Енӗш Нӑрваш шкулӗ

Енӗш Нӑрваш шкулӗ — Чӑваш Республикин Тӑвай муниципаллӑ округӗнче вырнаҫнӑ вӑтам шкул.

Шкул адресӗ: Чӑваш Республики, Тӑвай районӗ, Енӗш Нӑрваш, Шкул урамӗ, 14-мӗш ҫурт.

Шкул директорӗ: Илларионова Раиса Николаевна.

Историйӗ

1871 ҫулхи юпан 2-мӗшӗнче Енӗш Нӑрваш ялӗнче виҫӗ ҫул вӗрентекен чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. Вӑл йывӑр ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ. Пӳрт хуҫи Медведев Павел пулнӑ, шкул унӑн ҫуртне тара илнӗшӗн ҫулталӑкне 25 тенкӗ тӳленӗ. Пӗрремӗш вӗренсе тухакансем шкула 1871–1872 вӗренӳ ҫулӗнче пӗтернӗ. Ун чухне пурӗ 25 арҫын ача вӗренсе тухнӑ. 1882 ҫулччен шкулта хӗрачасем вӗренмен. 1874 ҫулта шкултан тӗрлӗ ялсенчи 7 ача вӗренсе тухнӑ, вӗсене Торопков Б.К. вӗрентнӗ пулнӑ[1].

1884 ҫулта шкула тытса тӑрассине Халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн министерстви хӑй ҫине илнӗ. Ҫав ҫулах ачасене вӗрентме кунта Тимофеев М.Т. янӑ, каярахпа вӑл экстерн мелӗпе Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ[2].

1879 ҫулта шкула пӗрремӗш хут Иван Яковлевич Яковлев пырса кайнӑ. Юпан 12-мӗшӗнче ял халӑхӗ пуҫтарӑннӑ пухура ял таврашӗнчи пӗр теҫеттин ҫӗре шкул туса лартас тӗллевпе уйӑрмашкӑн пулӑшма шантарнӑ. Чылай ҫул хушши чупса ҫӳренӗ хыҫҫӑн Иван Яковлев 1882 ҫулхи юпан 18-мӗшӗнче ялта Халӑха ҫутта кӑларас ӗҫ министерствин пӗр класлӑ ют халӑх училищине уҫма ирӗк илнӗ, ҫавӑн пекех вӑл тӑрӑшнипе шкула ҫулталӑкне 260 тенкӗ уйӑрма пуҫланӑ[1].

Шкул ҫуртне 1896 ҫулта хӑпартма пуҫланӑ. 1902 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗнче И.Я. Яковлев Ҫӗрпӳ земство управленине ҫапла докладной ҫырса янӑ[2]:

Земство управленине ҫакӑн пек пӗлтерме пултаратӑп: Енӗш Нӑрвашри пӗр класлӑ училищене 1902 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа икӗ класли ҫине куҫарма ирӗк панӑ.

Ват ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх Иван Яковлев Енӗш Нӑрваш шкулне 12 хут килсе кайнӑ, чи лайӑх вӗренекенсене Чӗмпӗр чӑваш шкулне вӗренме йыхравланӑ. Чӗмпӗрти шкулӗнчен каярах Енӗш Нӑрваш шкулӗнче вӗреннӗ 25 ача вӗренсе тухнӑ. Юлашкинчен Иван Яковлев шкула 1903 ҫулта шкул ҫуртне йышӑнма килсе кайнӑ[2].

Икӗ класлӑ училищӗрен пӗрремӗш ачасем 1905 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Вӗсем 22-ӗн пулнӑ[1].

1932 ҫулта Енӗш Нӑрвашри ют халӑхсен икӗ класлӑ училищинчен хресчен ҫамрӑкӗсен шкулне туса хунӑ. 1935 ҫулта вӑл ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул пулса тӑнӑ. 1939 ҫулта вӑтам шкул шайне ҫитнӗ. Вӑтам шкултан пӗрремӗш ачасем 1942 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Ун чухне пурӗ 32 ача шкул пӗтернӗ[1].

undefined

1961 ҫулта Афанасьев Г.А. директор вӑхӑтӗнче 280 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкул ҫуртне туса пӗтернӗ, унпа усӑ курма пуҫланӑ[1].

Хальхи вӑхӑтра

Шкул икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртра вырнаҫнӑ.

Шкулта вӗренекен ачасене вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ.

2025 ҫулхи выпускной вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ. 10 класра вӗренекен хӗрача шкулта ӑна хӗсӗрлени ҫинчен каласа панӑ. Часах ҫак видео тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн пӑтӑрмаха Интернет хӑрушсӑрлӑхӗн лигин пуҫлӑхӗ Екатерина Мизулина асӑрханӑ. Вӑл ун ҫине тимлӗх уйӑрнӑ хыҫҫӑн шкулти ӗҫ-пуҫа республика прокуратури тӗрӗслеме пуҫланӑ[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ. — «Новое время», 2020. — Т. 1. — С. 622. — 636 с. — ISBN 978-5-907246-52-2.
  2. ^ Софья Савнеш. Енӗш Нӑрваш шкулне прокуратура тӗрӗслӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ.

Вуламалли

  • Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ. — «Новое время», 2020. — Т. 1. — С. 622. — 636 с. — ISBN 978-5-907246-52-2.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем