Мыскар Гаврил Ефимович

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1920 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗн Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ — Чӑваш республикин Тӑвай муниципаллӑ округӗ) Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ[1].

Ялти шкултан вӗренсен тухсан 1936—1938 ҫулсенче Шупашкарти педрабфакра вӗреннӗ. Шкулта учительте ӗҫленӗ.

1941 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ, ҫак ҫулхи ҫу уйӑхӗнче унран юлашки ҫыру килнӗ[2].

Пултарулӑх

Унӑн сӑввисем район тата республика хаҫачӗсенче, «Сунтал», «Хатӗр пул» журналсенче пичетленнӗ[1].

1973 ҫулта Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ совет чӑваш поэчӗсен хайлавӗсене пухса Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Вӗҫлеймен юрӑсем» кӗнекере ун икӗ сӑвви пичетленнӗ: «Ҫап-ҫутӑ кун сӳнет, килет хаваслӑ каҫ», «Ферма хӗрӗ»[1].

Кӗнеке

  • Вӗҫлеймен юрӑсем: Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫамрӑк авторсен сӑввисем / кӗнекене Г. Лукоянов пухса хатӗрленӗ; ум сӑмахне ҫыраканӗ А. Алга; редакторӗ Ю. С. Семенов; художникӗ С. А. Владимиров. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 112 с. — сӑн ӳкерчӗксем.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Г. В. Лукоянов. Вӗҫлеймен юрӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 112. — С. 61-64.
  2. ^ Ефимов Гаврил Ефимович (выр.). Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.