Журавлёв Андриян Лукич
Журавлёв Андриян Лукич (1913 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ, Минусинский район[d], Красноярск Ен — 1966 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ, Шурă Чиркӳ, Киев облаçĕ) — совет сапёрӗ, сержант, отделени командирĕ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вăрҫине хутшăннăскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943).
Пурнăҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1913 çулхи çăвăн 5-мĕшĕнче Енисей кĕпĕрнин Минусинск уесĕнчи Жерлык ялĕнче (халĕ — Красноярск Енĕн Минусинск районĕ) çуралнă[1]. Пуçламăш пĕлӳ илнĕ. Владивосток хулине куçса кайнă, портра тиевçĕ пулса ĕçленĕ[2]. 1935 çулта Хĕрлĕ Çара чĕннĕ. 1938 çулта Хасан кӳлли патĕнчи çапăçусене, 1939 çулта Халхин-Гол юханшывĕнчи çапăçусене, 1939—1940 çулсенчи совет-финн вăрçине хутшăннă. Финн кампанийĕ хыççăн демобилизациленĕ[3]. 1942 çулта тепĕр хут çара чĕннĕ, юпа уйăхĕнче фронта янă[2][3]. Воронеж фрончĕн 38-мĕш çарĕн 167-мĕш стрелоксен дивизин 520-мĕш стрелоксен полкĕн сапёр взвочĕн отделени командирĕ пулнă[1][2].
1943 çулхи çурлан 18-мĕшĕнче Сумы-Прилуки операцинче «Ҫапăçура палăрнăшăн» медальпе наградăланă[1]. 1943 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче Сумы облаçĕн Сумы районĕнчи Великая Чернетчина ялĕ патĕнче тăшман хӳтĕлевне касса кĕнĕ чухне минăланӑ уйсенче ҫулсем тунă, пехотăна малалла куçма пулăшнă[2][1]. 1943 çулхи авăнăн 28-мĕшĕнче Киев облаçĕнчи Вышгород ялĕ патĕнче (халĕ — Вышгород хули) Днепр юханшывĕ урлă отделенийӗпе тăватă сехетре кĕпер туса хунă, унпа пĕр батальон тата сакăр тупă ирттернĕ[1][3]. 1943 çулхи юпан 2-мĕшĕнче тăшман вутне пăхмасăр, икĕ кимӗрен тунă паромпа Днепр урлă миномётсене тата тупăсене куçарнă[2][1].
СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1943 çулхи чӳкĕн 13-мĕшĕнчи хушăвĕпе «командовани çапăçу заданисене тĕрĕс пурнăçланăшăн тата çав вăхăтра кăтартнă хăюлăхпа паттăрлăхшăн» Журавлёв Андриян Лукич сержанта Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне панă, Ленин орденĕпе тата «Ылтăн Çăлтăр» медальне (№ 4233) панă[1][2].
1944 çулхи çĕртме уйăхĕнче аманнă. 1944 çулхи юпан 11-мĕшĕнче Краков хули патĕнчи çапăçура икĕ тăшман вут пăнчине тата 10 салтакне пĕтернĕ, III степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă[1][3]. Вăрçă хыççăн аслă сержант званипе демобилизациленнĕ. Киев облаçĕнчи Белая Церковь хулинче пурăннă. 1966 çулхи пушăн 31-мĕшĕнче вилнĕ[1][2].
Хисепӗсем
Астăвăм
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 Журавлёв Андриян Лукич. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Журавлёв Андриян Лукич. Музей Победы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Журавлев Андриян Лукич. Официальный сайт города Минусинска. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Журавлев Андриян Лукич, с. Жерлык. МБУК «МБС» Минусинского района. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
Вуламалли
- Леонид Шейнман. Андриян Лукич Журавлёв. Сайт «Герои страны». Дата обращения: 29 декабря 2014.
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
- Достоин звания героя. / 2-е изд., перераб. и доп. Красноярск, 1975. — С. 82.
- Золотые Звезды Приморья. — Владивосток, 1983. — С. 78—79.