Иванова Ольга Михайловна
Иванова Ольга Михайловна (литературӑри хушма ячӗ — Австрийская, ҫур. 1990 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ, Пăртас (Вăрнар районĕ), Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Раҫҫей чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ, Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗн пайташӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен союзӗн пайташӗ (2023), И. Н. Ивник (2006) тата А. В. Емельянов (2018) ячӗллӗ литература премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2026).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1990 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ҫуралнӑ. Пӑртас вӑтам шкулне, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренсе пӗтернӗ.
Студент вӑхӑтӗнчех Чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен «Тантӑш» хаҫачӗн редакцийӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ: малтан — корреспондент, вӗренсе пӗтерсен — редактор. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература пайӗн редакторӗ пулса ӗҫлет.
Хӑйӗн пӗрремӗш хайлавне, «Ухмах патша» (Айван патша) юмаха, тӑваттӑмӗш класра ҫырнӑ, «Хыпар» Издательство ҫурчӗ кӑларса тӑнӑ «Ачапча» хаҫатра пичетленӗ. Унӑн сӑввисемпе калавӗсем Вӑрнар районӗн «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», республикӑри «Тантӑш», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Ульяновец» хаҫатсенче, «Самант», «Тӑван Атӑл» журналсенче пичетленнӗ. 2017 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чǎлах пуканесем» (Искалеченные души) пӗрремӗш кӗнеки тухнӑ. Унӑн хайлавӗсем «Чӑваш литературин антологийӗ: ача-пӑча валли ҫырнӑ хайлавсем», ҫамрӑк авторсен хайлавӗсен пуххисенче кун ҫути курнӑ. Республикӑри ҫамрӑксен литература пултарулӑхӗн «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурсӗнче темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ, унӑн хайлавӗсем конкурс хыҫҫӑн пӗтӗмлетсе кӑларнӑ кӗнекесенче пичетленнӗ[1].
Паллӑрах калавӗсем: «Чие ҫеҫкене ларсан …», «Шурӑ кӑвакарчӑнпа пӗчӗк ача», «Миххи пӗви», «Супӑнь хӑмпи», «Чӑлах пуканесем», «Ырпи», «Велосипед» тата ыттисем те.
Ҫыравҫӑ Чӑваш Республикинчи вӗренӳ заведенийӗсене, библиотекӑсемпе культура ҫурчӗсене вулакансемпе тӗлпулма тӑтӑш тухса ҫӳрет[2] [3], ҫамрӑк ҫыравҫӑсен конкурсӗсенче жюри пайташӗ пулса хутшӑнать. Чӑваш наци библиотекин «Варкӑш» литература клубӗн ӗҫне, чӑваш ҫыравҫисен ҫӗнӗ кӗнекисен хӑтлавӗсене хастар хутшӑнать.
Хисепӗсем
- Республикӑри ҫамрӑксемпе ачасен «Тантӑш» хаҫачӗн лауреачӗ;
- И. Н. Ивник ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ (2006);
- А. В. Емельянов ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ (2018);
- «Чӑваш автономи облаҫне никӗсленӗренпе 100 ҫул» медаль (2020);
- Л. Ю. Север ячӗллӗ тӗнчери ҫамрӑксен поэзи тата поэзи куҫарӑвӗсен фестиваль-конкурсӗн дипломанчӗ (2025);
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2026)[4].
Литературӑри ӗҫӗсем
Кӗнекесем
Харпӑр кӗнекесем
- Австрийская, О. Пӗчӗкҫӗ шевле : сӑвӑсем / Ольга Австрийская ; художникӗ Н. В. Андреева ; [редакторӗ О. Л. Федорова]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2021. — 109 с. : ӳкерчӗксем, портр.[5]
- Австрийская, О. Чӑлах пуканесем : калавсем : [аслӑ классем валли] / Ольга Австрийская ; [худож. А. И. Алексеев]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 93, [2] с. : ил., портр.[6]
Авторсен пуххисенче пичетленнисем
- Ольга Австрийская // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2015. — [Т. 4] : Ача-пӑча валли ҫырнӑ хайлавсем. — С. 492.
- Кӗтмен юрату. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019.
- Ҫул кайӑкӗ. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. - С. 124-135.
- Чӗре тӗпӗнчи туйӑм. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. - С. 56-71.
Сӑнсен пуххи
Вуламалли
- Австрийская, О. М. Ольга Австрийская: Пурнӑҫ — литературӑна, литература пурнӑҫа витӗм кӳрет : [ҫыравҫӑпа калаҫни / Н. Смирнова ҫырса илнӗ] // Хыпар. — 2017. — 5 ҫу. — С. 11 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Владимирова, А. «Вӗрентекен пур чухне вӗрен, студент!» / А. Владимирова // Самант. — 2014. — № 11. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
- Захарова, Т. «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем / Т. Захарова // Тантӑш. — 2016. — 5 ҫу (№ 17). — С. 5.
- Кӗнеке мӗнле ҫуралать // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар районӗ). — 2020. — 7 пуш. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Кошкина, И. «Унӑн кӗнекинче — Ахматовӑн ӑсӗпе Цветаевӑн чӗлхи» / И. Кошкина // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2021. — 27 ҫу (№ 20). — С. 9.
- Левацкая, Л. «Пӗчӗкҫӗ шевле» : [О. Австрийская ҫамрӑк ҫыравҫӑн ҫӗнӗ кӗнеки ҫинчен] / Л. Левацкая // Сувар (Тутарстан). — 2021. — 7 ҫу (№ 17). — С. 8.
- Левацкая, Л. Чи асамлӑ ӗмӗтне уҫса парать / Л. Левацкая // Знамя = Ялав (Куславкка районӗ). — 2021. — 2 ака. — С. 7.
- Ольга Австрийская // Халӑх шкулӗ. — 2022. — № 4. — С. 95.
- Осипов, Н. Ольга Австрийская поэзийӗнчи кӑмӑл-туйӑм сӑнарлӑхӗ / Николай Осипов // Тӑван Атӑл. — 2023. — № 10 (юпа/октябрь). — С. 35-37.
- Осипов, Н. Н. Калаври самана палли / Н. Н. Осипов // Хальхи чӑваш калавӗ (2000-2015 ҫулсем) / Н. Н. Осипов. — Шупашкар, 2015. — С. 80-96.
- Петрова, Л. Союза илнӗ : Ольга Васильева (Федорова) тата Ольга Австрийская (Иванова) ҫыравҫӑсем Раҫҫей писателӗсен союзӗн йышне кӗнӗ / Лариса Петрова // Хыпар. — 2023. — 3 юпа (№ 111). — С. 1.
- Порфирьева, Е. Ҫынна кура мухтавӗ / Е. Порфирьева // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар районӗ). — 2021. — 28 ака. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Смирнова, Н. Вулакансем туяҫҫӗ, сисеҫҫӗ / Н. Смирнова // Хыпар. — 2022. — 11 нарӑс/февраль. — С. 10.
- Федорова, О. Ентешӗн пӗрремӗш кӗнеки / О. Федорова // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар районӗ). — 2017. — 24 ҫу. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Царыгина, Н. «Кӗнеке — чӗрӗ, унра чунлӑх пур» / Н. Царыгина // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2017. — 20 ака (№ 15). — С. 1-2 : сӑн ӳкерчӗксем.
- «Чӑн хушаматӑма манчӗҫ курӑнать» // Хыпар. — 2019. — 9 ҫурла/август. — С. 11 : сӑн ӳкерчӗк.
- Чикмякова, С. Лауреат ятне чӑнахах тивӗҫ / С. Чикмякова // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар районӗ). — 2018. — 10 кӑрлач. — С. 1, 3 : сӑн ӳкерчӗк.
- Чикмякова, С. Пирӗн ентеш — ҫӗнтерӳҫӗ / С. Чикмякова // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар районӗ). — 2022. — 17 раштав. — С. 1.
- Устинова, Т. В библиотеке — «директор книги» / Т. Устинова // Знамя = Ялав (Козлов. р-н). — 2024. — 29 пуш (№ 12). — С. 2.
Ӑнлантарусем
- ^ https://www.cheboksary.ru/culturen/61484_podvedeny_itogi_shestogo_respublikanskogo_konkursa_otkryvaem_novye_imena.htm?ysclid=m2m21m1pzx524387052
- ^ https://vurtehnikum.ucoz.ru/news/kraj_moj_rodnoj_chuvashija/2020-02-28-1773
- ^ https://gov.cap.ru/Info.aspx?type=news&id=4561847&gov_id=861&ysclid=m2m1zt04jq372731725
- ^ О награждении государственными наградами Чувашской Республики (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (24 акан 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ.
- ^ https://rusneb.ru/catalog/000200_000018_RU_NLR_BIBL_A_012567935/?ysclid=m2m418896m540018622
- ^ https://cheboksari.bezformata.com/listnews/kniga-olgi-avstrijskoj-o-lyubvi/57471984/?ysclid=m2m40jwrqm910048674