӑвакан комбиначӗн цех бригадирӗ пулса ӗҫленӗ.

Унсӑр пуҫне ӑна Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн 1-мӗш степенӗпе тата темиҫе медальпе, ҫав шутра икӗ «Хӑюлӑхшӑн» медальпе, чысланӑ.

1990-мӗш ҫулсенче вӑл хӑйӗн тӑван ялне — Энтреле — таврӑннӑ. 2003 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче вилнӗ. Ял масарӗнче пытарнӑ.

Астӑвӑм

  • Паттӑрӑн бюстне Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ салинче лартнӑ;
  • Пензӑра унӑн ятне «Паттӑрсене — Мухтав» монуменчӗн Хисеп хӑмин ҫине ҫырнӑ;
  • Энтрел салинчи ял канашӗн администрацийӗн ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми ҫакнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Еманов Алексей Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Еманов Алексей Иванович.
  3. ^ Еманов Алексей Иванович. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем