Ион Шеремет
Ион Шеремет (паспорчĕпе Васильев) (1969 çул, Кĕçĕн Шемертен ялĕ, Етӗрне районӗ, Чăваш АССР) — чăваш çыравçи.
Пурнăçĕ
Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Шемертен ялĕнче çуралнă, ачалăхĕ çав районти Автанçырми ялĕнче тата Шупашкарта иртнĕ.
Хальхи вăхăтра Шеремет — «Chuvash.ru» портал хуçи тата администраторĕ.
Ĕçĕсем
Шупашкарта пуçласа «Техника съема» эссепе 1990 çулта чапа тухнӑ, унта вăл, хăй пурнăçĕнчи юрату çыхăнăвĕсене тишкерсе, хĕрарăмсемпе мĕнле паллашса çывăхланмаллине çырса кăтартнă.
Хăй çырнисĕр пуçне, Шеремет хăй те литература паттăрĕ пулса тăнă (ун пирки Владимир Степанов постмодернист çыравçă 2 томлă «Эфемероптера каçĕ» роман [1]-ра çырса кăларнă), «Аван-и» хаçатра 1992 çулта пичетленнĕ.
Вуламалли
Владимир Степанов, «Эфемероптера каçĕ» роман.