Сурӑх (зодиак палли)
Сурӑх (лат. Aries) — астрологири ӑнлав, зодиакӑн шучӗпе пӗрремӗш паллине палӑртать, вӑл Пулӑсемпе Вӑкӑр хушшинче вырнаҫнӑ, ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ пӑнчӑран шутласан тӳпе эклиптикин 0° — 30° хушшинчи сектора тивӗҫтерет[1][2][3].
Сурӑхсен шутне пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен[4] е 21-мӗшӗнчен[5] пуҫласа ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫуралнисем кӗреҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен анӑҫ астрологийӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх ҫак вӑхӑтра Хӗвел Сурӑх паллинче тӑрать[4][5].
Енчен те, астрологсен кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн, Платонӑн Аслӑ ҫулӗ, е эклиптикӑпа ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ пӑнчӑн куҫӑмӗн тулли ҫаврӑмӗ, 25 920 ҫулпа танлашать пулсан, Сурӑхӑн астрологи самани пирӗн эрӑчченхи 2000 ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑри 0 ҫулччен пынӑ[6].
Зодиак ҫулӗ кӑрлач уйӑхӗнче мар, пуш уйӑхӗнче (хӗвел ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ пӑнчӑна кӗрсен) пуҫланать[7]. Сурӑх зодиак ярӑмӗн пӗрремӗш палли пулнӑ май эволюци пуҫланнине пӗлтерет, вӑл ҫавӑн пекех ярӑмӑн юлашки палли те, пуҫламӑшӗ тата ҫӗнӗрен чӗрӗлни патне таврӑннине пӗлтерет[8].
Сурӑх паллине Вут стихийӗ тивӗҫтерет[2].
Паллӑна тытса тӑракан планета — Марс[1].
Сурӑх тӗсӗ — хӗрлӗ хутӑшнӑ шурӑ[9].
Сурӑхсене ытларах чухне така евӗр е, тӗплӗнрех каласан, ылтӑн ҫӑмлӑ така пек сӑнлаҫҫӗ[10]. Чӗрчун символизмӗ — вӑл пӗрремӗш тата ҫул кӑтартакан пулни (така кӗтӳ пуҫӗнче пырать), ӳт-пӳ вӑйӗ тата тӗвӗлентерӳ функцийӗ, ҫавӑн пекех хире-хирӗҫле ҫул-йӗрӗн спираль формин икӗ мӑйрака симметрилӗхӗ[8].
Сурӑх паллине Сурӑх ҫӑлтӑр ушкӑнӗпе пӑтраштармалла мар, Хӗвел унта, астрономипе килӗшӳллӗн, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗччен тӑрать[11].
Мифологи
Авалхи Египет халаплӑхӗнче Сурӑх ытларах чухне Египет туррине Амона тӳр килет, авалхи грек мифологийӗнче — ылтӑн ҫӑмлӑ такана, ун ҫурӑмӗ ҫинче Афамант патша ывӑлӗ Фрикс тинӗс тӑрӑх Фессалирен Колхидӑна ӑнӑҫлӑ каҫнӑ. Колхидӑра Фрикс Сурӑха Зевса парне кӳрсе чӳкленӗ, сӳнӗ ылтӑн ҫӑмлӑ тирне Колхида патшине парнеленӗ; халапӑн тепӗр версийӗпе, Сурӑх хӑй ҫийӗнчи ылтӑн тирне хӑех силленӗ. (Каярахпа аргонавтсене ертсе пыракан Ясон ылтӑн ҫӑмлӑ тире ярса илнӗ.) Зевс чӗрчунӑн паттӑрлӑхне хакланӑ та Сурӑха тӳпере ҫӑлтӑр евӗр вырнаҫтарнӑ[10][12].
Унӑн ҫӑлтӑрӗсем ҫапла вырнаҫнӑ: пуҫӗ ҫинче пӗрре; сӑмси ҫинче — виҫҫӗ; мӑйӗ ҫинче — иккӗ; малти ури вӗҫӗнче — пӗр ҫутӑ; ҫурӑмӗ ҫинче — тӑваттӑ; хӳри ҫинче — пӗрре; хырӑмӗ айӗнче — виҫҫӗ; пӗҫҫи ҫинче — пӗрре; тепӗр пӗҫҫи ҫинче — пӗрре; кайри ури вӗҫӗнче — пӗрре. Пурӗ вунҫиччӗ.Эратосфен «Катастеризмсем»
Эратосфен «Катастеризмсем».
Классификаци
Ту качакине зодиак палли пек тӗрлӗ критерипе ҫапларах классификацилеҫҫӗ:
- квадрантсем е ҫулталӑк вӑхӑчӗ тӑрӑх — ҫурхи чӗрӗкӗ сангвиниклӑ, вӗри тата нӳрӗклӗ[2],
- триплицетсем (стихийӑсем) тӑрӑх — вут (вут, вӗри тата типӗ)[2],
- кунпа ҫӗр танлашнӑ пӑнчӑсем тӗлӗшпе вырнаҫнипе — ҫурҫӗр[13],
- тригонсемпе — кӑнтӑрла Хӗвел тригонӗ, ҫӗрле Зевс тригонӗ[3],
- экзальтаци тӑрӑх — экзальтацире Хӗвел[3][14], ӳкнӗ чух Сатурн[15][14],
- тытса тӑракан планета тӑрӑх — Марс[1],
- паллӑлӑх ҫутҫанталӑкӗпе — куҫса ҫӳрекен, е кардиналлӑ[13], е тропик[3],
- ар-ама паллипе — аҫа[1][3][13],
- пурӑннӑ вырӑнпа — Арес (Марс) турӑ килӗ[3],
- регион тӑрӑх — Перси[3],
- ҫын кӗлеткин пайӗпе — пуҫ[3],
- пӑхӑнса тӑракан тӑрӑх — ертсе пыракан[2],
- асцендентра тӑнӑ вӑхӑтпа — кӗске е тайлӑк хӑпаракан паллӑ[2].
Тухӑҫ астрологийӗнче ӑнлантарни
Бхавачакра
Сурӑх пурнӑҫ кустӑрминче пӗрремӗш зодиак палли шутланать[16]. Вӑл вут стихийӗпе (элеменчӗпе) ҫыхӑннӑ, унта унӑн пуҫламӑш тӑрӑм («аспект»), санскрит чӗлхинче «саттва» ятлӑ шалти «шайлашулӑх»[16]. Вут тригонне Сурӑхсӑр пуҫне, Арӑслан ♌︎ тата Ухӑҫӑ ♐︎ кӗреҫҫӗ[17].
Сурӑх палли ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнине пӗлтерет (кунпа ҫӗр пӗртанлӑхӗ). Ӑна хирӗҫле паллӑ — кӗрхи кунпа ҫӗр танлашнине пӗлтерекен Тараса (сывлӑш стихийӗн пуҫламӑш; саттва). Зодиака икӗ пӗр тан пая уйӑракан ҫак тӗнӗл ҫинче тӑватӑ паллӑ вырнаҫтарнӑ, вӗсен хисеп пӗлтерӗшӗ вӑхӑт тата уҫлӑх икӗ ҫаврӑмӗнче те пӗр пек[16]:
- Сурӑх ♈︎ — вут палли, саттва, 1-мӗш паллӑ;
- Хӗр ♍︎ — ҫӗр палли, раджас, 6-мӗш паллӑ;
- Тараса ♎︎ — сывлӑш палли, саттва, 7-мӗш паллӑ;
- Пулӑсем ♓︎ — шыв палли, раджас, 12-мӗш паллӑ.
Асӑннӑ тӑваттӑ паллӑн хисеп пӗлтерӗшӗсене хушсан, 26 пулать — пурнӑҫ кустӑрмин вуникӗ паллин тӗп шайлӑхӑн хисепӗ. Зодиакӑн вуникӗ паллин хисепӗсен пӗтӗмӗшле сумми 78, е 3 хут 26-шар. Кунпа ҫӗре уйӑракан ҫак тӗп тӗнӗл ҫинче инертлӑха, пурнӑҫсӑрлӑха пӗлтерекен пӗр паллӑ та ҫук. Тӗнӗл хӑех пурнӑҫсӑрлӑха, пӗр ҫурма сферӑран теприне куҫнӑ саманта палӑртать[18].
Тараса ♎︎ (7) тата Хӗр ♍︎ (6) — варринчи икӗ паллӑ, вӗсене хушсан 13 пулать, вӑхӑтпа уҫлӑх хӗресленсе 26 пулать. Пӗрремӗш паллӑна Сурӑха ♈︎ (1) юлашки паллӑпа Пулӑсемпе ♓︎ (12) хушсан та ҫавнашкалах пулать. Ҫавӑнпа та ҫак тӑватӑ паллӑ зодиакра тӗп вырӑн йышӑнать, вӗсем пӗр-пӗринпе пӗлтерӗшлӗ шайлашусемпе ҫыхӑннӑ[7].
Авалхи Египет
Дендера Авалхи Египет зодиакӗнче Сурӑх зодиак пиҫиххин 32° йышӑнать[19].
Вавилон
Вавилон зодиакӗнче ҫак палла «кунпа ӗҫлекен», «пӗр кунлӑх волонтёр» (фр. le Journalier) тенӗ.
«Сурӑх» ята Эа турӑпа — «эридуй сурӑхӗпе» — ҫыхӑнтарнӑ, вӑл этемлӗхе пӗтӗм тӗнчене шыв илнӗ чух ҫӑлнӑ, хӑмӑшран пысӑк кимӗ тунӑ, унта вӑл этемпе чӗрчунсене вырнаҫтарнӑ. Эа турӑ символӗ така пуҫӗллӗ туя пулнӑ[20].
Символ
Сурӑх паллине ♈ символпа палӑртаҫҫӗ (хӑш-пӗр браузерсенче урӑхла курӑнма пултарать). Юникодра — 9800 номерпе ҫырӑнать, вунултӑ паллӑллӑ кодра 2648 номерпе. Никӗс варианчӗ U+2648: ♈; текст варианчӗ селекторпа VS15 FE0E: ♈︎; эмодзи варианчӗ селекторпа VS16: ♈️. HTML-кодпа ♈ е ♈ пулма пултарать[21].
Ӳкерчӗксем
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Клавдий Птолемей.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Лилли У., 1999, с. 101—106.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Абдулманова И. В., 2021, с. 155—158.
- ^ 1, 2 Сурдин В. Г. Астрология и общество // Природа. — 1994. — № 5.
- ^ 1, 2 Smith J. C., 2010.
- ^ Михайлов О. В., 2011, с. 58—59.
- ^ 1, 2 Normand, 2012, с. 210.
- ^ 1, 2 Normand, 2012, с. 207—208.
- ^ Лилли У., 1999, с. 101.
- ^ 1, 2 Aries (англ.). Britannica (20 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
- ^ Shapiro L. T., 1977.
- ^ Эратосфен. Катастеризмы.
- ^ 1, 2, 3 Лилли У., 1999, с. 102.
- ^ 1, 2 Аль-Бируни. Наука о звездах. — начало XI века.
- ^ Лилли У., 1999, с. 79—80.
- ^ 1, 2, 3 Normand, 2012, с. 209.
- ^ Ларусс, 2011, с. 656.
- ^ Normand, 2012, с. 209—210.
- ^ Slosman, 2017, с. 40.
- ^ Normand, 2012, с. 207.
- ^ Unicode Decimal Code ♈. Code Table .NET. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
Вуламалли
- Normand H. Словарь универсальных символов, основанных на принципе ключа к знаниям = Dictionnaire des symboles universels basés sur le principe de la clef de la connaissance(фр.). — Dervy, 2012. — Т. 1. — С. 207—210. — 338 с. — ISBN 978-2844549358.
- Slosman A. L'astronomie selon les Égyptiens(фр.). — Omnia Veritas Ltd, 2017. — 330 с. — ISBN 978-1910220993. , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнчи копийӗ
- Smith J. C. Pseudoscience and extraordinary claims of the paranormal : a critical thinker's toolkit(акăлч.). — Wiley-Blackwell, 2010. — P. 52—53. — ISBN 9781405181235.
- Petit Larousse des symboles(фр.) / Nanon Gardin, Robert Olorenshaw. — Larousse, 2011. — С. 655—659. — 680 с. — ISBN 978-2035969248.
- Советский энциклопедический словарь / Научно-редакционный совет: А. М. Прохоров (пред.). — Советская энциклопедия, 1981. — С. 470. — 1600 с.
- Клавдий Птолемей. Четверокнижие.
- Лилли У. Христианская астрология, смиренно изложенная в трёх книгах = Christian astrology. — Академия мировой астрологии и метаинформации, 1999. — С. 101—106. — 160 с.
- Михайлов О. В. Блеск и нищета астрологии. — 2-е изд. — КомКнига, 2011. — 240 с.