Ермаков Иван Иванович

Ермаков Иван Иванович (1918 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ, Рязань кĕперни, Мускав облаҫӗ[d]1976 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ, Мускав) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (23.02.1945)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 2-мĕш Украина фрончĕн 5-мĕш сывлăш çарĕн 5-мĕш штурмлакан авиаци корпусĕн 4-мĕш гварди штурмлакан авиаци дивизийӗн 91-мĕш гварди штурмлакан авиаци полкӗн звено командирĕ, гварди сержанчĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Вăл 1918 çулхи утăн 24-мĕшĕнче Рязань кĕпӗрнин Ряжск уесĕнчи Новобокино ялĕнче (халĕ Рязань облаçĕнче) çуралнă. Вырăс. Тулли мар вăтам пĕлӳ илнӗ.

1940 çулта ăна Сараево район военкомачĕ Хĕрлĕ Çара чĕнсе илнĕ тата вĕçев шкулне янă. 1941 çулта Чкаловск çар авиаци вĕçевçисен шкулне вĕренсе пĕтернĕ. 1942 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа вăл çарта тăнă.

Калинин, 1-мĕш тата 2-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă. 1942 çулхи çурла уйăхĕнче Ржев еннелле тăшманăн хӳтĕлевне татса кĕрсе çапăçусене хутшăннă. Ҫурлан 8-мӗшӗнче пуçĕнчен тата сылтăм хулĕнчен йывăр аманнă. Юн юхса пынă май, самолёта пĕр алăпа тытса, Ермаков çапăçу заданине пурнăçланă, самолёта хăйĕн аэродромне илсе çитернĕ тата лайăх лартнă.

1943 çулхи утăн 20-мĕшĕнчен пуçласа 1-мĕш Украина фрончĕнче çапăçнă, Белгород-Харьков еннелле тăшманăн питĕ çирĕп хӳтĕлев йĕрне татса кĕрсе хутшăннă. Киев хулине ирĕке кăларнă чухне Ермаков 1943 çулхи чӳкĕн 3-мĕшĕнчен 7-мĕшĕччен тăшман çарĕсене тата техникине штурмлама 19 ăнăçлă çапăçу вĕçевĕ тунă. 1944 çулхи утă уйăхĕнче Львов-Владимир-Волынь еннелле тăшман хӳтĕлевне татса кĕрсе хутшăннă. 23 хутчен хӳтĕлев йĕрне, тăшманăн опорлă пункчĕсене, çарĕсене тата техникине штурмлама çапăçу заданисем пурнăçланă. 11 хутчен вăл ушкăнсене çарсене тата техникăна штурмлама ертсе пынă, зенит батарейисен вăйлă çулăмĕ витĕр тухнă; штаба тăшманăн хӳтĕлев йĕрĕнчи опорлă пункчĕсен вырăнĕ çинчен хаклă разведка хыпарĕсем çитернĕ.

1944 çултанпа ВКП(б)/КПСС пайташĕ.

1944 çулхи авăн уйăхӗ тӗлне çити гварди аслă лейтенанчĕ Ермаков 120 ăнăçлă çапăçу вĕçевĕ тунă.

Штурмлакан çапăвĕсемпе вăл хăй тĕллĕн 39 танк, 137 автомашина, 24 зенит артиллери орудийĕ, 17 зенит-пулемёт точкине, 12 миномёт, 5 çунакан япала цистернине, 12 вагон, 6 склад, 500 çити тăшман салтакне тата офицерне пĕтернĕ.

Тăшман истребителĕсемпе тата бомбардировщикĕсемпе 32 сывлăш çапăçăвĕ ирттернĕ тата хăй тĕллĕн 1 самолёта пĕтернĕ, 3 самолёта сиенлетнӗ.

СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1945 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнчи указĕпе командовани заданисене тĕрĕс пурнăçланăшăн тата нимĕç-фашист çарĕсемпе çапăçусенче хастарлăхпа паттӑрлăх кăтартнăшăн гварди аслă лейтенанчĕ Ермаков Иван Иванович Ленин орденĕпе тата «Ылтăн Çăлтăр» медальне (№ 2282), Совет Союзĕн Паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ.

1946 çултанпа капитан Ермаков — запасра. Мускав облаçĕнчи Капотня посёлокĕнче пурăннă (1960 çултанпа — Мускав хула йышӗнче).

1976 çулхи çĕртмен 6-мĕшĕнче вилнĕ. Мускав хулинче пытарнă.

Хисепӗсем

  • «Ылтăн Çăлтăр» медалĕ (№ 2282);
  • Ленин орденĕ;
  • виçĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ;
  • Александр Невский орденĕ;
  • 1-мĕш степеньлĕ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденĕ;
  • 2-мĕш степеньлĕ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденĕ;
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ;
  • медальсем.

Астӑвӑм

  • Рязань облаçĕнчи Новобокино вăтам шкулĕн çурчӗ ҫине асăну хăми çакнă, унта И. И. Ермаков ячӗ те пур çырнă.
  • 2018 çулта Новобокино шкулĕнче Паттӑра асăнса экспозици уçнă.
  • Паттӑр ҫуралнӑранпа 100 çул ҫитнӗ тӗле РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Александр Крючков паллă ентеш çинчен «Крылатый витязь Рязанщины» кĕнеке пичетлесе кӑларнӑ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ермаков Иван Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  2. ^ Ермаков Иван Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  3. ^ Ермаков Иван Иванович. Наградной лист. Страницы:1.2.3.4.5.6.7.
  4. ^ В Сараевском районе отметили столетие Героя Советского Союза Ивана Ермакова (выр.). ryazpressa.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.

Каçăсем