Иена
Ӳкерчĕк:JPY coin2.JPG
Вак укçасем: 1, 5, 10, 50, 100 тата 500 иен.
Ие́на (яп. 円?) — Япони укçи, тĕнчери резерв валютисенчен пĕри Америка долларĕпе евро хыççăн. Çĕршывсем хушши кочĕ: JPY, латин символĕ — ¥, Японинче хаксене 円 иероглифпа палăртаççĕ.
Кун-çулĕ
Иенăна 1871-мĕш çулта, Мейджи реставрацийĕ хыççăн, Эдо тапхăрĕнчи кăткăс укçа системи вырăнне хута кĕртнĕ. Çав системăра пĕр вăхăтрах ылтăн, кĕмĕл, пăхăр тата хут укçасем çӳренĕ, çитменнине тĕп правительствăн кăна мар, тата 244 уйрăм княжествăн (обан, кобан, рё). Тата пайлă укçасем те кĕртнĕ: сэн (яп. 銭) = иенăн 1/100 , рин (яп. 厘) = иенăн 1/1000. Сенпа рин 1954-мĕш çулта çӳретме пăрахнă. Иенăн ылтăн стандарчĕ пулнă: 1 иена = 1,5 г ылтăн. Впоследствии Каярах Япони экономика тытăмне кура ылтăн стандарта темиçе хут пăрахăçланă е çĕнĕрен кĕртне.
Иена ячĕ укçан формипе çыхăннă — «эн» япунла "çаврака тенине пĕлтерет. Маларах пулнă укçасем тăрăхла, тăваткĕтеслĕ е паллă мар формăллă ылтăн е кĕмĕл татăкесем пулнă. Иенан тата авалхи, хисеплекен иероглиф — 圓 пур.
Тĕнчере йышăннă валюта статусне иена 1953-мĕш çулх çу уйăхĕн 11-мĕшĕче илнĕ, ун чухне МВФ ун паритетене 2,5 мг ылтăнпа çирĕплетнĕ.
2000-мĕш çулта 8-мĕш Экономика Саммичĕ умĕн Е серине хута кĕртнĕ. Ку серинче 2000 иена номиналлă хут укçасем кăларнă.
2004-мĕш çулта F сериллĕ 10 000, 5000 тата 1000 иен номиналлăă хут укççа кăларнă, вĕсем D серие ылмаштарнă. Ку укçасене чи çĕнĕ технологисене усă курса пичетленĕ.
Иена - резерв валюти
Япони иени резерв валюти вырăнне нумай вунăçуллăх хушинче усă курнă, ççавах юлашки çулсенче ăна усă курни чакать.
Японин 47 префектурине асăннă вак укçасем
Ӳкерчĕк:Japan Commemorative 500 Yen coin-Niigata prefecture.jpg
500 иен - Японин 47 префектури программи — Ниигата префектури
Япони автономин 60 çулне асăнса 2008-мĕш çултан 2 сери метал укçа тухать. Вĕсен малти енĕ пĕр пек, хыçалти вара уйрă лса тăрать.
500 иен номиналлă тимĕр укçа
Паянхи куна 16 биметал асăнмалли укçа кăларнă. Шăранчăкĕн хутăшĕ: пăхăр 72 %, цинк 20 %, Никĕль 8 %. Диаметр: 26,5 мм. Тиражĕ: 1,830,000 пуçласа 2,100,000 таран[1].
| Монеты 2008 года | ||
|---|---|---|
| Хоккайдо | Киото | Шимане |
| Монеты 2009 года | |||
|---|---|---|---|
| Нагано | Ниигата | Ибараки | Нара |
1000 иен номиналлă тимĕр укçа
Паянхи куна 16 кĕмĕл асăнмалли укçа кăларнă:
- диаметр — 40 мм,
- йывăрăшĕ — 31,1 г,
- тираж — 100 000 штук[1].
Режим валютного курса
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Japan 47 Prefectures Coin Program (англ.). сайт www.pametni-mince.info. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
Каççăсем
- Банк Японии(яп.)(акăлч.)
- Йена японская (выр.). — Йена и ее курс к основным валютам: статистика, графики, тенденции. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ.
- Курс валюты (выр.). — текущий курс валюты, таблица и график истории его изменения. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ.
- История японской валюты 2010 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)
Шаблон:Standard numismatics external links
- Каталог монет: монеты Японии (выр.). — каталог и галерея. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ.
- Монеты Японии (выр.). — каталог и галерея. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗ.
- Creounity Машина Времени — Япония (выр.). — конвертер дат на монетах Японии. Описание. Примеры. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.