Иванов Семён Герасимович
Иванов Семён Герасимович (1903 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ, Шаккӑл, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни — 1992 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ, Красноярск, СССР) — совет саманинчи ялхуҫалӑх йӗркелӳҫи, Тува автономи облаҫӗнчи Танды районӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн председателӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1949).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1903 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи Шаккӑл ялӗнче (халӗ — Чӑваш Республикин Канаш районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ[1].
14 ҫулта ялти пуянсем патӗнче тарҫӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. 16-ра комсомола кӗнӗ, ялта колхоз йӗркелекен хастарсенчен пери пулнӑ[1].
1921 ҫулта вӗсен ҫемйи Ҫӗпӗре Берёзовка ялне (халӗ Красноярск крайӗн Курагино районне кӗрет) пурӑнма куҫса кайнӑ. 1929 ҫулта кунти «Соха и молот» коммунине кӗнӗ[1].
1934 ҫулта Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре пулнӑ хыҫҫӑн Омскра милици шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Красноярск крайӗнчи Усинск районӗнче милици уйрӑмӗнче аслӑ оперуполномоченнӑй пулса вӑй хунӑ[1].
1938 ҫулта ВКП(б) Красноярск крайкомӗ ӑна тин ҫеҫ йӗркеленнӗ Усинскри машин-трактор станцине (МТС) директор пулса ӗҫлеме янӑ. Ун хыҫҫӑн Аслӑ Мурта районӗнчи Павлово МТСне ертсе пынӑ[1].
1944 ҫулта Тува автономи облаҫне янӑ, унта МТС йӗркелесе вырӑнти ҫынсенчен механизаторсем хатӗрлемелле пулнӑ. Вӑл йӗркеленӗ пӗрремӗш Бай-Хаак МТСӗ Тувари станцисем сармалли никӗс пулса танӑ. 1947 ҫулта ҫак МТС пулӑшса пыракан колхозсем шӑваракан 304 гектар ҫӗр ҫинчен гектар пуҫне 25 центнер, шӑварман 882 гектар лаптӑкран 21,5 центнер тулӑ пухса илнӗ[1].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1949 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса 1948 ҫулхине пысӑк тухӑҫлӑ тулӑ туса илнӗшӗн Семён Герасимович Иванова Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ят панӑ[1].
Каярах темиҫе ҫул Тува автономи облаҫӗнчи Танды районӗн (халӗ — Тыва Республикин Танды кожуунӗ) ӗҫ тӑвакан комитечӗн председателӗ пулнӑ[1].
Юлашки ҫулӗсенче Красноярск хулинче пурӑннӑ. 1992 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче вилнӗ[1].
Хисепӗсем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (10.06.1949),
- Ленин орденӗ (10.06.1949 № 103659),
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (10.06.1949 № 3824),
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль,
- медальсем.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Иванов, Н. Пирӗн янташсем — Социализмла Ӗҫ Геройӗсем / Н. Иванов // Пионер сасси. — 1970. — 16 июнь (№ 49).
- Иванов, Н. Директор : [о Герое Соц. Труда С. Г. Иванове] / Н. Иванов // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Г. А. Грабовецкая, Н. С. Павлов. – Чебоксары: Чувашкнигоиздат, 1971. – С. 82-85 : фот.
- Прокопьев, В. Малтанхисенчен пěри : [Социализмла Ĕç Геройě С. Г. Иванов çинчен] / В. Прокопьев // Коммунизм ялавě. – 1988. – 30 июнь.
- Прокопьев, В. Чӑваш ятне яман / В. Прокопьев // Хыпар. — 2005. — 24 ҫурла.
- Мадебейкин, И. Н. Иванов Семен Герасимович / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 96.
- Прокопьев, В. П. Иванов Семен Герасимович / В. П. Прокопьев // Канашский район : энцикл. персон. — Чебоксары, 2014. — Кн. 1. — С. 223-224.