Раматан

Раматан(арап. رَمَضَان [ra.ma.dˤaːn] е Рамазан (туркк. Ramazan [ɾɑmɑˈzɑn]; выр. Рамадан) — мӑсӑльман календарӗн тӑххӑрмӗш уйӑхӗ. Вӑл — исламри пилӗк столпран пӗри шутланакан типӗ вӑхӑчӗн сӑваплӑ уйӑхӗ. Ҫак уйӑхра мӑсӑльмансем иртен пуҫласа хӗвел аниччен апат ҫимеҫҫӗ, ӗҫмеҫҫӗ, пирус туртмаҫҫӗ, ар хутшӑнӑвне кӗмеҫҫӗ тата ислам моралӗн нормисене хирӗҫлекен ытти япаларан тытӑнса тӑраҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫе тата ӗҫмелли шӗвексене талӑкра икӗ хутчен ӑша яраҫҫӗ: хӗвел тухиччен (фаджр) тата хӗвел аннӑ хыҫҫӑн (магриб).

Уйӑх пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ

Ислам календарӗн ытти уйӑхӗсем пекех, Раматан ҫӗнӗ уйӑх хыҫҫӑн ҫӗнӗ ҫур уйӑх (хиляль) тухнипе пуҫланать тата вӗҫленет[1]. Уйӑх 29 е 30 куна, уйӑх циклне кура, тӑсӑлать. Уйӑх ҫулӗ Григориан календарӗнчен кӗскерех пулнӑран Раматан кашни ҫулах 10-12 кун маларах ҫитет, 33 ҫулти цикл хушшинче ҫулталӑкӑн пур вӑхӑне те лекет.

2026 ҫулта Раматан уйӑхӗ пуҫланнине нарӑсӑн 18-мӗшӗнче хӗвел ансан пуҫланать, пушӑн 19-мӗшӗнче каҫхине вӗҫленет[2] (тӗрлӗ ҫӗршывра уйӑха сӑнаса тӑмалли меслетекура тӗп-тӗрӗс датӑсем кӑштах урӑхларах пулма пултараҫҫӗ).

Тӗн пӗлтерӗшӗ

Раматанри типӗ ӳте тата чуна тасатмалли вӑхӑт пек тарӑн тӗн пӗлтерӗшлӗ, вӑл апатланури чарусемпе кӑна ҫырлахмасть. Анлӑ пӗлтерӗшре типӗ тытни — кирек мӗнле усал шухӑшран, суяран, элекрен пӑрӑнни. Коранра ҫак предписани пирки ҫапла каланӑ пек:

«Раматан уйӑхӗ, ун чухне Корана ҫынсем валли ертсе пыма, тӳрӗ ҫул уйрӑмлӑхне ӑнлантарса пама янӑ, — акӑ сирӗнтен хӑшӗ ҫак уйӑха тӗл пулать тӗк ӑна типӗ тытса ирттертӗр, хӑшӗ чирлӗ е ҫул ҫинче пулсан — ытти кун. Аллах сире йывӑрлӑх мар, ҫӑмӑллӑх парасшӑн, Вӑл сире ертсе тухнӑшӑн Аллаха вӗҫлесе асла кӑларттарасшӑн — тен, эсир тав тӑвӑр!» . (Сура 2 «аль-Бáкара», аят 183)

Мухаммад пророк ҫапла каланӑ: Раматанра Турӑ пулӑшасса шанса тӳрӗ чунран типӗ тытакан ҫыннӑн тахҫанхт йӑнӑшӗсемпе ҫылӑхӗсем каҫаҫҫӗ[3]. Ҫак уйӑхра ҫӑтмах алӑкӗсем уҫӑлаҫҫӗ, тамӑк алӑкӗсем хупӑнаҫҫӗ, усал вӑйсене вара (шуйттансене) сӑнчӑрпа ҫыхса лартаҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ[4].

Типӗ тытнин тӗп тӗллевӗ — Турӑран хӑрас туйӑма (таквá) тупни тата тӗн тӗлӗшӗнчен ӳсни.

Уйӑх практикисем

Раматанра мӑсӑльман кунӗ йӗрки кӗлӗсемпе апатлану ритмне пӑхӑнать:

  1. Сухур — тул ҫутӑлас умӗнхи апатлану. Хӑш-пӗр ҫӗршывра ҫынсем ҫак апатлануран ҫывӑрса ан юлччӑр тесе вӗсене ҫав вӑхӑтра параппанпа е шӑнкӑравпа вӑратаҫҫӗ. «Сирӗн умӑрта шуҫӑмра шурӑ ҫиппе хура ҫип уйрӑлса тӑма пуҫличчен» апатланма юрать (Коран, Сура 2 «аль-Бáкара», аят 187). Пророк шуҫӑмччен тӑрса апатланма сӗннӗ, кунта уйрӑм ырлӑх пуррине каланӑ[5].
  2. Кӑнтӑрла ҫименни — типӗре юраман мӗн пур япаларан пӑрӑнни (ният).
  3. Ифтар — хӗвел ансан пӗрремӗш каҫхи апат (магриб кӗлӗ хыҫҫӑн). Сунне тӑрӑх (Мухаммад пророк тӗслӗхӗпе), ифтар финиксемпе шывран пуҫланать[6].

Пӗрремӗш хут апатланнӑ чухне дуа (йӑлӑнни) каламалла:

«Ӑш хыпни иртрӗ, юн тымарӗсем тулчӗҫ, Аллах ирӗкӗпе ырлӑх ҫитрӗ»[7].

Раҫҫейре нарӑс-пуш уйӑхӗсенче кун ҫути майӗпен вӑрӑмланса пырать. Ҫавӑнпа сӑваплӑ уйӑхри кашни кун сухура вӑхӑчӗ 2-3 минут маларах пуҫланать, ифтар вӑхӑчӗ вара 2-3 минут каярах килет. Ӗненекенсем вӑхӑтпа ан арпашӑнччӑр тесе кашни хула тата сехет поясӗ валли уйӑх валли ятарлӑ расписани пичетлеҫҫӗ[8].

4. Таравих (арап. تَرَاوِيحَ — тӑхтав, кану, канса илни) — мечӗтре ушкӑнпа тумалли каҫхи хушма кӗлӗ. Уйӑх тӑршшӗпе ҫак кӗлӗсенче пӗтӗм Корана вуласа тухма тӑрӑшаҫҫӗ[9].

Ляйлят аль-Кадр (Палӑртса хунӑ каҫ)

Раматанӑн юлашки вунӑ каҫӗсенчен пӗри уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ шутланать: Палӑртса хунӑ каҫ е Хӑватлӑх каҫӗ). Палӑртса хунӑ каҫ (Ля́йлят аль-Кадр, арап. لَيْلَةِ الْقَدْر) уйрӑмах хисепре, вӑл уйӑхӑн юлашки декадин мӑшӑрсӑр пӗр каҫне лекет[10]. Шӑпах ҫак каҫ, ислам тӗнне вӗрентнипе килӗшӳллӗн, 610 ҫулта Мухаммад пророка Джибриль (Гавриил) пирӗшти урлӑ Коран янӑ[11]. Каҫӑн тӗп-тӗрӗс датине каламан, анчах та ӗненекенсенчен нумайӑшӗ ӑна уйӑхӑн юлашки декадинчи мӑшӑрсӑр каҫсен шутне кӗртет (21, 23, 25, 27 е 29-мӗш каҫ)[12].

Коранра ҫак каҫ пирки каланӑ:

Чӑн та, Эпир ӑна (Коран) малтанах палӑртса хунӑ каҫ янӑ. Эсӗ палӑртса хунӑ каҫ мӗн иккене ӑҫтан пӗлме пултарнӑ? Палӑртса хунӑ каҫ пин-пин уйахран лайӑхрах. Ҫак каҫ ангелсем тата Дух (Джибриль) Турӑ ирӗкӗпе анаҫҫӗ. Вӑл шуҫӑм киличченех ырлӑхлӑ[13]

.

Ҫав каҫ ӗненекенсем хушма кӗлӗсем тӑваҫҫӗ, Коран вулаҫҫӗ, ҫылӑхсемшӗн каҫарма ыйтаҫҫӗ, мӗншӗн тесен шӑпах ҫавӑн чухне ҫак ҫула шӑпасем татӑлаҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ[14].

2026 ҫулта Палӑртса хунӑ каҫ уйӑхӑн юлашки декадинче мӑшӑрсӑр кунсенчен пӗринче пулӗ (пушӑн 11-19-мӗшӗсенелле)[15].

Юлашки вунӑ кун тата итикаф

Раматанӑн юлашки вунӑ кунӗсем чи тивлетлисем шутланаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Мухаммад пророк ун чухне вӑйлӑ пуҫҫапнӑ, кӗлтунӑ[16]. Ҫак вӑхӑтра чылай мӑсӑльман итикаф — мечӗтри тӗн улахӗ, пӗччен пулни — тума ӑнтӑлать[17].

Пророк арӑмӗ Аиша арӑмӗ каланӑ тӑрӑх, юлашки вунӑ кунсенче пророк яланах мечӗтре пулнӑ, унтан тухман, вӑл вилсен унӑн арӑмӗсем те ҫаплах тунӑ[18]. Ҫав вӑхӑтра чылай мӑсӑльман итикаф — мечӗтри тӗн улахӗ — тума тӑрӑшать, пӗтӗм вӑхӑта кӗлтӑвассине, Коран вулассине, шухӑшлассине халаллать, мечӗтрен питӗ кирлӗ пулсан кӑна тухать.

Типӗ тытнине мӗн пӑсмасть

Ислам прави (фикх) ҫӑмӑллӑхсем парать, типӗре хӑш ӗҫсем типӗ тытнине пӑсманнине ӑнлантарса парать. Вӗсен шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ:

  • Шутламасӑр (манӑҫа тухнипе) апатланни е ӗҫни. «Кам та пулин типӗ вӑхӑтӗнче манса кайнипе ҫиет е ӗҫет пулсан малалла та типӗ тыттӑр: ӑна Аллах апат ҫитернӗ, ӗҫтернӗ»[19].
  • Инъекцисем (уколсем), юн парасси, юн ярасси (хиджама). Ибн Аббас (Аллах унпа кӑмӑллӑ пултӑр) ҫапла каланӑ тесе пӗлтереҫҫӗ: «Типӗ тытаканӑн юн яма ирӗк пур»[20]>.
  • Шыва кӗни, анчах шыв ҫӑвар е сӑмса витӗр шала лекмест пулсан.
  • Упӑшкипе арӑмӗ чуптуни, ачашланни, анчах вӑрлӑх тухман, партнерӑн сурчӑкне ҫӑтман пулсан. Аиша, Аллах унпа кӑмӑллӑ пултӑр, ҫапла пӗлтернӗ: «Типӗ вӑхӑтӗнче Пророк час-часах хӑйӗн арӑмӗсене ыталаса чуптунӑ, ҫапах та вӑл хӑйне кирек камран та лайӑхрах алӑра тӑнӑ»[21].
  • Мисвакпа[22] е шӑл щеткипе шӑл тасатни (анчах пастӑна ҫӑтса яман пулсан). «Енчен те ку ман общинӑри ҫынсемшӗн йывӑр пулман пулсан, эпӗ вӗсене кашни кӗлӗ умӗн шӑл тасатма хушаттӑм»[23]. Ҫак предписани типӗ тытакансемшӗн пӑрахӑҫа тухман.
  • Харпӑр хӑйсен сурчӑкне е манкине ҫӑтни, ирӗксӗр хӑсни[24].
  • Сурьмӑпа тата ырӑ шӑршӑллӑ япаласемпе усӑ курни[25].

Кама типӗрен хӑтараҫҫӗ

Типпе ӗҫлеме пултаракан ҫул ҫитнӗ мӑсӑльмансен тытмалла[26]. Ҫак категорие кӗрекен ҫынсен типӗ тытмасан та юрать:

  • Чирлисем тата ҫула тухнисем (ҫул 90 ҫухрӑм ытла пулсан) — вӗсен сиктернӗ кунсене каярахпа тултармалла (каза). Ҫакна 185-мӗш аятра палӑртнӑ: «Кам та пулин чирлӗ е ҫул ҫинче пулсан, урӑх вӑхӑтсенче ҫавӑн чухлӗ типӗ тыттӑр»[27].
  • Ача кӗтекен тата кӑкӑр ӗмӗртекен хӗрарӑмсем, ҫавӑн пекех уйӑх хушши килнӗ тата ача ҫуратнӑ хыҫҫӑнхи тасалу тапхӑрӗнчи хӗрарӑмсем. Вӗсем те сиктернӗ кунсене каярах татаҫҫӗ[28]. Ача кӗтекен тата кӑкӑр ӗмӗртекен хӗрарӑмсемшӗн ҫӑмӑллӑх пур: вӗсем хӑйсемшӗн е ачашӑн шикленеҫҫӗ пулсан кайран кунсене саплаштармасӑр типӗ тытмасан та пултараҫҫӗ[29].
  • Ватӑ тата сипленмен чирпе нушаланакан ҫынсем, ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен типӗ тытайманнисем. Вӗсен кашни сиктерсе хӑварнӑ куншӑн пӗр чухӑна (фидья) тӑрантарма тивӗҫ[30][31].
  • Психика тӗлӗшӗнчен чирлӗ ҫынсем, хӑйсем мӗн тунине ӑнланманнисем[26].

Типӗ вӗҫӗ — Ид аль-Фитр (Ураза-байрам)

Раматан уйӑхӗ исламӑн икӗ тӗп уявӗнчен пӗринпе вӗҫленет — Ид аль-Фитр (типӗ вӗҫленнӗ уяв, арап. عِيدُ الْفِطْرِ, тюрк. Ураза-байрам). Пророк типӗ тытаканӑн икӗ савӑнӑҫ пулнине каланӑ: разговени чухнехи савӑнӑҫ тата вӑл хӑйӗн Туррине тӗл пулнӑ чухнехи савӑнӑҫ[32].

2026 ҫулта уйӑх вӗҫӗ тата уяв пуҫламӑше пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче каҫхине пулать, хӑй уяв кунӗ пуш уйӑхӗн 20-мӗшне лекет[33]. Уяв кунӗнче мӑсӑльмансем ушкӑнпа уяв кӗлли (намаз) тӑваҫҫӗ, ыйткалакансене параҫҫӗ (закят аль-фитр), чи лайӑх тумтир тӑхӑнаҫҫӗ, хӑнана ҫӳреҫҫӗ, парнесем параҫҫӗ тата масар ҫине кайса вилнисене асӑнаҫҫӗ[34].

Закят аль-Фитр

Закят аль-фитр (арап. زَكاةُ الفِطْرِ )— ыйкалакана пани, ӑна Ураза-байрам уявӗ пуҫланиччен нушаллисене парса ӗлкӗрмелле. Закят аль-фитр тӳлевӗ мӑсӑльмансемшӗн обязательнӑй ӗҫ (ваджиб) шутланать[35].

Ҫемье пуҫӗ хӑйӗн хӳттинчен пурӑнакансемшӗн пуриншӗн те закят аль-фитр тӳлет[36]. Тӳлев тӗллевӗ — типӗ вӑхӑтӗнчи уйӑхра тума пултарнӑ йӑнӑшсемшӗн тата ҫитменлӗхсемшӗн каҫарттарасси (каффара), ҫавӑн пекех чухӑнсене уява тивӗҫлипе кӗтсе илме пулӑшасси[37].

Виҫи тата форми. Закят аль-фитра апат-ҫимӗҫпе е укҫапа тӳлеме пулать. Чи пӗчӗк виҫе: ҫав тӑрӑхра анлӑ сарӑлнӑ 2-3 ктлограма яхӑн (пӗр са’)апат-ҫимӗҫ: финик, урпа, рис. Тӗрлӗ ҫӗршывра кашни ҫулах ҫак пулӑшӑвӑн укҫа эквивалентне палӑртаҫҫӗ.

Раҫҫей мӑсӑлманӗсен тӗн Управленийӗн даннӑйӗ тӑрӑх, 2026 ҫулта пулӑшмалли ҫак суммӑсене сӗннӗ: сахал тупӑшлӑ ҫынсем валли — 250 тенкӗ, вӑтам тупӑшлӑ ҫынсем валли — 800 тенкӗ, ӗненекен пуян ҫынсем валли — 1300 тенкӗрен пуҫласа[38].

Кунсӑр пуҫне, витӗмлӗ сӑлтавсене пула (тӗслӗхрен, чирленине е ҫулӗсене кура) типӗ тытайман ҫынсем валли каҫарттармалли пулӑшу кӳни пур — фидья-садака. Раҫҫейре унӑн сӗннӗ сумми 400 тенкӗпе танлашать, ҫапах та сумма ҫын кунне апатлану валли мӗн чухлӗ тӑкаланине кура пӗчӗкрех е пысӑкрах пулма пултарать. Ҫулсерен обязательнӑй тӳлемелли налук (закят) виҫин чикки (нисаб) 977 500 тенкӗпе танлашать[38].

Ӗненекен ҫын уяв кӗлличчен закят аль-фитр тӳлесе ӗлкӗреймен пулсан, тӳлев тивӗҫӗ сыхланса юлать — ӑна май пулсанах нушаллисене тӳрех памалла[38].

undefined

Раматанри салам сӑмахӗсем

Уйӑх тӑршшӗпе пӗр-пӗрне ҫак сӑмахсемпе саламлама йышӑннӑ:

  • Рамадан Мубарак (арап. رَمَضَان مُبَارك) — «Благословенного Рамадана!»
  • Рамадан Карим (арап. رَمَضَانٌ كَرِيمٌ) — «Щедрого Рамадана!»
  • Такаббаль Аллах (арап. تَقَبَّلَ اللَّهُ) — "Да примет Аллах (ваши молитвы и добрые дела)!

Ӑнлантарусем

  1. ^ Пост месяца Рамадан (выр.). www.muslim.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  2. ^ Совет улемов ДУМ РФ уточнил даты начала и конца рамадана и определил размеры закят уль-фитр и искупительной милостыни (выр.). dumrf.ru (27 кӑрлачӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  3. ^ 1219. Тому, кто во время рамадана будет поститься с верой и надеждой на награду Аллаха, простятся его прежние грехи | Иснад. isnad.link. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  4. ^ 1220. Когда наступает рамадан, врата рая открываются, врата ада закрываются, а на шайтанов накладывают оковы | Иснад. isnad.link. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  5. ^ Сухур и ифтар (утренний и вечерний прием пищи) (англ.). umma.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  6. ^ Абу Дауд. Сунан Абу Дауда. Хадис № 2356(ар.) // Хадисы пророка Мухаммада.
  7. ^ Абу Дауд. Сунан Абу Дауда. Хадис № 2357(ар.) // Хадисы пророка Мухаммада.
  8. ^ Время намаза (сухура, ифтара) на Рамадан 2026: Москва (выр.). 5namaz.com.
  9. ^ Энциклопедия намаза - Исламский сайт Azan.ru - Иман, Ислам, Ихсан. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  10. ^ Zeidan, Adam. Laylat al-Qadr. Encyclopedia Britannica. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  11. ^ Коран. Сура 97 «Аль-Кадр» (Могущество), аяты 1–5. Umma.ru.
  12. ^ Сахих аль-Бухари. Хадис № 2017. Isnad.link.
  13. ^ Коран Сура 97 "аль-Кадр", аяты 1-5(ар.).
  14. ^ ДУМ РФ. Ночь Могущества и Предопределения в Коране(паллӑ мар). «Мусульмане России» — Dumrf.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  15. ^ Мусульманские праздники и знаменательные события в 2026 году. Muslim.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  16. ^ Сахих аль-Бухари. Хадис № 2026. Isnad.link.
  17. ^ . — ICAN Sama-O-Basr Publications.
  18. ^ Аль-Бухари. Сахих аль-Бухари. Хадис № 2026(ар.) // Хадисы пророка Мухаммада.
  19. ^ Правильное питание: пост в Исламе (2018-12-26). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  20. ^ AR-RAD. 645. Хиджама (кровопускание) и донорство во время поста (2024-03-31). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  21. ^ Поцелуи и объятия в пост (англ.). umma.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  22. ^ Аль-Кардави, Ю. Фатава му‘асыра. В 2 т. — аль-Калям, 1996. — Т. 1. — С. 329.
  23. ^ Аль-Бухари. Сахих аль-Бухари. Хадис № 887(ар.) // Хадисы пророка Мухаммада.
  24. ^ Аль-Бухари. Сахих аль-Бухари. Хадис № 2380(ар.) // Хадисы пророка Мухаммада.
  25. ^ Абу Дауд. Сунан Абу Дауда. Хадисы № 2378 и № 2379(ар.) // Хадисы пророка Мухаммада.
  26. ^ 1, 2 Абу Дауд. Сунан Абу Дауда. Хадис № 4403(ар.) // Хадисы пророка Мухаммада.
  27. ^ Коран. Аль-Ба́кара, аят 185.
  28. ^ Беременность и мусульманский пост (англ.). umma.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  29. ^ Абу Дауд. Сунан Абу Дауда. Хадис № 2407(ар.) // Хадисы пророка Мухаммада.
  30. ^ Коран. Сура «аль-Бакара», аят 184.(ар.).
  31. ^ Аль-Бухари. Сахих аль-Бухари. Хадис № 4505(ар.) // Хадисы пророка Мухаммада.
  32. ^ Аль-Бухари. Сахих аль-Бухари. Хадис № 7492(ар.) // Хадисы пророка Мухаммада.
  33. ^ Мусульманские праздники и знаменательные события в 2026 году согласно астрономическим расчетам (русский).
  34. ^ Ураза байрам - великий праздник в Исламе(паллӑ мар). medinaschool.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  35. ^ Аль-Бухари. Сахих аль-Бухари. Хадис № 1503(ар.) // Хадисы пророка Мухаммада.
  36. ^ Абу Дауд. Сунан Абу Дауда. Хадис № 1613(ар.) // Хадисы пророка Мухаммада.
  37. ^ Абу Дауд. Сунан Абу Дауда. Хадис № 1609(ар.) // Хадисы пророка Мухаммада.
  38. ^ 1, 2, 3 ДУМ РФ. Богословское заключение № 1/26. Соблюдение поста в месяц рамадан (2026) (выр.). «Мусульмане России» — Dumrf.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.