Ершов Василий Александрович

Ершов Василий Александрович (1920 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ, Весьегонский уезд[d], Тĕвер кĕперни, РСФСР[d]1971 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ, Кузнецк[d], Пенза облаçĕ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944), пулемётчик, гварди хӗрлӗармеецӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер. 1944 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче разведкӑна кайнӑ тӑхӑр разведчик йышӗнче пулнӑ. Вӗсем Крым ҫине тапӑннӑ чухне Ашага-Джамин ялӗ (халӗ Геройское ятлӑ) патӗнче пысӑк ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ. Ҫак тӑхӑр разведчикран пӗри ҫех — Ершов В. А. — чӗрӗ юлнӑ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Василий Александрович Ершов 1920 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче Тверь кӗпӗрнинчи Сандово ялӗнче (халӗ Тверь облаҫӗнчи Сандово районӗ) хресчен килйышӗнче ҫуралнӑ. Наципе — вырӑс.

Вӑл хӑйӗн тӑван ялӗнче шкулта пӗлӳ илнӗ. Кайран колхозра ӗҫленӗ.

1942 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗнсе илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 1942 ҫултан пуҫласа ҫапӑҫнӑ.

1944 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Хӗрлӗ Ҫар Крым ҫине тапӑннӑ чухне 3-мӗш гварди уйрӑм мотор-инженер батальонӗнчен тата 91-мӗш уйрӑм мотоцикл батальонӗнчен разведчиксен ушкӑнӗ танк ҫинче тӑшман ҫарӗсем вырнаҫнине разведка тума тухнӑ. Ушкӑна сержант Николай Поддубный ертсе пынӑ.

Ашага-Джамин ялӗ патӗнче ушкӑн артиллери тӗлне лекнӗ, танка аркатнӑ. Разведчиксем танк таврашӗнче хӳтӗленсе ларнӑ. Икӗ сехет ытла тӑхӑр разведчик батальонпа ҫапӑҫнӑ. Патронсем пӗтсен, вӗсем алӑ вӗҫҫӗн ҫапӑҫма пуҫланӑ. Штыксемпе 13 тӑшман салтакне пӗтернӗ.

Вӑйсем тан мар, ҫавӑнпа вӗсене тытса илнӗ. Разведчиксене яла илсе пынӑ та хаяррӑн асаплантарнӑ. Пӗри те ҫар вӑрттӑнлӑхне каласа паман. Ирпех пӗтӗм разведчиксене ҫырма патне илсе пынӑ. Вырӑнти халӑха та пуҫтарнӑ. Йывӑр сурансем пулсан та, разведчиксем ура сине тӑма пултарнӑ, вӗсем тӑнӑ та вилӗме паттӑр пек йышӑннӑ.

Тӑхӑр разведчикран пӗри — В. А. Ершов — чӗрӗ юлнӑ. Вырӑнти халӑх вилнӗ разведчиксене пытарма килсен, Ершова чӗрӗ тупнӑ. Вӗсем ӑна пӗр ҫурта пытарса усранӑ, пулӑшу панӑ. Хӗрлӗ Ҫар пырсан ӑна госпитале янӑ.

Хисепӗсем

  • СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Василий Ершовпа ытти разведчиксене Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ;
  • Ленин орденӗ;
  • «Хӗрлӗ Ҫăлтăр» медаль (№ 8933);
  • «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль;
  • медальсем.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫӗ

В. А. Ершов пӗр ҫул ытла госпитальте сипленнӗ, 14 операци ирттернӗ, инвалид пулса юлнӑ. Сипленнӗ хыҫҫӑн вӑл Тверь облаҫӗнчи Сандово районӗнчи Судилово ялӗнче (халӗ Лукино ялӗ) пурӑннӑ. «Ленин ҫулӗ» колхозра ӗҫленӗ.

1971 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче Пенза облаҫӗнчи Кузнецк хулинче вилнӗ. Тверь облаҫӗнчи Сандово районӗнчи Лукино ялӗнче пытарнӑ.

Астӑвӑм

  • Паттӑрсем ҫапӑҫнӑ яла Ашага-Джамина Геройское ятпа улӑштарнӑ.
  • Тӑванла вилтӑпри ҫинче гранит обелиск лартнӑ. Ун ҫинче ҫырса хунӑ: «Совет Союзӗн Паттӑрӗсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав». Аялта вӗсен ячӗсем: «гварди сержанчӗсем Н. И. Поддубный, М. М. Абдулманапов; гварди рядовойӗсем: П. В. Велигин, В. А. Ершов, И. Т. Тимошенко, М. А. Задорожный, Г. Н. Захарченко, П. А. Иванов, А. Ф. Симоненко»;
  • Саки хулинче Паттӑрсене асӑнса «Тӑхӑр Паттӑр» урам пур;
  • Симферополь хулинче палӑк лартнӑ;
  • Ершов ятне Тверь облаҫӗнчи Сандово посёлокӗнчи урама панӑ.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Бортаковский Т. . — Вече. — ISBN 978-5-4444-3590-8.
  • . — Воениздат. — Т. 1.

Каҫӑсем