Енжиевский Андрей Андреевич
Енжиевский Андрей Андреевич (1908 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ, Ставрополь Ен — 1991 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ, Краснодар Ен) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Сар артиллерисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (01.11.1943)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Кăнтăр фронтӑн 51-мĕш çарĕн 8-мĕш танксене пĕтерекен артиллери бригадин 492-мĕш танксене пĕтерекен артиллери полкӗн тупӑ тĕллекенĕ, кĕçĕн сержант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1908 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — 26-мӗшӗнче) Водораздел хуторӗнче (халӗ — Ставрополь Енӗн Андропов районӗнчи ял) ҫуралнӑ. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ, хыҫҫӑн Ҫурҫӗр-Кавказ чукун ҫулӗнче ҫул ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ.
1943 ҫулхи ака уйӑхӗнче Хӗрлӗ Çара хӗсмете чӗннӗ. Ҫав ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Кӑнтӑр, 4-мӗш Украина тата 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.
1943 ҫулхи юпа уйӑхӗччен кӗҫӗн сержант Андрей Енжиевский Кӑнтӑр фронтӑн 51-мӗш ҫарӗн 492-мӗш истребитель-противотанк артиллери бригадин туппин наводчикӗ пулнӑ. Мелитополь операцийӗ вӑхӑтӗнче палӑрнӑ. 1943 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче, тупӑ командирӗ вилсен, Енжиевский ун вырӑнне хӑй тӑнӑ та иккӗмӗш номерпе пӗрле икӗ нимӗҫ танкне персе лектернӗ, ытти машинасене каялла таврӑнма хистенӗ. Персе лектернӗ танксенчен пӗри малалла пеме тӑнӑ, Енжиевскийӗн туппине тӗп тунӑ. Енжиевский танка патне ҫывхарса ӑна ҫунакан хутӑшлӑ кӗленчепе вут хыптарнӑ, кайран унӑн экипажне автоматпа персе тӗпленӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнчи указӗпе Андрей Енжиевский кӗҫӗн сержанта Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ, Ленин орденӗпе тата 2811 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ.
Малалла Брестра кӗҫӗн лейтенантсен курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ. Хӑйӗн полкӗпе Берлина штурмлассине хутшӑннӑ.
1946 ҫулта Енжиевские запаса кӑларнӑ. Карачай-Черкес АО-н Уруп районӗнчи Преградная станицинче пурӑннӑ, иккӗмӗш склад заведующийӗ пулса ӗҫленӗ, каярах Краснодар Енӗн Анапа районӗнчи Витязево ялне куҫса кайнӑ.
1991 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче вилнӗ, Витязево ялӗнче пытарнӑ.
Александр Невский тата 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗсемпе, темиҫе медальпе чысланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Енжиевский Андрей Андреевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
- ^ Енжиевский Андрей Андреевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
- ^ Енжиевский Андрей Андреевич. Наградной лист. Страницы:1.2.