Иванов Семён Акимович

Семён Акимович Иванов (1901 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ, Хурамал1974 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ, Ĕпхӳ) — совет ҫар ӗҫченӗ, генерал-майор (1943 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче тивӗҫнӗ).

Пурнӑҫӗ

Малтан Ермекейри вулӑс ӗҫтӑвкомӗнче ҫыруҫӑра ӗҫленӗ[1].

1919 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. Граждан вӑрҫи ҫулӗсенче Ӗнерпур, Сарӑту тата Царицын хулисенчи ҫар пайӗсенче хӗсметре тӑнӑ. 1927 ҫулта Рязаньри пехота училищине, 1936 ҫулта М. В. Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академине вӗренсе пӗтернӗ[1]. Тӗрлӗ ҫулсенче ҫар штабӗсенче яваплӑ вырӑнсенче вӑй хунӑ, ҫав шутра Инҫет Тухтӑҫри ҫар округӗнче ӗҫленӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан 39-мӗш стрелоксен корпусӗн штаб пуҫлӑхӗ, кайран 208-мӗш стрелоксен дивизийӗн командирӗ, 15-мӗш тата 35-мӗш ҫарсен штаб пуҫлӑхӗ пулнӑ. Советсемпе яппун вӑрҫи вӑхӑтӗнче 35-мӗш ҫарпа пӗрле 1-мӗш Инҫет Тухтӑҫ фрончӗн йышӗнче Харбин-Гирин тапӑну операцине хутшӑннӑ, Хулинь, Мишань тата ытти хуласене илес ӗҫре палӑрнӑ[1].

Вӑрҫӑ вӗҫленсен Югославире тата Румынире ҫар канашҫи пулса ӗҫленӗ. СССР-а таврӑнсан Ҫурҫӗр Кавказ тата Кавказхыҫ ҫар округӗсенче штаб пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.

1955 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче запаса тухнӑ.

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Великая Отечественная. Комдивы [Текст] : военный биографический словарь : в 5 т. / Д. А. Цапаев (рук.) и др. ; под общ. ред. В. П. Горемыкина. — М. : Кучково поле, 2011. — Т. 1. — С. 30—32. — 736 с. — 200 экз. — ISBN 978-5-9950-0189-8.

Вуламалли

Каçăсем