Ефимов Георгий Леонидович

Георгий Леонидович Ефимов (ҫур. 1947 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ, Пайсупин, Красноармейски районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи тата Раҫҫей чăваш сăвăçи, ҫыравçи, публицисчĕ, Нестер Янкас парнин лауреачӗ (1993), Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1994)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Георгий Ефимов 1947 ҫулхи утă уйăхĕн 17-мӗшӗнче Чăваш АССРӗнчи Красноармейски районӗнчи Пайсупин (Турхан Упи) ялӗнче ҫуралнӑ.

1955–1958 ҫулсенче Георгий ялти тӑватӑ класлӑ пуҫламӑш шкула ҫӳренӗ. Унӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ Таисия Николаевна Николаева пулнӑ. 1959–1964 ҫулсенче Упири вӑтам шкулта пӗлӳ пухнӑ. Шкулта вӗреннӗ чухнех район хаҫачӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Сӑвӑ-калав ҫырас туртӑм 5-мӗш класра вӗреннӗ чухне аталаннӑ. 1959 ҫулта, 12 ҫулхи ача, «Лум» ятлӑ пӗрремӗш сӑввине ҫырать.

1969–1971 ҫулсенче шкулта вĕренсе тухсан Георгий Леонидович Пайсупин ялӗнчи клубра ӗҫленĕ.

1973 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Георгий Леонидовича районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцине ӗҫлеме чӗнсе илнӗ. Унта вӑл литература сотрудникӗ, аслӑ корреспондент, писем уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ, 2007 ҫултанпа вара — социаллӑ ыйтусен уйрӑмӗн редакторӗ пулса ӗҫленӗ[1].

1976–1980 ҫулсенче Чулхулари партин аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Вĕренсе пĕтерсен те тăван тăрăха таврăнать Георгий Ефимов.

1994 ҫулта Раҫҫей Федерацин журналистсен пĕрлешĕвне кĕнĕ[1]. 1993 ҫулта публикацисемшӗн Нестер Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер пĕрлĕхĕн парнине тивĕçнӗ[1]. 2007–2015 ҫулсенче Нестер Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер пĕрлĕхĕн правлени председателӗ пулнӑ. 2010 ҫултанпа — районти ветерансен канашĕн председателӗ[1].

Ӗçĕсем

  • «Ултутти» (1993);
  • «Ватлӑхри чир» (1994;
  • «Ҫатракассинелле утатпӑр» (1997);
  • «Вӗсем райхаҫатра ҫунат сарнӑ»;
  • «Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн тӑвалла» (2000.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Ефимов, Георгий Леонидович (журналист; 17.07.1947). Наследие Чувашии.рф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Борзин, Г. Ывӑнма пӗлмен ҫыравҫӑ / Г. Борзин ; В. Данилов сӑн ӳкерчӗкӗсем // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2016. — 15 утӑ. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Данилов, В. Журналистикӑра — 26 ҫул / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2007. — 17 июль. — С. 2.
  • Ефимов, Г. Л. «Мунча кӗретӗп-и, ҫӗр пусатӑп-и… — пуҫра сӑвӑ-калав шӑрҫаланать» : [Георгий Ефимов ҫыравҫӑпа калаҫни / Т. Филиппова ҫырса илнӗ] // Тӑван Атӑл. — 2019. — № 7. — С. 72-75 : сӑн ӳкерчӗк ; Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2019. — 6 ҫурла. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Ефимов, Г. Пӑшатана михӗре пытараймӑн… : [аса илӳ] / Г. Ефимов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2019. — 20 раштав. — С. 6.
  • Ефимов, Г. Тимлӗх тата тимсӗрлӗх : [эссе] / Геогрий Ефимов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2022. — 3 нарӑс (№ 4). — С. 7.
  • Листопад, Ю. Журналист та, купӑсҫӑ та, платник те / Ю. Листопад // Хыпар. — 2007. — 18 утӑ.
  • Наумова, Т. Виҫӗ ятпа ӳснӗскер : [Красноармейски районӗнче пурӑнакан Георгий Ефимов-Тусли ҫыравҫӑ, таврапӗлӳҫӗ ҫинчен] / Т. Наумова. // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2021. — 30 авӑн. — С. 4 : сӑн ӳкерчек. — (Район ҫыннисем).
  • Тусли, Г. Тӑсса ятӑм купӑса : [ҫыравҫӑ хӑй ҫинчен] / Г. Тусли // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2017. — 29 утӑ/июль (№ 29). — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Филиппова, Т. Георгий Туслине — 70 ҫул / Т. Филиппова // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2017. — 21 утӑ. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Эверкки, В. Пултарулӑх ҫулӗпе — ҫур ӗмӗр / В. Эверкки // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2012. — 4-10 нарӑс (№ 4). — С. 5.
  • Михайлов, В. М. Ефимов (Тусли) Георгий Леонидович / В. М. Михайлов // Энциклопедия Красноармейского района. — Чебоксары, 2018. — С. 188.
  • Ефимов (Тусли) Георгий Леонидович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 132-133.