Аван-и (хаçат)

«Аван-и» (кĕскен, А-И")[2] — чăваш çамрăкĕсен Шупашкарта 1990—1994 çулсенче тухса тăнă контркультура хаçачĕ. «Чăвашъен» хаçатăн 1993 çулхи рейтингĕпе, «Аван-и» Чăваш Енре чи нумай цитатăланакан тата чи нумай тавлаштаран хаçат пулнă.

Тиражĕ тĕрлĕ вăхăтра 5-25 пин экземпляр пулнă. Укçапа сапланма май çуккипе хупăннă.

Хаçатăн дизайнĕпе калăплас ĕç-пуçне Ион Шеремет йĕркелесе пынă, бильд-редакторĕн ĕçне Геннадий Орков туса пынă.

Кунçул

Малтан икĕ эрнере пĕр хут, каярах эрнере пĕрре тухса тăнă, хăйне чăваш çамрăкĕсен хаçачĕ пек палартнă. Йĕркелевçĕ тата кăлараканĕ Борис Чиндыков çыравçă пулнă, патшалăхран ирĕклĕ хаçат шутланнă. Авторĕсем хушшинче Атнер Хусанкай, Владимир Степанов, Владимир Корсаков, Мăрчак Кули, Ула Тимĕр тата ыттисем пулнă.

«Аван-и» хаçата тăтăшах латин шрифчĕпе усă курнăшăн тата «порнографишĕн» тапăннă.

Çавăн пекех

Вуламалли

Ӑнлантарусем

  1. ^ ГУ «Архивы Чувашии». Календарь знаменательных и памятных дат на 2010 год. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
  2. ^ «Аван-и?» — тĕл пулсан чăвашла пĕр пĕрне ырă сунни, выр. (всё ли) хорошо?», акăл. Are you O.K.?