Йоко Оно
Йоко Оно Леннон, ҫавӑн пекех Йоко Оно (яп. 小野 洋子 Оно Ё:ко?, акăл. Yoko Ono) пек паллӑ (1933 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ, Токио, Япони) — яппун[6] авангард художникӗ, юрӑҫ тата ӳнер ӗҫченӗ, Джон Леннонӑн тӑлӑх арӑмӗ.
Кун-ҫулӗ
Ачалӑхӗ
Йоко хӑйӗн малтанхи виҫӗ ҫулне Исоко Оно амӑшӗпе (ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Ясуда[7]) Токиора ирттернӗ, ҫав вӑхӑтрах ашшӗ, Эйсуке Оно, Сан-Францискора ӗҫлесе пурӑннӑ,унта вӑл Bank of Japan америкӑри уйрӑмра ертсе пыракан ӗҫ вырӑнне йышӑннӑ пулнӑ.
1936 ҫулта Йокопа амӑшӗ ашшӗ патне пурӑнма куҫнӑ, анчах тепӗр ҫултанах вӗсен, ашшӗне банкӑн Нью-Йоркри уйрӑмне куҫарнӑран, Японие таврӑнма тивнӗ. 1940 ҫулта ҫемье тепӗр хут пӗрле пурӑнма тытӑннӑ, анчах каллех нумайлӑха мар — Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫлансан Йокопа амӑшӗ тӑван тӑрӑхне таврӑнма шутланӑ. 1943–1953 ҫулсенче Йоко Гакусюин (Токио) аслӑ шкулӗнче пӗлӳ илнӗ.
1953 ҫулта вӑл Америкӑри Сара Лоуренс колледжне вӗренме кӗнӗ, унта вӑл малашнехи ҫулсенче, опера юрӑҫи пулма ӗметленсе, литературӑпа мусӑка вӗреннӗ.
Карьера пуҫламӑшӗ
1956 ҫулта 23-ри Йоко, ашшӗ-амӑшӗ хирӗҫленине пӑхмасӑр, пултаруллӑ, анчах та чухӑн Тоси Итиянаги композитора тата пианиста качча тухнӑ. Темиҫе ҫултан Нью-Йоркри авангардистсемпе ҫыхӑну тытнӑран Тосине Мерс Каннингемӑн ташӑ труппине репетици пианисчӗ пек ӗҫе илнӗ. Малашнехи ҫулсенче вӑл халӑх кӑмӑлне ҫавӑрма илме хӑтланнӑ, анчах унӑн перфомансӗсем, куравӗсем тата спектаклӗсем ӑнӑҫлӑ пулман, критиксем вара Йоко Онона чӑннипех те пултаруллӑ ҫын тесе йышӑнман, ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пыманнине пула хӗр депрессие кӗрсе ӳкнӗ, темиҫе хут та хӑйӗн ҫине алӑ хума хӑтланнӑ, анчах кашнинчех Тоси ӑна ҫӑлса хӑварма пултарнӑ.
1962 ҫулта хӗр епле пурӑнни пирки ашшӗ-амӑшӗ пӗлнӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна вӑйпах Японие илсе кайнӑ та психиатри клиникисенчен пӗрине вырнаҫтарнӑ[8]. Шӑпах ҫавӑнта ӑна пулас упӑшки — Энтони Кокс — тӗл пулнӑ. Вӑл унӑн пултарулӑхне питӗ кӑмӑлланӑ, мӗн пулса иртнине пӗлсен Йокона шыраса тупас, пулӑшас тӗллевпе вӑл ҫийӗнчех Японие ҫитнӗ. Пульницӑран тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем иккӗшӗ Нью-Йорка таврӑннӑ, Тоня унта Йоко проекчӗсен продюсерӗ пулса тӑнӑ, ҫапла май унӑн пурнӑҫӗ майӗпен майлашӑнса пыма тытӑннӑ. 1963 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗнче вӗсен Кёко Оно Кокс хӗрача ҫуралнӑ[9].
Джон Леннонпа паллашни
1966 ҫулта Тонипе тата Кёкопа пӗрле Лондона хӑйӗн ӳнер ӑсталӑхне халӑх хушшинче сарма килнӗ. Джон Леннон, The Beatles ушкӑнра юрлаканскер, унӑн «Индикат» галерейинче йӗркеленӗ курава Пол Маккартни сӗннипе пынӑ. Каярахпа Джонпа Йоко сарнӑ официаллӑ верси тӑрӑх Джона курав экспоначӗсенчен пӗри питӗ вӑйлӑ тӗлӗнтернӗ: шурӑ стеналлӑ пӳлӗмре пусма тӑнӑ, мачча ҫине вара лупа ҫакса хунӑ. Пусмапа хӑпарсан кураканӑн лупа алла илсе мачча айӗнче ҫакӑнса тӑракан пир ҫинче «Аха» сӑмаха вуламалла пулнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, куракана унта ҫӳле ахалех хӑпарма сӗнекен ултава Леннон сиснӗ, ҫапла пуласса кӗтнӗ, ҫӳле хӑпарсан чӑн та «Аха» тесе ҫырнине вуласан савӑнсах кайнӑ.
Куравра пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Йоко пӗрре мар Джон ун ҫине тимлӗх уйӑртӑр тесе самай тӑрӑшнӑ. Шала лекме сӑлтав тупас тӗллевпе вӑл унӑн Кенвудри ҫурчӗн хапхи умӗнче сехечӗ-сехечӗпе ларнӑ. Пӗррехинче Леннон мӑшӑрӗ Синтия ӑна такси чӗнме ма туса парас тесе кӗртнӗ. Кӑштахран Йоко Леннонсем патӗнче хӑйӗн ҫӗррине манса кайни ҫинчен пӗлтернӗ те Джона хӑратса, укҫа ыйтса ҫырусем ҫырма тытӑннӑ. Ҫак тӗлӗнтермӗш яппун хӗрарӑмӗ пирки ахаль те аптӑраса ҫитнӗ Синтия пӗррехинче Йокоран илнӗ посылкӑна курсан тӗлӗнсех кайнӑ: «Котекс» курупкинче хӗрлӗ сӑрӑпа вараланса пӗтнӗ ҫӗмрӗк чашӑк выртнӑ.
Пӗрлехи пурнӑҫ
Ют ҫынсене студие кӗртмелле мар текен ушкӑнри хут ҫине ҫырса палӑрман правилӑна пӑсса Джон час-часах Йокона The Beatles репетицисене илсе пыма тытӑннӑ. Ҫавна пула ушкӑнри мусӑкҫӑсем хӑйсене аван мар туйнӑ, ушкӑнра хирӗҫӳсем сиксе тухма тапраннӑ[10]. Ҫав вӑхӑтрах Джонпа Йоко хӑйсен пултарулӑхне пӗрле аталантарнӑ. Йоко The Beatles хӑш-пӗр юррисене («Revolution 9», «Birthday», «The Continuing Story of Bungalow Bill») ҫырма хутшӑннӑ. 1969 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Джонпа Йоко Гибралтарта мӑшӑрланнӑ, хӑйсен чап-чап уйӑхне Амстердамра ирттернӗ.
1969 ҫулта вӗсем хӑйсен ушкӑнне йӗркеленӗ, ӑна «Plastic Ono Band» ят панӑ. Малашнехи темиҫе ҫулта вӗсем халӑх кӑмӑлламан, анчах критиксен шухӑшӗпе, авангардлӑ темиҫе проекта пурнӑҫланӑ.
The Beatles саланнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫултан Леннонпа Оно Нью-Йорка пурӑнма куҫнӑ. Наркотиксем упранишӗн айӑпланӑ май нумай вӑхӑт хушши Леннонсем умӗнче Пӗрлешӗннӗ Штатсенчен кӑларса ярас хӑрушлӑх тӑнӑ[8]. Ҫакӑн пирки Йоко питӗ канӑҫсӑрланнӑ, мӗншӗн тесен Лондона таврӑнни темиҫе ҫул АПШра ашшӗпе пурӑнакан Кёко хӗрӗпе курнӑҫассине йывӑрлатнӑ.
1973 ҫулта хутшӑну ҫав тери йывӑрланса ҫитнӗ хыҫҫӑн Йоко Джонпа уйрӑлма шут тытнӑ. Вӑл ӑна Леннонсене пулӑшакан Мэй Пэнгпа паллаштарнӑ, хӑй Нью-Йоркра пурӑнма юлса вӗсене Лос-Анджелеса канма янӑ. 1973 ҫулта Йоко АПШ-ра пурӑнма паракан ирӗк илнӗ[11].
1975 ҫулта Йокопа Джон мирлешнӗ. 1975 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче 42 ҫулхи Йоко Оно, Джон Леннон упӑшки 35-мӗш ҫуралнӑ кунне палӑртнӑ чухне, Шон ятлӑ ывӑлне ҫуратнӑ.
Кайранхи ҫулсем
Упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Оно 2001 ҫулччен тӑсӑлнӑ антиквариат япалисен дилерӗпе Сэм Хавадтойпа хутшӑнма тытӑннӑ. Вӑл ҫавӑн пекех Хавадтойӑн ӗҫтешӗпе, Сэм Гринпа, ҫыхӑнура тӑнине те ҫынсем асӑрханӑ. 1982 ҫулта «It’s Alright (I See Rainbows) альбом кӑларнӑ.
1984 ҫулта Элвис Костелло, Роберта Флэк, Эдди Мони, Розэнн Кэш тата Гарри Нильсон пек артистсем юрланӑ чи лайӑх юрӑсенчен тӑракан «Every Man Has a Woman» трибьютсен альбомне кӑларнӑ. Каярах ҫав ҫулах Йоко Леннонӑн «Milk and Honey» вӗҫленмен альбомне кӑларнӑ.
1980-мӗш ҫулсенчи Онон юлашки альбомӗ — «Starpeace», ятне Рональд Рэйганӑн «Starwars» хӳтӗленмелли ракета системине хирӗҫле ҫапла панӑ. «Starpeace» уйрӑм юрӑсенчен тӑракан Йоко Онон чи ӑнӑҫлӑ альбомӗ пулса тӑнӑ: «Hell in Paradise» сингл американ чарчӗсенче 16-мӗш вырӑна, Billboard Hot 100 чатра #26 ҫитнӗ. Ҫак альбома сарӑлма пулӑшас тӗллевпе Тухӑҫ Европа ҫӗршывӗсем тӑрӑх гастрольсен турне ирттернӗ.
Йоко хӑйӗн альбомӗсене Rykodisc лейблӗ ҫинче ҫӗнӗрен ҫырса тата ремастеринг ирттерсе нумай вӑхӑт ирттернӗ. 1992 ҫулта ултӑ дискран тӑракан «Onobox» коллекци пуххи тухнӑ. Унта Йоко уйрӑм юрланӑ хайлавӗсем тата Леннонӑн 1974 ҫулхи «ҫухалнӑ уик-энд» сессисенчи материалсем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех «Onobox»-ри тӗп саманчӗсене палӑртакан «Walking on Thin Iceap» ят панӑ «суперхитсен» кӑларӑмӗ пулнӑ. Ҫав ҫултах вӑл «Option» журнал валли Марк Кемп мусӑк тишкерӳҫине пысӑк интервью панӑ. Сӑмах-юмахӗ унта Йоко Оно мусӑк тӗлӗшӗнчен мен кӑмӑллани пирки пынӑ, авангардпа популярлӑ юрӑсене пӗрремӗш хут пӗрлештернӗ артист хӑйне хӑш вырӑнта курни пирки пулнӑ[12].
1995 ҫулта Шон Леннонпа тата унӑн «Ima» ушкӑнӗпе пӗрле йӗркеленӗ «Rising» альбома кӑларнӑ. Албома сарӑлма пулӑшмашкӑн Тӗнчери турне Европӑра, Японире тата АПШра иртнӗ[13].
2002 ҫулта Йоко Оно хӑй пулӑшуҫи пулнӑ Фредерик Симэн мусӑкҫӑ ӗҫӗпе суд процесне выляса илнӗ. Симэн Леннонӑн тата унӑн Йоко ҫемйин 374 сӑнӳкерчӗкне пурне те каялла тавӑрса пама, ҫак ӳкерчӗксен мӗнпур правасене тавӑрса пама пулнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл халӗ те ун патӗнче упранакан Джонпа е Йокопа ҫыхӑннӑ япаласене пурне те тавӑрса пама шантарнӑ[14]. Ҫав ҫулах Йоко Оно юррисен клуб ремиксӗсене чылай хатӗрлесе кӑларнӑ. Ҫак проект валли вӑл хӑйӗн ятне «ONO» таран кӗскетнӗ, «Oh, no!» текен шӳт ӑна пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе канӑҫсӑрлантарнӑ. «ONO» проект Pet Shop Boys, Orange Factory, Peter Rauhofer тата Danny Tenaglia хатӗрленӗ «Walking on Thin Ice» ремикссемпе питӗ ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ. 2003 ҫулхи ака уйӑхӗнче «Walking on Thin Ice» ремикссен альбомӗ Billboard журналӑн Dance/Club Play Chart-ра малти вырӑна йышӑннӑ.
2007 ҫулхи ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче ЦУМри 2-мӗш Мускав биенналӗ шайӗнче «Таракан одиссеййи» ятпа Йоко Оно куравӗ иртнӗ[15]. 2007 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Йоко Оно Берновона ҫитсе килнӗ. Унта Сюнъити Оно куккӑшӗн[16] арӑмӗн — Анна Бубнова-Оно сӗрме купӑсҫӑн тата унӑн аппӑшӗн Варвара Бубнова авангардист-художникӗн (упӑшкисем вилнӗ хыҫҫӑн вӗсем СССР-а таврӑннӑ[17]) — тӑван ҫӗршывӗ вырнаҫнӑ.
2012 Йоко Serpentine Gallery-нче хайӗн ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ[18].
2016 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Йоко Онона Нью-Йоркри «Маунт Синайнари» пульницӑна инсульт пулнӑ пуль тесе госпитализациленӗ[19].
Дискографи
Уйрӑммӑн юрланӑ оригиналлӑ альбомсем
- «Yoko Ono/Plastic Ono Band» (1970) #182
- «Fly» (1971) #199
- «Approximately Infinite Universe» (1972) #193
- «Feeling the Space» (1973)
- «A Story» (1974) (Релиз — 1997)
- «Season of Glass» (1981) #49
- «It’s Alright (I See Rainbows) (1982) #98
- «Starpeaceaceae» (1985)
- «Rising» (1995)
- «Blueprint for a Sunrise» (2001)
- «Between My Head and the Skye» (2009)
- «Take Me to the Land of Hell» (2013, Plastic Ono Band-па пӗрле)
- «Yes, I’m A Witch Too» (2016)
- «Warzone» (2018)
Джон Леннонпа
- «Unfinished Music No.1: Two Virgins» (1968)
- «Unfinished Music No.2: Life with the Lionse» (1969)
- «Wedding Albume» (1969)
- «Live Peace in Toronto 1969» (1969) #10
- «Some Time in New York Cityal» (1972) #48
- «Double Fantasy» (1980) #1
- «Milk and Honey» (1984) #11
Ытти релизсем
- «Every Man Has a Woman» (1984) (Трибьют-альбом)
- «Onobox» (1992) (юрӑсен пуххи)
- «Walking on Thin Ice» (1992) (юрӑсен пуххи)
- «New York Rock» (1994) (Музыкальный материал для одноимённого мюзикла)
- «Rising Mixes» (1996) (Ремикс-альбом)
- «Yes, I’m Witch» (2007) (Ремикс-альбом)
- «Open Your Box» (2007) (Ремикс-альбом)
Библиографи
- «Грейпфрут» (1964)
- «1980 ҫулхи ҫулла» (1983)
- Тадо но ватаси (, эпӗ ҫеҫ) (1986)
- «Джон Леннонан ҫемье альбомӗ» (1990)
- «Ӳкермелли инструкцисем» (1995)
- «Грейпфрукт сокӗ» (1998)
- «ДА ЙОКО ОНО» (2000)
- «Таракан одисеййи» (2005)
- «Йокона ӑсра сӑнарла» (2005)
- «Джона асра тытса» (editor) (2005)
- «Йӗкел» (2014)
Фильмографи
- Satans Bed (актриса пек)
- Eye blink (1966, 5 мин.)
- Bottoms (1966, 5½ мин.)
- Match (1966, 5 мин.)
- Cut Piece (1965, 9 мин.)
- Wrapping Piece (1967, 20 мин. патнелле)
- Film No. 4 (Bottoms) (1966/1967, 80 мин.)
- Bottoms, (реклама роликӗ, 1966/1967, 2 мин. патнелле)
- Two Virgins (1968, 20 мин. патнелле)
- Film No. Five (Smile) (1968, 51 мин.)
- Rape (1969, 77 мин.)
- Bed-In, (1969, 74 мин.)
- Let It Be, (1970, 90 мин. патнелле)
- Apotheosis (1970, 18½ мин.)
- Freedom (1970, 1 мин.)
- Fly (1970 (25 мин.)
- Making of Fly (1970, 30 мин. патнелле)
- Erection (1971, 20 мин.)
- Imagine (1971, 70 мин.)
- Sisters O Sisters (1971, 4 мин.)
- Luck of the Irish (1971, 4 мин. патнелле)
- Flipside (TV show) (1972, 25 мин. патнелле)
- Blueprint for the Sunrise (2000, 28 мин.)
Ӑнлантарусем
- ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
- ^ Yoko Ono (нидерл.)
- ^ 1, 2 https://zkm.de/en/person/yoko-ono
- ^ Museum of Modern Art online collection (англ.)
- ^ RKDartists (нидерл.)
- ^ Paul Taylor, «Yoko Ono’s New Bronze Age At the Whitney», New York Times (Feb. 5, 1989). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Женский журнал Суперстиль: Русская японка. Одна из трех сестер. www.superstyle.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 А. Голдман «Жизни Джона Леннона».
- ^ Киоко Оно Кокс
- ^ Антология the Beatles«.
- ^ Molly Crane-Newman, «As Yoko Ono celebrates her U.S. citizenship anniversary, a look at other celebs who immigrated to America», New York Daily News (Mar. 24, 2016). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Интервью Йоко Оно Марку Кэмпу для журнала «Option».
- ^ «Новый взгляд на Йоко Оно» — Музыкальная правда № 11 от 20.03.1998
- ^ «Йоко Оно выиграла» — Музыкальная правда № 40 от 11.10.2002
- ^ Вторая Московская биеннале современного искусства - Публикации. 2nd.moscowbiennale.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
- ^ Фокин С. И. Есть многое на свете, друг Горацио… Санкт-Петербургский университет (30 раштавӑн 2006). — Журнал «Санкт-Петербургский университет», № 24 (3747). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2007 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Комсомольская правда. Йоко Оно - родственница Пушкина, KP.RU (2007-06-09). 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Собств. корр. В Лондоне открылась выставка работ Йоко Оно , Wayback Machine çинчи 2012 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗнчи копийӗ // www.artukraine.com.ua. — 2012. — 21 июня.
- ^ Йоко Оно госпитализирована в Нью-Йорке. Это не инсульт, уверяет представитель, NEWSru.com. 2016 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- imaginepeace.com(акăлч.) — Йоко Оно официаллă сайчӗ
- Acorns — Интернет-блог Йоко Оно( ӗҫлемен каҫӑ)
- ’’Симонов В.’’ Баллада о Джоне и Йоко // Литературная газета. — 1987. — 1 янв. , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи акан 16-мӗшӗнчи копийӗ
- Интервью с Йоко Оно — Музыкальная правда — 1998
- Лекция Ирины Кулик «Йоко Оно — Ай Вэйвэй» в Музее современного искусства «Гараж» , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнчи копийӗ
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Оно, Йоко статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |