Янис Иванов родился 1906 çулхи юпан 9-мĕшĕнче Прейлире (урăх çăлкуçсенче — Прейли вулăсĕнчи Бабры ялĕнче) (халĕ Латвире) кивĕ йăлапа пурнакан вырăс килйышĕнче çуралнă.
1922 çулта Ригăна пурăнма куçнă, унта Ю. Маевский студинче 1922—1923 çулсенче вĕреннĕ. 1924—1931 çулсенче Латви консерваторинче (халĕ Латвин Язеп Витол ячĕллĕ мусăк академийĕ) пĕлӳ илнĕ. Композици теорийĕ, 1933 çулта — практикăри композици (Я. Витолса патĕнче) тата дирижёр ăсталăхĕн (Г. Л. Шнеевойгт патĕнче) класĕсенче диплома тивĕçнĕ.
1931 çултанпа — Латви радиовĕн симфони оркестрĕн дирижёрĕ, 1945—1961 çулсенче — мусăк калаçăвĕн ӳнер ертӳçи пулса ĕçленĕ.
1931—1940 çулсенче — Ригăри мусăк институтĕнче тата Э. Вигнерĕн Фонологи институтĕнче композици теорине пĕлӳ панă. 1944 çултанпа пурнăçа вĕçлеччинех Латви консерваторинче (1955 çултанпа — профессор) ĕçленĕ. Унăн патĕнче вĕреннĕскерсем — М. Эйнфелде, Р. Ермакс, Ю. Карлсонс.
1940 çулченхи тапхăрта патриотика сăввисене кĕвĕленĕ, сăмахран «Lāčplēša bērnu lūgšana» («Молитва детей Лачплесиса»), «Arāja ticība» («Вера пахаря»), «Lūgšana» («Молитва»). Çак хайлавсенчен чылайăшне совет влаçĕ саманинче шăрантарма тата библиотекăсенче илме чарнă пулнă.
Латыш мусăкĕн историне вăл монументаллă симфони композицисене çырнă, вĕсенче мĕнпур этемлĕхĕн проблематикине ĕнентерӳллĕ ӳнерлесе кăтартнă.
Нумай çул хушши — Латви ССР Композиторсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1950—1951 — правлени председателĕ). Малашнехи çулсенче çаплах ССРП композиторĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.
21 симфони (çав шутра I — Симфони-поэма, 1933, II — 1936, III — 1937, IV — «Атлантида», 1941, V — 1945, VI — «Латгаль», 1949, VII—VIII — 1956, IX — 1960, X—XI —1965, XII — Sinfonia energica, 1967, XIII — Symphonia humana, 1969, XIV — Sinfonia da caméra, 1971, XV — Symphonia ipsa, 1972, XVI — 1974, XVII — 1976, XVIII — 1978, XXI — 1983 (пĕтермен, Ю. Карлсонс вĕçленĕ))
«Латгаль кӳллисем» симфони сюити (1935)
«Мăнаçлă прелюди» (1940)
«Уяв увертюри» (1967)
«Тӳпе айĕнчи ту» (1938), «Асамат кĕперĕ» (1939) ӳкернисем