Игнатьева Валентина Ивановна
Валентина Ивановна Игнатьева (ҫур. 1956 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ, Çавалкас, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чӑваш ӑсчахӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1998), доцент (2001)[1].
Пурнӑҫӗ
1956 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче Чӑваш АССР йышне кӗрекен Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ялӗнче ҫуралнӑ[2].
1976 ҫулта Канашри педагогика училищине, 1980 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн (хальхи вӑхӑтра университет) пуҫламӑш шкул вӗрентекенӗсене хатӗрлекен факультета вӗренсе пӗтернӗ. Аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн пуҫламӑш шкул вӗрентекенӗ пулса 11 ҫул ӗҫленӗ (1980–1991), ҫав шутра 9 ҫул Шупашкарти 43-мӗш вӑтам шкулта вырӑсла калаҫакан ачасене чӑваш чӗлхине вӗрентнӗ[3].
1991–1993 ҫулсенче Чӑваш Республикинчи вӗрентекенсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра шкулчченхи воспитанипе пуҫламӑш вӗрентӳ теорийӗпе меслетлӗхӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ пулса ӗҫленӗ. 1993 ҫултанпа И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӑй хунӑ: малтан чӑваш чӗлхипе литература кафедрин аслӑ преподавателӗ, каярахпа — чӑваш чӗлхи кафедрин доценчӗ пулнӑ.
Ӗҫленӗ хушӑрах аспирантурӑра вӗреннӗ, 1998 ҫулта «Мӗнпур наци ачисем вӗренекен шкулсенчи вӗренекенсен чӑвашла калаҫуне аталантарасси (пуҫламӑш тапхӑрӗнче грамматика енӗпе вӗрентесси)» темӑпа (выр. Развитие чувашской устной речи учащихся школ с многонациональным составом (обучение грамматической стороне говорения на начальном этапе)) кандидат диссертацине хӳтӗленӗ[2].
2004–2010 ҫулсенче чӑваш чӗлхине вӗрентес меслетлӗх кафедрине ертсе пынӑ[3].
Ӑслӑлӑх ӗҫӗсем
В. И. Игнатьевӑн тӗпчев ӗҫӗсен тӗп теми — чӑваш чӗлхине иккӗмӗш чӗлхе евӗр вӗрентмелли меслетлӗх. Ҫак темӑпа вӑл 15 ҫул ытла ӗҫленӗ, ҫав хушӑра вӗрентӳҫӗсемпе шкул ачисем валли 30 ӗҫе яхӑн пичетлесе кӑларнӑ[3].
Шкул кӗнекисем тата монографисем:
- «Чӑваш сӑмахӗ». Вырӑс шкулӗн 2-мӗш класӗнче чӑвашла вӗрентмелли кӗнеке. — Шупашкар, 1993, 1998.
- «Чӑваш сӑмахӗ». Вырӑс шкулӗн 3-мӗш класӗнче чӑвашла вӗрентмелли кӗнеке. — Шупашкар, 1995, 2000.
- «Чӑваш сӑмахӗ». Вырӑс шкулӗн 4-мӗш класӗнче чӑвашла вӗрентмелли кӗнеке. — Шупашкар, 1997, 2003.
- Чӑваш чӗлхи. Тӗрлӗ чӗлхеллӗ шкулӑн вӗренӳ планӗпе ӗҫлекен 1–4 классен программисем. — Шупашкар, 1994.
- Чувашский язык: Справочник для учащихся начальных классов русской школы. — Шупашкар, 1998.
- Учимся говорить по-чувашски.
- Обучение учащихся русской школы грамматической стороне говорения на чувашском языке : монография. — Шупашкар, 2009. — 94 с.
- «Чӑваш сӑмахӗ» кӗнекепе ӗҫлемелли меслет кӑтартӑвӗсем. 1, 2, 3, 4 классем валли. — Шупашкар, 1993, 1994, 1995, 1997, 2001.
Хисепӗсем
Ӑнлантарусем
- ^ Кафедра и лаборатория чувашской филологии(недоступная ссылка — история). Официальный портал органов власти Чувашской Республики.
- ^ 1, 2, 3 Игнатьева, Валентина Ивановна (педагог; 12.10.1956). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Знаменательные даты Чувашии: 12 октября: родилась В.И. Игнатьева. Чувашский государственный институт гуманитарных наук (12 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Валентина Ивановна Игнатьевӑна каҫалӑкпа саламлатпӑр! ЧГПУ им. И. Я. Яковлева. Архивланӑ 2011 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.
Вуламалли
- Артемьева, Т. В. Хастар педагог, пултаруллӑ тӗпчевҫӗ / Т. В. Артемьева // Халӑх шкулӗ = Народная школа. — 2006. — № 4-5. — С. 98.
- Денисова, Т. В. Паллӑ меслетҫӗ, пултаруллӑ педагог / Т. В. Денисова // Халӑх шкулӗ = Народная школа. — 2011. — № 5. — С. 63.
- Игнатьева Валентина Ивановна // Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем : биобиблиографи указателӗ. — Шупашкар, 2006. — С. 108-109.
- Осипов, Н. Яланах шыравра / Н. Осипов // Хыпар. — 2006. — 24 юпа. — С. 4 ; Педвузовец. — 2006. — 30 окт. (№ 14). — С. 3.
- Игнатьева Валентина Ивановна // Преподаватели Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева (2011-2015). — Чебоксары, 2015. — С. 53.
- Игнатьева Валентина Ивановна // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. — Чебоксары, 2005. — С. 141.
- Игнатьева Валентина Ивановна // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. — Чебоксары, 2010. — С. 170.