Вӑкӑр (зодиак палли)
Вӑкӑр (лат. Aries) — астрологири ӑнлав, зодиакӑн шучӗпе иккӗмӗш паллине палӑртать, вӑл Сурӑхпа Йӗкӗрешсем хушшинче вырнаҫнӑ, ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ пӑнчӑран шутласан тӳпе эклиптикин 30° — 60° хушшинчи сектора тивӗҫтерет[1][2][3].
Вӑкӑрсен шутне ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпуҫласа ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫуралнисем кӗреҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен анӑҫ астрологийӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх ҫак вӑхӑтра Хӗвел Вӑкӑр паллинче тӑрать[4][5].
Енчен те, астрологсен кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн, Платонӑн Аслӑ ҫулӗ, е эклиптикӑпа ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ пӑнчӑн куҫӑмӗн тулли ҫаврӑмӗ, 25 920 ҫулпа танлашать пулсан, Вӑкӑрӑн астрологи самани пирӗн эрӑчченхи 4000 ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑри 2000 ҫулччен пынӑ[6].
Вӑкӑр паллине Ҫӗр стихийӗ тивӗҫтерет[2].
Паллӑна тытса тӑракан планета — Венера[1].
Вӑкӑр тӗсӗ — лимон тӗсӗ хутӑшнӑ шурӑ[7].
Вӑкӑрсене ытларах чухне вӑкӑр пек сӑнлаҫҫӗ. Ку грексен Зевс ҫинчен калакан халапӗпе ҫыхӑннӑ, вӑл Европӑна вӑрлас тесе вӑкӑр кӳлепине йышӑннӑ пулнӑ[8].
Вӑкӑр паллине Вӑкӑр ҫӑлтӑр ушкӑнӗпе пӑтраштармалла мар, Хӗвел унта, астрономипе килӗшӳллӗн, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗччен тӑрать[9].
Мифологи
Авалхи грексен халапӗнче вӑкӑр Финикирен Крит утравӗ ҫине тинӗс урлӑ Финики патшин хӗрне Европӑна илсе каҫнӑ. Зевс ҫакӑншӑн тав туса ӑна тӳпене вырнаҫтарнӑ[10].
Тепӗр халап тӑрӑх вӑкӑр вӑл вӑкӑр мар, — ӗне. Зевс хӑйӗн Ио савнине кӗвӗҫ Герӑран хӳтӗлес тесе ӗнене ҫавӑрнӑ, кайран унран ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗ туса хунӑ[10].
Классификаци
Вӑкӑр зодиак палли пек тӗрлӗ критерипе ҫапларах классификацилеҫҫӗ:
- квадрантсем е ҫулталӑк вӑхӑчӗ тӑрӑх — ҫурхи чӗрӗкӗ сангвиниклӑ, вӗри тата нӳрӗклӗ[2],
- триплицетсем (стихийӑсем) тӑрӑх — ҫӗр (типӗ, сивӗ тата ҫӗр)[2],
- кунпа ҫӗр танлашнӑ пӑнчӑсем тӗлӗшпе вырнаҫнипе — ҫурҫӗр[11],
- тригонсемпе — кӑнтӑрла Афродита тригонӗ, ҫӗрле Уйӑх тригонӗ[3],
- экзальтаци тӑрӑх — экзальтацире Уйӑх[3][12], ӳкнӗ чух Марс[13][12][14][15],
- тытса тӑракан планета тӑрӑх — Венера[1],
- паллӑлӑх ҫутҫанталӑкӗпе — ҫирӗп[3] е пӗр вырӑнта тӑракан[11],
- ар-ама паллипе — ама[1][3][11],
- пурӑннӑ вырӑнпа — Афродита (Венера) турӑ килӗ[3],
- регион тӑрӑх — Вавилон[3],
- ҫын кӗлеткин пайӗпе — мӑй[3],
- пӑхӑнса тӑракан тӑрӑх — ертсе пыракан[2],
- асцендентра тӑнӑ вӑхӑтпа — кӗске е тайлӑк хӑпаракан паллӑ[2].
Символ
Сурӑх паллине ♉ символпа палӑртаҫҫӗ (хӑш-пӗр браузерсенче урӑхла курӑнма пултарать). Юникодра — 9801 номерпе ҫырӑнать, вунултӑ паллӑллӑ кодра 2649 номерпе. Никӗс варианчӗ U+2649: ♉; текст варианчӗ селекторпа VS15: ♉︎; эмодзи варианчӗ селекторпа VS16: ♉. HTML-кодпа ♉ е ♉ пулма пултарать[16].
Ӳкерчӗксем
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Клавдий Птолемей.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Лилли У., 1999, с. 101—106.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Абдулманова И. В., 2021, с. 155—158.
- ^ Smith J. C., 2010.
- ^ Сурдин В. Г. Астрология и общество // Природа. — 1994. — № 5.
- ^ Михайлов О. В., 2011, с. 58—59.
- ^ Лилли У., 1999, с. 101.
- ^ Taurus (англ.). Britannica (20 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
- ^ Shapiro L. T., 1977.
- ^ 1, 2 Эратосфен. Катастеризмы.
- ^ 1, 2, 3 Лилли У., 1999, с. 102.
- ^ 1, 2 Аль-Бируни. Наука о звездах. — начало XI века.
- ^ Лилли У., 1999, с. 85—86.
- ^ Лео А. Полный астрологический словарь.
- ^ Глоба П., Глоба Т. О чем молчит луна. — 1991.
- ^ Unicode Decimal Code ♉. Code Table .NET. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
Вуламалли
- Normand H. Словарь универсальных символов, основанных на принципе ключа к знаниям = Dictionnaire des symboles universels basés sur le principe de la clef de la connaissance(фр.). — Dervy, 2012. — Т. 1. — С. 207—210. — 338 с. — ISBN 978-2844549358.
- Slosman A. L'astronomie selon les Égyptiens(фр.). — Omnia Veritas Ltd, 2017. — 330 с. — ISBN 978-1910220993. , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнчи копийӗ
- Smith J. C. Pseudoscience and extraordinary claims of the paranormal : a critical thinker's toolkit(акăлч.). — Wiley-Blackwell, 2010. — P. 52—53. — ISBN 9781405181235.
- Petit Larousse des symboles(фр.) / Nanon Gardin, Robert Olorenshaw. — Larousse, 2011. — С. 655—659. — 680 с. — ISBN 978-2035969248.
- Советский энциклопедический словарь / Научно-редакционный совет: А. М. Прохоров (пред.). — Советская энциклопедия, 1981. — С. 470. — 1600 с.
- Клавдий Птолемей. Четверокнижие.
- Лилли У. Христианская астрология, смиренно изложенная в трёх книгах = Christian astrology. — Академия мировой астрологии и метаинформации, 1999. — С. 101—106. — 160 с.
- Михайлов О. В. Блеск и нищета астрологии. — 2-е изд. — КомКнига, 2011. — 240 с.