Иванов Ананий Герасимович

Иванов Ананий Герасимович (ҫур. 1954 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ, Важнангер, Виловатовское сельское поселение[d]) — мари историкĕ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1997). Мари Эл республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1997), Раççей Федерацийӗн аслӑ профессиллӗ вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ (2000), Раççей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2004). Мари Эл республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2001).[1]

Пурнӑҫӗ

1954 çулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Мари АССРӗн Туҫи Мари районӗнчи Важнангер ялӗнче ҫуралнӑ. Колхозниксен нумай ачаллӑ ҫемйинчен.

Вӗренӳ

1976 çулта И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ истори факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1982 çулта М. В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ истори факультетĕнче аспирантурăра вĕренсе тухнă.

1982 ҫулта М. В. Ломоносов ячӗллӗ МПУ специализациленӗ канашӗнче «Крестьянство Марийского края в XVIII веке» кандидат диссертацине хӳтӗленӗ, 1995 ҫулта унтах «Социально-экономическое развитие деревни и города Марийского края в XVIII веке» доктор диссертацине (ӑслӑлӑх консультанчӗ — РӐА академикӗ, Л. В. Милов профессор) хӳтӗленӗ.

Ӗҫӗ-хӗлӗ

1976 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна Мари АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Мари ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн истори секторне кӗҫӗн ӑслӑлӑх сотрудникӗ вырӑнӗнче йышӑннӑ.

1976 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа Мари патшалӑх университетӗнче(выр.)чăв. ӗҫлен. Малтан ассистент пулнӑ, кайран — аслӑ преподаватель (1983 ҫултанпа), доцент (1987 ҫултанпа), профессор (1996 ҫултанпа).

1988 ҫултанпа хальхи вӑхӑтчен тӑван истори кафедрин ертӳҫи, Мари патшалӑх университечӗн ӑслӑх канашӗн членӗ (1998-па) тата историпе филологи факультечӗн (1988-па) членӗ шутланать. 1999—2003 ҫулсенче Мари патшалӑх университечӗн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен проректор пулса ӗҫленӗ.

Ананий Иванов 500 ытла ӑслӑх ӗҫӗ, ҫав шутра регионти тата Раҫҫейӗн тӗп пайӗнчи, ҫавӑн пекех ют ҫӗршыври кӑтарӑмсенче вӑтӑр ытла монографипе вӗренӳ пособи пичетленӗ.

Университетӑн «Раҫҫей тата ют ҫӗршыв халӑхӗсен историпе культура аталанӑвӗ» енӗпе ӑслӑлӑх ӗҫне ертсе пырать, РГНФ тата РФФФИ гранчӗсене тивӗҫнӗ.

1991 ҫултанпа хӑй никӗсленӗ «Марийский археографический вестник» (33 кӑларӑм тухнӑ) ҫулсерен тухакан ӑслӑлӑхпа практика кӑларӑмӗн тӗп редакторӗ шутланать, унта Мари тӑрӑхӗнчи, Вӑтам Атӑл тата ҫӗршывӑн ытти тӑрӑхсенчи халӑхсен историйӗпе тата культурипе ҫыхӑннӑ статьясемпе публикацисем пичетленеҫҫӗ.

Ананий Иванов регион тата пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи ӑслӑлӑх конференцийӗсене йӗркелекенӗ шутланать. Пӗрре мар тӗнче, Раҫҫей тата регион шайӗнчи ӑслӑлӑх конференцийӗсенче тухса сӑмах каланӑ. Ӑслӑлӑх кандидачӗн ӑсчах степенне, 99.2.053.02 ӑслӑлӑх докторӗ ӑсчах степенне тивӗҫме май паракан диссертацисене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен пӗрлештернӗ диссертаци канашӗн председателӗн ҫумӗ. Канаша И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе Мари патшалӑх университечӗ пӗрле йӗркеленӗ. Вӑл ертсе пынипе 14 ӑслӑлӑх кандидатне хатӗрленӗ.

Раҫҫей историксемпе архивистсен обществин Мари уйрӑмӗн председателӗ (1997 ҫултанпа) шутланать. Ҫавӑн пекех вӑл нумай ӑслӑлӑх журналӗсемпе кӗнекесен ярӑмӗсен редколлеги шутне кӗрет. Ҫав шутра Шупашкарта тата Хусанта тухаканнисем те пур.

Наградӑсемпе премисем

  • Мари Эл Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1997);
  • Мари Эл Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2001);
  • Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2004);
  • «Мари Эл умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2014);
  • Мари патшалӑх университечӗн хисеплӗ профессорӗ (2016);
  • «Раççей Федерацийӗн аслӑ профессиллӗ вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» (2000) кӑкӑр палли;
  • Раҫҫей Федерацийӗн архив службин Хисеп хучӗ (2000);
  • Мари Эл 100 ҫул тултарнӑ ятпа кӑларнӑ «Халӑхшӑн тӑрӑшни» астӑвӑм медалӗ (2020);
  • Раҫҫей Федерацийӗн Ӑслӑлӑхпа аслӑ пӗлӳ министерствин палли — Раҫҫей Федерацийӗн Ӑслӑлӑхпа аслӑ пӗлӳ министерствин «Ветеран» паллӑ (2022)
  • Иккӗмӗш степеньлӗ «Мари Эл умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (2023).

Ҫемье

Авланнӑ, виҫӗ ача.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Мочаев В. А. Марийская биографическая энциклопедия / Авт.-сост. В. А. Мочаев. — 2-е изд. — Марийский биографический центр, 2017. — С. 164. — 606 с. — 1500 экз. — ISBN 978-5-905314-35-3.

Каҫӑсем