Иванов Алексей Васильевич
Алексей Васильевич Иванов (Сĕрмек) (ҫур. 1955 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ, Енӗш Нӑрваш) — усламçă, чăваш культурине саракан ӗҫчен, «Аксар» студине никӗҫлекенӗ тата ертӳçи, художник, Раççей художникӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ[1].
Пурнăçĕ
Алексей Иванов 1955 çулхи пушăн 22-мӗшӗнче Чăваш АССР (РСФСР, СССР) йышне кӗрекен Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ колхозра вăй хунă. Çемье йышлă пулнă, тăватă ывăлпа пĕр хĕр çуралнă.
Ялти шкулта çичĕ çул пĕлӳ илнĕ хыççăн, саккăрмĕш класа Шупашкарти физикӑпа математика шкул-интерната вĕренме кĕнĕ. Ăна вăл аван паллӑсемпе вӗренсе пӗтернĕ. Ун хыççăн И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетӗнче вӗреннĕ.
Аслă пĕлӳ дипломне алла илсен, Шупашкарти прибор тăвакан «Элара» ăслăлăхпа производство комплексӗнче ертсе пыракан конструктор пулса ӗҫленӗ.
1994 çулта усламçă ĕç-хĕлĕпе аппаланма тытăннă, «Аксар» студине йĕркеленĕ. Ку студи чăвашла 70 яхăн илемлĕ фильм, çавăн пекех чăваш халăх тата эстрада юррисен кассетисемпе дискӗсене кăларас енĕпе вăй хурать. Алексей Иванов хăй те юрăсем çырать тата юрлать. Вăл пĕрремĕш чăваш кинорежиссёрĕпе, Иоаким Максимов-Кошкинскийпе аякра тăван пулать. Продюсер пек вăл «Аттила» историллĕ фильм ӳкернӗ[2][3].
Усламçă ӗҫӗсӗр пуçне Алексей Иванов художник-символист пек паллă. Раççей художниксен пĕрлĕхĕн пайташĕ. Унăн 40 ытла ĕçне Шупашкар, Мускав, Екатеринбург, Нижневартовск хулисенче тата Енĕш Нăрваш ялĕнче куравсенче кăтартнă. «Сĕрмек» псевдоним кукамăшĕн йăхĕнчи кивĕ çуртăн чӳрече янаххи çинче сыхланса юлнă авалхи символран пулса кайнă.
Ообщество ӗҫне хастар хутшăнать. Вăл — «Кӗрешӳ» наци федерацийĕн вице-президенчӗ, Тăвай ентешлĕхĕн ертӳçи (2013–2017), Чăваш наци конгресĕн ыркăмăллăх фончĕн директорĕ (2014–2018), Чăваш ваттисен тĕп канашĕн президиумĕн пайташĕ, Чăваш халăх ăслăлăхпа ӳнер академийĕн чăн пайташĕ.
Авланнă. Арăмĕпе аслă ывăлĕ — усламçăсем. Кĕçĕн ывăлĕ ăслăлăхра вăй хурать.
Ăнлантарусем
- ^ ИВАНОВ (Сӗрмек) Алексей Васильевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ Потомок Аттилы. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (27 ҫурлан 2009). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ Фильм «Аттила» выведет чувашское кино на мировой рынок. Avan-kino. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.