Епимахов Николай Михайлович

Епимахов Николай Михайлович (1919 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ, Нижний Тагил[d], Пермь кӗпӗрни[d]1989 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ, Киев) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар артиллерисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (13.11.1943)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Воронеж фрончĕн 38-мĕш çарĕн 167-мĕш стрелоксен дивизийӗн 576-мĕш артиллери полкӗн дивизион командирĕ, аслă лейтенант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1919 çулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Анат Тагил хулинче (халӗ Свердловск облаçӗ) рабочи çемйинче çуралнӑ. Вырӑс. Вӑл 1-мӗш вӑтам шкула тата Свердловскри Урал политехника институчӗн тӑватӑ курсне вӗренсе пӗтернӗ. Хӗрлӗ çара чӗнсе илнӗ.

Смоленск артиллери училищинчен хӑвӑрт вӗренӳ курсне пӗтернӗ. 1942 çулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа çапӑçусене хутшӑнма пуҫланӑ. Вӑл Воронеж, Сумы, Киев, Румыни, Венгри, Чехословаки çӗрӗсенче çапӑçнӑ.

1943 çултанпа КПСС пайташӗ.

1946 çултанпа подполковник Н. М. Епимахов запаса тухнӑ.

1947 çулта Свердловск хулин Киров район комитечӗн ВЛКСМ секретарӗ пулнӑ. 1948 çулта Урал политехника институтне пӗтернӗ, унта инженер-химик специальноçне алла илнӗ.

Каярахпа Анат Тагил кокс-химикат завочӗн цех пуҫлӑхӗн çумӗнче ӗçленӗ.

1954 çултанпа Днепропетровск облаçӗнчи Днепродзержинск хулинче пурӑннӑ. Боглей кокс-химикат завочӗн тӗп инженерӗ пулнӑ.

1984 çулта Епимахов Николай Михайлович пенсие тухнӑ та Киева куçса кайнӑ, унта вӑл 1989 çулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилнӗ. Киеври Лукьяновка çар масарӗнче пытарнӑ.

Паттӑрлӑх

Вӑл взвод, батарея, дивизион командирӗ, полк артиллерийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Икӗ хут йывӑр аманнӑ тата контузиленӗ.

Днепр çинчи çапӑçусенче уйрӑмах палӑрнӑ, унта 576-мӗш артиллери полкӗн дивизион командирӗ пулса тӑшманӑн нумай контратакине сирсе янӑ тата орудисен çулăмӗпе батальона Днепрӑн сылтӑм çыранӗнче плацдарма ярса илме тата анлӑлатма пулӑшнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 çулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи указӗпе Днепр урлӑ каçнӑ тата плацдарма тытса тӑнӑ чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Николай Михайлович Епимахова Ленин орденӗпе «Ылтӑн Çăлтăр» медаль парса Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.

Хисепӗсем

  • «Ылтӑн Çăлтăр» медаль;
  • Ленин орденӗ;
  • 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ;
  • 2-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ.

Астӑвӑм

Екатеринбург хулинче ун ятне Совет Союзӗн Паттӑрӗсен обелискӗ çине ҫырса хунӑ .

Ӑнлантарусем

  1. ^ Епимахов Николай Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  2. ^ Епимахов Николай Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  3. ^ Епимахов Николай Михайлович. Наградной лист. Страницы:1.2.

Каçăсем