Йӗкӗрешсем (зодиак палли)
Йӗкӗрешсем (лат. Gemini) — астрологири ӑнлав, зодиакӑн шучӗпе виҫҫӗмӗш паллине палӑртать, вӑл Вӑкӑрпа Рак хушшинче вырнаҫнӑ, ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ пӑнчӑран шутласан тӳпе эклиптикин 60° — 90° хушшинчи сектора тивӗҫтерет[1][2].
Йӗкӗрешсен шутне ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 20 е 21-мӗшӗччен ҫуралнисем кӗреҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен анӑҫ астрологийӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх ҫак вӑхӑтра Хӗвел Йӗкӗрешсен паллинче тӑрать[3].
Йӗкӗрешсен паллине Сывлӑш стихийӗ тивӗҫтерет[1].
Паллӑна тытса тӑракан планета — Меркурий[4].
Йӗкӗрешсене ялан алла-аллӑн тытӑнса тӑракан йӗкӗреш-тӑвансем пек сӑнлаҫҫӗ[5].
Йӗкӗрешсен паллине Йӗкӗрешсем ҫӑлтӑр ушкӑнӗпе пӑтраштармалла мар, Хӗвел унта, астрономипе килӗшӳллӗн, ҫӗртмен 20-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗччен тӑрать[6].
Мифологи
Зодиак палли пулса кайнипе темиҫе халап ҫыхӑннӑ:
Классификаци
Йӗкӗрешсене зодиак палли пек тӗрлӗ критерипе классификацилеҫҫӗ ҫапларах:
- квадрантсем е ҫулталӑк вӑхӑчӗ тӑрӑх — ҫурхи чӗрӗкӗ сангвиниклӑ, вӗри тата нӳрӗклӗ[1],
- триплицетсем (стихийӑсем) тӑрӑх — сывлӑш (сывлӑш, вӗри тата нӳрӗк)[1],
- кунпа ҫӗр танлашнӑ пӑнчӑсем тӗлӗшпе вырнаҫнипе — ҫурҫӗр[1],
- тригонсемпе — кӑнтӑрла Крона тригонӗ, ҫӗрле Гермес тригонӗ[2],
- тытса тӑракан планета тӑрӑх — Меркурий[4],
- паллӑлӑх ҫутҫанталӑкӗпе — икӗ кӗлеткеллӗ[2][1], ҫӑмӑл улшӑнакан е пӗтӗмӗшле[1],
- ар-ама паллипе — арҫын[2],
- пурӑннӑ вырӑнпа — Гермес турӑ килӗ[2],
- регион тӑрӑх — Каппадоки[2],
- ҫын кӗлеткин пайӗпе — хулпуҫси[2],
- пӑхӑнса тӑракан тӑрӑх — командующи[1],
- асцендентра тӑнӑ вӑхӑтпа — кӗске е тайлӑк хӑпаракан паллӑ[1].
Символ
Йӗкӗрешсен паллине ♊ символпа палӑртаҫҫӗ (хӑш-пӗр браузерсенче урӑхла курӑнма пултарать). Юникодра — 9802 номерпе ҫырӑнать, вунултӑ паллӑллӑ кодра 264A номерпе, HTML-кодпа ♊ е ♊[7] пулма пултарать.
Ӳкерчӗксем
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Йӗкӗрешсем (ҫӑлтӑр пуххи)
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Лилли У., 1999, с. 101—106.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Абдулманова И. В., 2021, с. 155—158.
- ^ Smith J. C., 2010.
- ^ 1, 2 Клавдий Птолемей.
- ^ 1, 2 Gemini(паллӑ мар). Encyclopædia Britannica (22 ҫӗртмен 2023).
- ^ Shapiro L. T., 1977.
- ^ Unicode Hex Character Code ♊. Code Table .NET. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ.
Вуламалли
- Smith J. C. Pseudoscience and extraordinary claims of the paranormal : a critical thinker's toolkit(акăлч.). — Wiley-Blackwell, 2010. — P. 52—53. — ISBN 9781405181235.
- Клавдий Птолемей. Четверокнижие.
- Лилли У. Христианская астрология, смиренно изложенная в трёх книгах = Christian astrology. — Академия мировой астрологии и метаинформации, 1999. — С. 101—106. — 160 с.
- Советский энциклопедический словарь / Научно-редакционный совет: А. М. Прохоров (пред.). — Большая Российская энциклопедия (издательство), 1981. — С. 470. — 1600 с.
- Малый Ларусс символов = Petit Larousse des symboles(фр.) / Nanon Gardin, Robert Olorenshaw. — Larousse, 2011. — С. 655—659. — 680 с. — ISBN 978-2035969248.