Иранти донорсен наци кунӗ
Уяв |
Донорӑн наци кунӗ (Иран) (перс. روز اهدای خون در ایران, Ruz-e ehda-ye khun dar Iran) — кашни ҫул Иранра утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче (Иран календарӗпе 9 мордад) паллӑ тӑвакан уяв[1].
Уяв кун-ҫулӗ
1974 ҫулта (Иран календарӗпе 1353 ҫул) ҫӗршыври донорсен юнӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва йӗркене кӗртес, ҫавӑн пекех донорлӑх культурине ӳстерес тата кирлӗ ҫынсене (уйрӑмах талессемипе, гемофилипе тата лейкемипе аптӑракансене) юнпа тата унӑн компоненчӗсемпе хӑрушсӑр тата тӳлевсӗр тивӗҫтерес тӗллевпе Иранра юн яракан Организацие (перс. سازمان انتقال خون Sazman-e enteqal-e khun) туса хунӑ. Ҫавӑнтанпа кашни ҫул утӑн 31-мӗшӗнче ҫак организацие никӗсленӗ куна уявлаҫҫӗ, ӑна «Донорсен наци кунӗ» тесе ят панӑ[2].
Юн яракан организацин хӑй ҫине илнӗ тивӗҫсем
Юн яракан организаци хӑй ирӗкӗпе ӗҫлекен донор пулма килӗшнисен юнне илессипе, чирлисемпе аманнисен пурнӑҫне ҫӑлма юн хатӗрлессипе, больницӑсенче мобильлӗ е ялан ӗҫлекен база е юн хатӗрлекен пункт йӗркелессипе, кирлӗ чухне донорлӑх ӗҫне агитацилессипе, донор юнне тата унӑн компоненчӗсене ҫӗршыври медицина центрӗсемпе больницӑсем тӑрӑх валеҫессипе ӗҫлет. Ҫак организаци — юнпа тата унӑн компоненчӗсемпе Иранри больницӑсене тата медицина центрӗсене тивӗҫтерекен пӗртен-пӗр организаци[2].
Юн яракан организацин тӗллевӗсем
Организаци тӗллевӗсем — пациентсене пӑхма хутшӑнасси, ҫителӗклӗ таран сывӑ юнпа тивӗҫтересси, хӑйсен ирӗкӗпе донор пулма килӗшекенсен шутне ӳстересси, юн янипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пулсан больницӑсемпе пӗрле ӗҫлесси, юн яракан центрсен шутне ӳстересси[2].
Иранри донорлӑх пирки пӗтӗмӗшле информаци
Иранра юн ярас ӗҫӗн тӗп тӗллевӗ — чирлисене тата кирлӗ ҫынсене тӗнче шайӗнчи стандартсемпе килӗшӳллӗн сывӑ юнпа тата унӑн компоненчӗсемпе тивӗҫтересси, тата ҫавӑн пекех трансфузи медицинине аталантарасси. Иранра донорлӑх ӗҫне халӑхӑн 52 % таран хутшӑнать, вӗсенчен 95 % — арҫынсем, юлнисенчен 5 % ҫеҫ — хӗрарӑмсем[3].
Специалистсен шучӗпе, 18 ҫултан пуҫласа 65 ҫулчченхи кашни ҫитӗннӗ ҫын, унӑн вӑтам йывӑрӑш виҫи 50 кг пулсан хӑйӗн сывлӑхне хавшатмасӑр 250 мл юнран пуҫласа 450 мл таран пама пултарать. Ҫав вӑхӑтрах донорсем хӑйсен сывлӑхне кӑна мар лайӑхлатаҫҫӗ, кунсӑр пуҫне вӗсем ытти ҫынсен пурнӑҫне те ҫӑлма пултараҫҫӗ. Кашни сывӑ ҫын ҫулталӑкра 4 хутчен, икӗ уйӑхра пӗрре юн пама пултарать. Юн донорлӑхӗ хӑй ирӗкӗпе юн пама килнисен хушшинче юнра аталаннӑ чире тупса палӑртмалли чи тухӑҫлӑ мелсенчен пӗри шутланать[2].
Иранри донор юнӗпе тата унӑн компоненчӗсемпе тӗпрен ҫаксем усӑ кураҫҫӗ: талассемипе тата гемофилипе аптӑракан чирлӗ ҫынсем; диализмпа сипленекен чирлӗ ҫынсем; пысӑк операцие хатӗрленекен ҫынсем; геморраги чирӗпе нушаланакан ҫынсем; амӑшӗн тата хырӑмри ачан юнӗ килӗшсе тӑманнине сарӑ чир аталланнипе аптӑракан тин ҫуралнӑ пепкесем; органсене куҫарса лартнӑ хыҫҫӑн е вӑйлӑ пиҫсе кайнинчен сывалакан ҫынсем; усал шыҫӑпа аптӑракансем, уйрӑмах химиотерапипе сипленекен тапхӑрти чирлӗ ҫынсем[2].
Иранра Рамадан сӑваплӑ уйӑх иртнӗ чухне донорлӑх шайӗ ӳкет. Ҫакӑ Иранри халӑх типпе ҫирӗп пӑхӑннипе ҫыхӑннӑ, вӑл вӑхӑтра хӗвел аниччен апат ҫиме юрамасть[4].
Ӑнлантарусем
- ^ مرداد. çăлкуçран архивланă 6 Юпа уйӑхӗн 2015. Тĕрĕсленĕ 24 Юпа уйӑхӗн 2018.
- ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 روز اهدای خون (fa). آسمونی. — День донора крови. çăлкуçран архивланă 12 Ҫӗртме уйӑхӗн 2015.
- ^ مشکلات اهدای خون پابرجاست (fa). çăлкуçран архивланă 12 Юпа уйӑхӗн 2017. Тĕрĕсленĕ 8 Ҫӗртме уйӑхӗн 2018.
- ^ کاهش۳۰ درصدی اهدای خون در کردستان (fa). çăлкуçран архивланă 12 Ҫӗртме уйӑхӗн 2018. Тĕрĕсленĕ 8 Ҫӗртме уйӑхӗн 2018.