Жуков Василий Егорович
Жуков Василий Егорович (1918 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ, Плужное[d], Пенза кĕперни — 1997 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ, Пенза) — совет ҫар ҫынни, артиллерист, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вăрҫине хутшăннăскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943).
Пурнăҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1918 çулхи пушăн 15-мĕшĕнче Пенза кĕпĕрнин Краснослободск уесĕнчи Плужное ялĕнче (халĕ — Мордови Республикин Краснослободск районĕ) çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ çĕр ĕçченĕсем пулнă[1]. Вăл пуçламăш пĕлӳ илнĕ. Колхозра ĕçленĕ, кайран Горький хулинче автозавод строительствинче, Свердловскра тĕрлĕ объектсенче ĕçленĕ[1][2]. 1939 çулхи чӳкĕн 21-мĕшĕнче Краснослободск райвоенкомачĕ Хĕрлĕ Çара хĕсмете чĕннĕ[1][2]. 1941 çулхи ҫӗртме уйăхĕнченпе Жуков Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вăрҫинче çапăçнă. Вăл Кăнтăр-Анăç, Çурçĕр-Кавказ, Воронеж, 1-мĕш тата 4-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă, икĕ хут аманнă. Çурçĕр-Кавказ çапăçăвĕнче «Кавказа хӳтĕленĕшĕн» медальпе наградăланă[3].
1943 çулхи çурлан 27-мĕшĕнче Воронеж фрончĕн 47-мĕш çарĕн 30-мĕш стрелоксен дивизин 59-мĕш артиллери полкĕн тупӑ наводчикĕ Жуков Сумы облаçĕнчи Ахтырка районĕнчи Карпиловка ялĕ патĕнчи çапăçура палăрнă. Çак кун дивизи тăшманăн 30 танкпа пехотин 8 контратакине сирсе янă. Тăшман танкĕсем орудине атакӑланӑ чухне тупӑ командирĕ йывăр аманнă, икĕ номер вилнĕ. Жуков пĕччен тăшман танкĕсемпе хирĕç юлнă. Танксем орудине çывăх килсен вăл тӑватӑ снарядпа икĕ танка çапса аркатнă, гранатăсемпе тата шрапнельпе тăшманăн рота яхăн салтакне тата офицерне пĕтернĕ. Тăшман снарячĕ Жукова çĕр çине вырттарнă. Ыратăва тӳссе вăл тăнă та çапăçӑва тăснă. Çак хăюлăхпа тăшман атакине сирсе янă[1][3][2].
СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1943 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнчи хушăвĕпе «командовани заданисене нимĕç оккупанчĕсемпе фронтра çапăçура тĕрĕс пурнăçланăшăн тата çав вăхăтра кăтартнă хăюлăхпа паттăрлăхшăн» Василий Жукова Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне панă, Ленин орденĕпе тата «Ылтăн Çăлтăр» медальне панă[1][2].
1945 çулхи пуш уйăхĕнче Чехословаки территоринчи çапăçура Жуков мина çине лексе йывăр аманнă. Врачсем унăн урине çăлса хăварнă. Вăрăм сипленнĕ хыççăн 1946 çулта аслă сержант Жуков демобилизациленнĕ. 1948 çултанпа Жуков Пензăра пурăннă. Заводра ĕçленĕ, кайран машинист курсӗсене пĕтернĕ те Пенза деповĕнче паровоз машинисчĕ пулса ĕçленĕ. 1997 çулхи чӳкĕн 8-мĕшĕнче Пензăра вилнĕ. Çĕнĕ-Анăç çăвинчи Мухтав аллейинче пытарнă[1][3].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.12.1943; «Ылтăн Çăлтăр» медаль № 2465)[1][2]
- Ленин орденӗ (24.12.1943; № 13996)[1][2]
- Икĕ I степеньлĕ Тӑван Ҫӗршыв вăрҫин орденӗ (27.04.1945; 11.03.1985)[1][2][4]
- «Ҫапăçура палăрнăшăн» медаль (12.10.1943)[1][2]
- «Кавказа хӳтĕленĕшĕн» медаль[3]
- «1941—1945 çç. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вăрҫинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль[2]
- юбилей медалĕсем.
Астăвăм
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12 Жуков Василий Егорович. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Жуков Василий Егорович, 15.03.1918. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Архивисты Республики Мордовия к 100-летию со дня рождения участника Великой Отечественной войны 1941-1945 гг., Героя Советского Союза Василия Егоровича Жукова. Правительство Республики Мордовия (14 пушӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Жуков Василий Егорович, __.__.1918. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
Вуламалли
- Полубояров М. С. Жуков Василий Егорович // Пензенская энциклопедия. — М.: Большая Российская энциклопедия, 2001.
- Юрченков В. А. (авт.-сост.). Война на всех одна. Мордовский край в 1941–1945 годы. — Саранск, 2015.
- Юрченков В. А. (отв. ред. и сост.). Красная Слобода. — Саранск: НИИ гуманитарных наук при Правительстве Республики Мордовия, 2008.
- Футанова Т. П., Забненкова О. В., Тюрина И. Г. и др. Мордовия в период Великой Отечественной войны 1941–1945 гг.: в 2 томах. — Саранск: НИИ гуманитарных наук при Правительстве Республики Мордовия, 2005.
- Ениватов И. П. Геройские звезды: биографический справочник о Героях Советского Союза, Героях России, полных кавалерах ордена Славы. — Саранск, 2005.
- Сухарев А. И. (гл. ред.) и др. Мордовия: энциклопедия: в 2 томах. — Саранск: НИИ гуманитарных наук при Правительстве Республики Мордовия, 2003.