Ермолаев Владимир Алексеевич

Ермолаев Владимир Алексеевич (1923 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ, Богородское[d], Сергач районĕ2003 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ, Чулхула) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар артиллерисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 2-мĕш Балтиçум фрончĕн 3-мĕш тапăнакан çарĕн 21-мĕш гварди стрелоксен дивизийӗн 47-мĕш гварди артиллери полкĕн тупӑ командирĕ, гварди кĕçĕн сержант|кĕçĕн сержанчĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1923 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Богородское ялӗнче (халӗ — Чулхула облаҫӗн Сергач районӗ) ҫуралнӑ. Вӑтам шкул пӗтернӗ, хыҫҫӑн пӗр ҫул колхозра ӗҫленӗ.

1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Ермолаева Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗнсе илнӗ.

Ҫав ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Калинин тата Ленинград фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

Великие Луки, Невель, Старая Русса — Новоржев операцийӗсене, Смоленск облаҫне ирӗке кӑларма, Ленинград блокадине пӗтӗмпех сирме, Режица — Двина операцийӗпе Прибалтикӑна ирӗке кӑларма хутшӑннӑ.

1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗ тӗлне гварди кӗҫӗн сержанчӗ Владимир Ермолаев 2-мӗш Прибалтика фрончӗн 3-мӗш тапӑну ҫарӗн 21-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 47-мӗш гварди артиллери полкӗн туппине ертсе пынӑ.

Латви ССР территоринчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Мадона районӗнчи Эргли ялӗ патӗнчи ҫапӑҫура Ермолаев пӗр танка тӗп тунӑ, пехота ларнӑ виҫӗ автомашина тата пӗр хӑй тӗллӗн ҫӳрекен артиллери установкине аркатнӑ, виҫӗ пулемёт точкин вут-ҫулӑмне хупласа лартнӑ, нимӗҫ пехотисен темиҫе ушкӑнне салатнӑ.

Пӗтӗм расчетран хӑй ҫеҫ юлсан та Ермолаев пӗр танкпа хӑй тӗллӗн ҫӳрекен туппа персе ҫапӑҫӑва малалла тӑснӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи Указӗпе «Латвие ирӗке кӑларнӑ чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» гварди кӗҫӗн сержантне Владимир Ермолаева 4197 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе тата Ленин орденӗ парса Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.

Малалла Рига операцийӗпе Курлянди ҫурутравӗнчи нимӗҫ ҫарӗсене аркатма хутшӑннӑ.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен кӗҫӗн лейтенант званипе Ермолаев запаса тухнӑ.

Чулхула облаҫӗнчи Сергач хулинче пурӑннӑ, Сергач райкомӗн комсомол секретарӗ пулса ӗҫленӗ, КПСС райкомӗн членӗ тата Сергач хула канашӗн исполкомӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Ҫырулӑхпа вӗрентекенсен тата Горький педагогика институчӗсене вӗренсе пӗтернӗ.

1972 ҫултанпа Чулхулара пурӑннӑ, 1972—1975 ҫулсенче 6-мӗш интернат-шкулта директор, 1975—1983 ҫулсенче 62-мӗш вӑтам шкулта директор пулнӑ.

2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вилнӗ, Чулхулари Ҫӗнӗ-Сормово масарӗнче пытарнӑ.

Наградисем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ (4197 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
  • Ленин орденӗ (1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ);
  • 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (1985 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗ);
  • 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗ (1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ);
  • «Хастарлӑхшӑн» медаль (1943 ҫулхи раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗ);
  • ытти медальсем.

Асӑну

  • Ермолаев ячӗпе Сергачра урам ятне панӑ.
  • Чулхулара Мир бульварӗнчи 9 ҫурт ҫине гранитран ӑсталанӑ асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ермолаев Владимир Алексеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  2. ^ Ермолаев Владимир Алексеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  3. ^ Ермолаев Владимир Алексеевич. Наградной лист. Страницы:1.2.3.

Каçăсем