Рак (зодиак палли)
Рак (лат. Cancer) — астрологири ӑнлав, зодиакӑн шучӗпе тӑваттӑмӗш паллине палӑртать, вӑл Йӗкӗрешсемпе Арӑслан хушшинче вырнаҫнӑ, ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ пӑнчӑран шутласан тӳпе эклиптикин 90° — 120° хушшинчи сектора тивӗҫтерет[1][2].
Раксен шутне ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗччен ҫуралнисем кӗреҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен анӑҫ астрологийӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх ҫак вӑхӑтра Хӗвел Рак паллинче тӑрать[3][4].
Енчен те, астрологсен кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн, Платонӑн Аслӑ ҫулӗ, е эклиптикӑпа ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ пӑнчӑн куҫӑмӗн тулли ҫаврӑмӗ, 25 920 ҫулпа танлашать пулсан, Сурӑхӑн астрологи самани пирӗн эрӑчченхи 9000 ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑри 7000 ҫулччен пынӑ[5].
Рак паллине Шыв стихийӗ тивӗҫтерет[1].
Паллӑна тытса тӑракан планета — Уйӑх[2].
Рак тӗсӗ — симӗс е хӗрлӗрех хӑмӑр[6].
Рака ялан краб (е лобстер, е рак) пек[7][8] е раксен икӗ хаччипе сӑнлаҫҫӗ[9].
Рак паллине Рак ҫӑлтӑр ушкӑнӗпе пӑтраштармалла мар, Хӗвел унта, астрономипе килӗшӳллӗн, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗччен тӑрать[10].
Мифологи
Авалхи грексен халапӗнче Рак Лерней гидрипе ҫапӑҫакан Геракла тапӑннӑ. Геракл Рака пусса лапчӑтнӑ, анчах та Геракла юратман Гера Ракӑн хӑюлӑхне шута илсе ана тӳпене хӑпартнӑ[7][11].
Рак хуппи ҫинче икӗ янкӑр ҫутӑ ҫӑлтӑр пур (вӗсем — Ашаксем, вӗсем хушшинчи тӗтрелӗх — Урапа, ун патенче вӗсем тӑраҫҫӗ те); сылтӑм кашни ури ҫинче ун перер ҫутӑ ҫӑлтӑр, сулахай урисем ҫинче — малтипе иккӗмӗш урисем ҫинче икшер ҫутӑ, виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗш ҫинче пӗрер ҫӑлтӑр; ҫӑварӗ патӗнче — пӗрре; сылтӑм хаччи ҫинче виҫӗ пӗр пек ҫӑлтӑр, сулахай хаччи ҫинче — пӗрре. Пурӗ вунсаккӑр[11].Эратосфен «Катастеризмсем»
Классификаци
Рака зодиак палли пек тӗрлӗ критерипе ҫапларах классификацилеҫҫӗ:
- квадрантсем е ҫулталӑк вӑхӑчӗ тӑрӑх — ҫуллахи чӗрӗкӗ вӗри, типӗ тата холериклӑ[1],
- триплицетсем (стихийӑсем) тӑрӑх — шыв (шыв, сивӗ тата нӳрӗк)[1],
- кунпа ҫӗр танлашнӑ пӑнчӑсем тӗлӗшпе вырнаҫнипе — ҫурҫӗр[12],
- тригонсемпе — кӑнтӑрла Афродита тригонӗ, ҫӗрле Арес тригонӗ[2],
- экзальтаци тӑрӑх — экзальтацире Зевс (Юпитер), ӳкнӗ чух Арес (Марс)[2][13],
- тытса тӑракан планета тӑрӑх — Уйӑх[2],
- паллӑлӑх ҫутҫанталӑкӗпе — тропиклӑ[2], хускануллӑ е кардиналлӑ[12],
- ар-ама паллипе — ама[14][2][12],
- пурӑннӑ вырӑнпа — Уйӑх турӑ килӗ[2],
- регион тӑрӑх — Эрмени[2],
- ҫын кӗлеткин пайӗпе — кӑкӑр[2],
- пӑхӑнса тӑракан тӑрӑх — ертсе пыракан[1],
- асцендентра тӑнӑ вӑхӑтпа — тӳрӗ е вӑрах хӑпаракан паллӑ[1].
Символ
Рак паллине ♋ икӗ хачӑпа палӑртаҫҫӗ[9], вӑл темиҫе пӗлтерӗшлӗ, сӑмахран:
- аҫапа ама ҫыхӑнӑвне (инь тата ян) пӗлтерет[9],
- уроборос палли (этемлӗх историйӗнчи вӗҫсӗрлӗхе пӗлтерекен паллӑ)[9].
Рак паллине ♋ символпа палӑртаҫҫӗ (хӑш-пӗр браузерсенче урӑхла курӑнма пултарать). Юникодра — 9803 номерпе ҫырӑнать, вунултӑ паллӑллӑ кодра 264В номерпе, HTML-кодпа ♋ е ɤВ пулма пултарать[15].
Ӳкерчӗксем
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Лилли У., 1999, с. 101—106.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Абдулманова И. В., 2021, с. 155—158.
- ^ Smith J. C., 2010.
- ^ Сурдин В. Г. Астрология и общество // Природа. — 1994. — № 5.
- ^ Михайлов О. В., 2011, с. 58-59.
- ^ Лилли У., 1999, с. 101.
- ^ 1, 2 Cancer (англ.). Britannica (20 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
- ^ Smith R. C. A manual of astrology, by Raphael(акăлч.). — Oxford University, 1828. — P. 56.
- ^ 1, 2, 3, 4 Рак (знак зодиака). Megabook (Универсальная энциклопедия Кирилла и Мефодия). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ.
- ^ Shapiro L. T., 1977.
- ^ 1, 2 Эратосфен. Катастеризмы.
- ^ 1, 2, 3 Лилли У., 1999, с. 102.
- ^ Лилли У., 1999, с. 85-86.
- ^ Клавдий Птолемей.
- ^ [Unicode Decimal Code ♋ Unicode Decimal Code ♋]. Code Table .NET. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
Вуламалли
- Normand H. Bélier // Словарь универсальных символов, основанных на принципе ключа к знаниям = Dictionnaire des symboles universels basés sur le principe de la clef de la connaissance (фр.). — Dervy, 2012. — Т. 1. — С. 207—210. — 338 с. — ISBN 978-2844549358.
- Shapiro L. T. The Real Constellations of the Zodiac (англ.) // Planetarian. — International Planetarium Society, 1977. — March (vol. 6, no. 1). — P. 17—18. — ISSN 0090-3213.
- Slosman A. L'astronomie selon les Égyptiens (фр.). — Omnia Veritas Ltd, 2017. — 330 с. — ISBN 978-1910220993. Архивная копия от 28 ноября 2020 на Wayback Machine
- Smith J. C. Pseudoscience and extraordinary claims of the paranormal : a critical thinker's toolkit (англ.). — Malden, MA: Wiley-Blackwell, 2010. — P. 52—53. — ISBN 9781405181235.
- Zodiaque // Petit Larousse des symboles (фр.) / Nanon Gardin, Robert Olorenshaw. — Larousse, 2011. — С. 655—659. — 680 с. — ISBN 978-2035969248.
- Абдулманова И. В. «Введение в астрологию» Павла Александрийского: особенности структуры и содержания // Самарский научный вестник. — 2021. — Т. 10, № 4. — С. 155—158. — doi:10.17816/snv2021104204.
- Знаки астрономические // Советский энциклопедический словарь / Научно-редакционный совет: А. М. Прохоров (пред.). — М.: Советская энциклопедия, 1981. — С. 470. — 1600 с.
- Клавдий Птолемей. Четверокнижие.
- Лилли У. Глава XVI. О двенадцати знаках Зодиака и их множественном делении // Христианская астрология, смиренно изложенная в трёх книгах = Christian astrology. — М.: Академия мировой астрологии и метаинформации, 1999. — С. 101—106. — 160 с.
- Михайлов О. В. Блеск и нищета астрологии. — 2-е изд. — М.: КомКнига, 2011. — 240 с.
- Рак, знак зодиака // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.