Исаева Алевтина Михайловна
Ҫын пирки | |
Исаева Алевтина Михайловна | |
Çуралнă вăхăт | 10.4.1965 (59 ҫулта) |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер |
Исаева Алевтина Михайловна (ака, 10, 1965, Хӗрлӗ Ҫыр, Шупашкар районӗ) — патшалӑх ӗҫченӗ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ[1].
Кун-ҫулӗ
1987 ҫулта Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1995 ҫулта ертӳҫӗсемпе ҫӑмӑл промышленность специалисчӗсен квалификацине ӳстерекен институтӗнче квалификаци ӳстермелли курссенче вӗреннӗ. 2007 ҫулта Хальхи гуманитарлӑ академинче квалификаци ӳстермелли курссенче пӗлӗвне ӳстернӗ.
1987–1988 ҫулсенче Элӗк районӗнчи «Сорминский» совхозра аслӑ инженер-экономист пулса ӗҫленӗ. Кайран Шупашкар районне куҫнӑ: 1988–1989 ҫулсенче Шупашкар районӗн агропромышленность пӗрлешӗвӗн тӳлев енӗпе ертсе пыракан экономист пулнӑ, кайран, 1992–2001 ҫулсенче, Шупашкар районӗн Пенси фончӗн тӗп уполномоченнӑйӗ пулса ӗҫленӗ. 2001 ҫултанпа РФ Пенси Фончӗн Шупашкар районӗнчи управленин начальникӗ[2].
2012–2015 ҫулсенче Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ[2][3].
Шупашкар районӗн депутатсен пухӑвӗн председателӗ пулнӑ.
2009 ҫултанпа «Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсен пӗрлӗхӗн» Шупашкар районӗнчи уйрӑма ертсе пынӑ[4].
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин социаллӑ хӳтлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2004);
- «Раҫҫей профсоюзӗсем 100 ҫул тултарни» юбилейлӑ медаль;
- хисеп хучӗсем.
Ӑнлантарусем
- ^ https://chuvash.er.ru/person/917ed07e-6793-4c1a-bd80-b4e4c83a85e4?ysclid=lzu5o1hry587248297
- ^ 1 тата 2 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. [ред. совет: Г. И. Егоров и др. ; сост. Е. С. Васильева, С. В. Иванова ; науч. ред. Э. И. Патмар] // Энциклопедия Чебоксарского района . — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 193. — 505 с.
- ^ https://ecokygesi.ru/images/diski/2kalendar2018/pages/gos_isaeva.html
- ^ https://tavanen.ru/%D0%B0%D0%BB%D0%B5%D0%B2%D1%82%D0%B8%D0%BD%D0%B0-%D0%B8%D1%81%D0%B0%D0%B5%D0%B2%D0%B0-%D0%BF%D0%B5%D1%80%D0%B5%D1%85%D0%BE%D0%B4%D0%B8%D1%82-%D0%BD%D0%B0-%D0%B4%D0%BE%D0%BB%D0%B6%D0%BD%D0%BE%D1%81
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. [ред. совет: Г. И. Егоров и др. ; сост. Е. С. Васильева, С. В. Иванова ; науч. ред. Э. И. Патмар] // Энциклопедия Чебоксарского района . — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 193. — 505 с.