Еромасов Пётр Фёдорович

Еромасов Пётр Фёдорович (1911 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ, Пугачёв[d], Самар кĕперни1963 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ, Мускав) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (20.01.1943)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра СССР Сывлăш-çар вăйĕсен 1-мĕш авиаци транспорт дивизийӗн транспорт самолёчĕн командирĕ, аслă лейтенант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1911 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче Николаев хулинче (халĕ — Пугачев, Саратов облаçĕ) çуралнă. Ача чухне ашшĕсĕр тăрса юлнă, ача çуртĕнче ӳснĕ. Сӗтел-пукан фабрикинче ĕçленĕ.

1933 çулта Балашоври граждан авиацийĕн шкулне вĕренсе пĕтернĕ, хыççăн пилĕк çул унта вĕçевçĕ-инструктор пулса ĕçленĕ. 1938 çултанпа Новосибирскри Граждан сывлăш флочĕн вĕренӳ-тренировка отрядне ертсе пынă.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пĕрремĕш кунĕсенченех унăн фрончĕсенче пулнă, 1-мĕш авиаци транспорт дивизийӗн транспорт самолечĕпе вĕçнĕ.

Тăшманăн тарăн тылне, çав шутра Германие, Румыние, Финляндие, Венгрие, Польшăна, оккупациленĕ совет территорисене те, вуншар рейс тунă.

1942 çулхи чӳкĕн 16-мĕшĕнче Еромасов аманнă, авари вăхăчĕнче аннă чухне икĕ урине те хуçнă, хыççăн вăрăм вăхăт госпитальте выртнă.

СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1943 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнчи Указĕпе Пётр Еромасов аслă лейтенанта Совет Союзĕн Паттӑрӗн ятне панă, Ленин орденĕпе 905 номерлĕ «Ылтăн Çăлтăр» медальне панӑ.

1944 çулхи утăн 10-мĕшĕнченпе Еромасов Югославин Халăх-Ирĕклĕх çарне пулăшу паракан уйрăм тĕллевлӗ авиаци ушкăнĕн транспорт эскадрильине ертсе пынă. Вăл ертсе пынипе Югославие 903 рейс тунă.

Вăрçă çулĕсенче Еромасов 198 çапăçу рейсĕ тунă.

Вăрçă вĕçленсен вăл Граждан сывлăш флотĕнче малалла ӗҫленӗ.

1952 çултанпа Еромасов СССР Граждан авиацийĕн министерствин Тĕнче сывлăш çыхăнăвĕсен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçленĕ.

1963 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче йывăр чирпе вилнĕ, Мускавра пытарнă.

Ӑна ҫавӑн пекех Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, 1-мĕш степеньлĕ Тӑван Ҫӗршыв вăрçин орденĕпе, Александр Невский орденĕпе, икĕ «Хисеп Палли» орденĕпе, 1-мĕш степеньлĕ «Партизан çăлтăрĕ» орденĕпе (Югослави), темиçе медальпе наградăланă.

Астӑвӑм

  • Еромасов ятне Бугуруслан вĕçевçĕсен училищине панă.
  • Сарӑту облаçĕн Пугачев хулинчи Совет Союзĕн Геройĕсен Аллейинче П. Ф. Еромасовăн бюстнеĕ лартнă.
  • 2015 çулта Пугачев хулинчи таврапӗлӳ музейĕнче асăну залĕ уçнă, унта П. Ф. Еромасов пирки хыпар пур.
  • 2016 çулта «Пугачев. История и современность» (1-мĕш том) кĕнеке тухнӑенĕ, унта Паттӑр пирки хыпар пур[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Еромасов Пётр Фёдорович. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  2. ^ Еромасов Пётр Фёдорович. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  3. ^ Еромасов Пётр Фёдорович. Представление к ордену Красного Знамени (основание для присвоения звания Героя Советского Союза) Наградной лист. Страницы:1.2. Указ ПВС СССР. В списке награждённых под номером1.
  4. ^ Еромасов Пётр Фёдорович (выр.). Общественный проект «Герои Отечества». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз.
  • Звёзды доблести ратной: О Героях Советского Союза — новосибирцах / сост. Е.Д. Головин, Л.М. Живоглядова. — 2. — Новосибирск: Новосибирское книжное издательство, 1986. — 432 с.
  • Румянцев Н. М. Люди легендарного подвига. — Саратов, 1968.
  • А. Ю. Белорусова (внучка лётчика, командира воздушного корабля Петра Колесникова). Лётчики особого назначения / ведущий редактор Е. Кравченко, технический редактор Т. Тимошина, дизайн обложки Д. Бобешко, вёрстка А. Филатов,. — М.: АСТ, 2019. — С. 74, 404, 423, 425ф, 426ф, 428, 466, 467ф, 471. — 704 с.

Каçăсем