Йӳçĕтнĕ купăста

Йӳçĕтнĕ ку́пăста — процесс вăхăтĕнче сĕт йӳçекĕ пултарса, купăстаран тунă çиме (çимĕç). Асăннă сĕт йÿçекне вара, купăстара яланах пур сахăртан, сĕт йӳçекне тăвакан бактерисем майлаштараççĕ. Европăри нумай патшалăхра, çав шутра Раççей, тата Азире (Корея, Китай тата ур.) çĕршывра халăх продукчĕ шутланать. Йӳçĕтнĕ купăстана салата, гарнира хураççĕ.

Хатĕрлени

undefined

Йӳçĕтнĕ купăста тĕрлĕрен пулать:

  1. вĕттĕн турани
  2. шултра турани
  3. купăста пуçĕпе вĕттĕн турани е шултра турани,
  4. тураман купăста пуçĕ.

Кашни тĕсне уйрăм рецептурăпа хатĕрлеççĕ[1].

Вĕттĕн е шултра тураса йӳçĕтнĕ купăстана тăвар ярса кăштах тӳсе тăваççĕ. Пĕчĕк пичкене е кастрюле хураççĕ, таса пусмапа хуплаççĕ те çиелтен йывăрпа çиеле шĕвекĕ тухмалла пусаççĕ. Темиçе кунтан (температура тĕрлĕрен пулнипе — 2—7 кун) йӳçсе çитсен купăстана йӳçсех каясран сивĕ çĕре куçарса лартаççĕ.

Чĕрĕ купăста çийĕнчи яланах пур Сĕте йӳçтерекен бактерисем, купăста шĕвекĕнчи пылак кăрчаминчен сĕт йӳçекне тăваççĕ, çав вара купăстана кăмăскаланасран упрать.

Рецептура

Купăстана (тăварличчен) йӳçĕ çырласене (клюква, сăмахран) тата вĕттĕн каснă пахча-симĕçе тата улма-çимĕçе (панулми, кишĕр, кăшман, хутаçлă пăрăçа т. ыт. те) яма пултараççĕ.

Çав. пекех

Асăрхавсем

  1. ^ Джафаров А.Ф. и др. . — М.:: Экономика. — С. 440.

Литература

  • Похлёбкин В. В. . — М.: Издательство «Э». — С. 148—149. — 456 с. — 4000 экз. — ISBN 978-5-699-75127-3.
  • . — М.: Пищепромиздат. — С. 207—208. — 400 с.
  • Ковалёв В.М., Могильный Н.П. . — М.: Советская Россия. — С. 142—146. — 256 с.
  • Ковалёв Н.И. . — СПб.: Лениздат. — С. 18—20. — 317 с.
  • . — М.: Большая советская энциклопедия. — С. 250—251. — 772 с.
  • . — М.: Государственное издательство торговой литературы. — Т. III. — 527 с.
  • . — М.: «Колос». — С. 209—215. — 320 с. — 6700 экз. — ISBN 5-10-001708-2.