Ермолаев Владимир Иванович (Совет Союзĕн Паттăрĕ)
Ермолаев Владимир Иванович (1923 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ, Кера[d], Нижнеломовский уезд[d], Пенза кĕперни, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2000 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ, Гулькевичи[d], Краснодар Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончĕн 2-мĕш сывлăш çарĕн 1-мĕш гварди штурмлакан авиаци корпусĕн 8-мĕш гварди штурмлакан авиаци дивизийӗн 143-мĕш гварди штурмлакан авиаци полкӗн аслă летчикĕ, гварди лейтенанчĕ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1923 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче Кера ялӗнче (халӗ — Пенза облаҫӗнче) ҫуралнӑ. Вырӑс. 1940 ҫулта Сталинград хулинче (халӗ — Волгоград) 9 класс вӗренсе пӗтернӗ.
1941 ҫулхи нарӑсран — ҫарта. 1942 ҫулхи нарӑсра Одесса ҫар авиаци шкулӗнче лётчиксен курсне вӗренсе пӗтернӗ. 106-мӗш штурмлакан авиаци полкӗнче лётчик пулса ӗҫленӗ (Вӑтам Ази ҫар округӗнче).
1942 ҫулхи ҫӗртмерен — 8-мӗш тата 12-мӗш запас авиаци полкӗсенче лётчик (Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче); истребитель ҫинче лётчиксене хатӗрленӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ: 1943 ҫулхи авӑнран 1945 ҫулхи ҫуччен — 735-мӗш (1944 ҫулхи нарӑсран — 143-мӗш гварди) штурмлакан авиаци полкӗнче лётчик, аслӑ лётчик.
Ҫеҫенхир, 2-мӗш тата 1-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Полтавӑна ирӗке кӑларма, Днепр ҫинчи ҫапӑҫӑва, Кировоград, Корсунь-Шевченковски, Умань-Ботошани, Львов-Сандомир, Сандомир-Силези, Анат Силези, Тури Силези, Берлин тата Прага операцисене хутшӑннӑ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Ил-2 штурмовикӗпе 125 ытла ҫапӑҫу вӗҫевӗ тунӑ.
Ҫапӑҫусенче кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗнчи Указӗпе гварди лейтенантне Ермолаева Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне панӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн полкра (Вӑта Ҫар ушкӑнӗнче, Австрире) хӗсметре тӑнӑ.
1946 ҫулта Липецкри аслӑ офицер вӗҫевпе тактика шкулӗнчи курссене вӗренсе пӗтернӗ. Полкӑн стрелоксен службин пуҫлӑхӗ пулнӑ (Вӑта Ҫар ушкӑнӗнче, Австрире).
1947 ҫултан — лётчик, полкӑн штурман пулӑшаканӗ, звено командирӗ, штурман тата авиаэскадрилья командирӗ (Одесса ҫар округӗнче).
1955 ҫулхи раштавран — истребитель авиаци полкӗн командирӗн пулӑшаканӗ, 1957 ҫулхи ҫуран — 6-мӗш гварди истребитель авиаци дивизин командирӗн пулӑшаканӗ (Германири Совет Ҫарӗсен ушкӑнӗнче).
1958 ҫулхи пушран майор Ермолаев — запасра. Грозный хулинче пурӑннӑ. Чечен-Ингуш стройтрансуправленин эксплуатаци уйрӑмӗнче инженер пулса ӗҫленӗ. 1991 ҫултан Ростов облаҫӗнчи Морозовск хулинче пурӑннӑ.
2000 ҫулхи июнӗн 26-мӗшӗнче вилнӗ, Краснодар крайӗнчи Гулькевичи хулинче пытарнӑ.
Чыславсемпе ятсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945);
- Ленин орденӗ (10.04.1945);
- 3 Хӗрлӗ Ялав орденӗ (17.08.1944, 25.04.1945, 22.02.1955);
- 2 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (12.02.1944, 11.03.1985);
- 2 Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (4.11.1943, 30.12.1956);
- «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль (30.04.1954);
- ытти медальсем.
Ӑнлантарусем
- ^ Ермолаев Владимир Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Ермолаев Владимир Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Ермолаев Владимир Иванович. Наградной лист. Страницы:1.2.3.