Игнатьева Нина Захаровна

Игнатьева Нина Захаровна (ҫур. 1939 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, Шоркка, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — ӗҫ ветеранӗ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Шорккари пуҫламӑш шкулта, Ҫатра-Хачахматри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта пӗлӳ илнӗ[1].

15 ҫула ҫитсенех ӗҫе кӳленнӗ[2]. 1954–1960 ҫулсенче Шупашкар районӗнчи «Победа» колхозра ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн 24 ҫул хушши, 1984 ҫулччен КПСС XXIV пухӑвӗн ячӗллӗ Шупашкарти агрегат савутӗнче тӑрмашнӑ. Малтан термист пулса ӗҫленӗ, кайран — термистсен бригадирӗ пулнӑ[1].

Тивӗҫлӗ канӑва тухсан фольклор тӑван ялӗнчи фольклор ансамбльне хутшӑннӑ.

2010 ҫулта Нина Захаровна вӑрмана кайса мӑйӑр пуҫтарнӑ, ӑна сутса киле валли шӗвек кристаллӑ телевизор туяннӑ[2].

Хисепӗсем

Нина Захаровна медальсемпе орденсене тата хисеп хучӗсене тивӗҫ пулнӑ[3]:

  • Ӗҫ мухтавӗн орденӗн III степенӗ (1976);
  • «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медаль (1971);
  • «Ӗҫ ветеранӗ» медаль (1984);
  • КПСС обкомӗн тата Чӑваш АССРӗн Министрсен Канашӗн хисеп хучӗсем (1980);
  • «Коммунистла ӗҫӗн ударникӗ» паллӑ (1965);
  • «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи» паллӑ (1980);
  • КПСС XXIV пухӑвӗн ячӗллӗ Шупашкарти агрегат савучӗн ветеранӗ (1982).

Ҫемье

Виҫӗ ача пӑхса ӳстернӗ. Владимир ятли Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ. Аманнӑ хыҫҫӑн тӑван киле таврӑннӑ (каярахпа чӗре чирне пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 185. — 505 с.
  2. ^ 1, 2 https://chebs.cap.ru/news/2011/03/22/vstrecha-s-veteranom-truda-v-biblioteke
  3. ^ http://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/2273.html

Вуламалли

  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 185. — 505 с.