Емелин Владимир Николаевич

Емелин Владимир Николаевич (1913 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ, Рыбинск[d], Ярославль кӗпӗрни[d]1997 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ, Мускав) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар офицерӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (29.10.1943)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Воронеж фрончӗн 38-мĕш çарĕн 240-мĕш стрелоксен дивизийӗн 836-мĕш стрелоксен полкĕн командирĕ, майор.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Владимир Николаевич Емелин 1913 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗнче (15-мӗшӗнче) Рыбинскра (халӗ Ярославль облаҫӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл ҫичӗ класс пӗтернӗ, кайран 1928 ҫулта ФЗУна (халӗ — Рыбинскри 4-мӗш професси училищи) вӗренме кӗнӗ. 1932 ҫулта вӑл ӑна тимӗрҫӗ специальноҫӗпе вӗренсе пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн полиграфи машинисен заводӗнче аслӑ мастер пулса ӗҫленӗ.

1935 ҫулта Владимир Николаевич Емелина РККА ретне чӗнсе илнӗ. 1939 ҫулта вӑл ВКП(б) ретне кӗнӗ. 1942 ҫулта В. И. Ленин ячӗллӗ Ҫарпа политика академине вӗренсе пӗтернӗ.

1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 836-мӗш стрелоксен полкӗн (240-мӗш стрелоксен дивизийӗ, 38-мӗш ҫар, Воронеж фрончӗ) командирӗ, 1943 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнче Днепра каҫассине тата плацдармра тӑшманӑн контратакисене сирсе ярассине ӑста йӗркеленӗ.

1943 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнче Емелин ертсе пыракан полк тӑшман гарнизонне пӗтерсе Лютеж ялне (Вышгород районӗ, Киев облаҫӗ, Украина) ирӗке кӑларнӑ, кайран ярса илнӗ позицисене тытса тӑнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 29-мӗшӗнчи указӗпе стрелоксен полкне ӑста ертсе пынӑшӑн, фронтра нимӗҫ-фашист оккупанчӗсемпе кӗрешӳре командованин ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Владимир Николаевич Емелин майора Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (№ 1862) парса чысланӑ.

1949 ҫулта Емелин Тӗп штабӑн Ҫар академине вӗренсе пӗтернӗ. 1975 ҫулта генерал-майор Владимир Николаевич Емелин отставкӑна тухнӑ.

Мускавра пурӑннӑ тата ӗҫленӗ. 1997 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вилнӗ. Востряково ҫӑвинче пытарнӑ (24-мӗш участок).

Хисепӗсем

  • «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ;
  • Ленин орденӗ;
  • виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
  • Богдан Хмельницкий орденӗ, 2 степень;
  • Суворов орденӗ, 3 степень;
  • Александр Невский орденӗ;
  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ, 1 степень;
  • Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
  • медальсем.

Астӑвӑм

Герой ятне Рыбинскри Мухтав аллейинчи палӑк ҫине ҫырса хунӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Емелин Владимир Николаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Емелин Владимир Николаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ Емелин Владимир Николаевич. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем